Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Поздравление с Днем пожилых

Поздравление с Днем пожилых

Хисеплĕ ветерансем, аслă ăрури çынсем!

Сире чĕререн Пĕтĕм тĕнчери ватă çынсен кунĕ ячĕпе саламлатăп!
Çак кун ăшăлăхпа, юратупа, аслă çулсенчи çынсене хисеплесе сума сунипе палăрса тăрать, ăрусем хушшинчи çыхăнăва çирĕплетет.

Сирĕн пурнăç вăл – паттăрлăхпа кăмăл-сипет пуянлăхĕ. Йăла-йĕркене тытса пырассипе, ачăрсемпе мăнукăрсене шанчăклă тĕрев кÿрес тесе эсир пуринчен те ытларах тăрăшатăр. Сирĕн пĕлĕвĕр тата пурнăçри пуян опытăр пире паян çирěппěн малалла утма май параççĕ.

Уяв ячĕпе саламласа сире çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, ăнăçу сунатăп. Сирĕнпе юнашар яланах юратакан тата хисеплекен çынсем пулччăр.

 

Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ                                                   Л.В.Левый



30 сентября 2022
16:13
Поделиться