Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Патшалăх пулăшать

Хăй тĕллĕн ĕçлекенсем патшалăх субсидийĕсене тивĕçеççĕ. Пулăшăва республикăри 49 çын илнĕ ĕнтĕ. ЧР Ял хуçалăх министерствин пресс-службинчен пĕлтернĕ тăрăх, субсидие хушма хуçалăх тытакан, професси тупăшĕнчен налук тỹлекен илме пултарать.

Укçа-тенке ăçта яма пулать-ха? Акă вĕсен тĕп енĕсем:

  • ирĕкре çитĕннĕ пахча çимĕçе сутма (тоннăшăн 2000 тенкĕ);
  • çĕр улми вырнаçтарма (тоннăшăн 3000 тенкĕ);
  • сĕтлĕ ĕне тытма (пĕр пуçшăн — 5500 тенкĕ, икĕ пуçшăн — 6500 тенкĕ, виçĕ е ытларах пуçшăн — 7500 тенкĕ);
  • ашлăх ăратĕнчи ĕнене усрама (пĕр пуçшăн 5600 тенкĕ);
  • сурăхсемпе качакасем усрама (пĕр пуçшăн 500 тенкĕ);
  • ĕнесем усрама (пĕр пуçшăн 70 пин тенкĕ);
  • качакасем туянма (пĕр пуçшăн 5000 тенкĕ);
  • ăратлă вăкăрсен ар вăрлăхне туянма (тăкакăн 90 проценчĕ саплашăнать);
  • ял хуçалăх техники, оборудовани (тăкакăн 40 проценчĕ);
  • минераллă удобрени туянма (тăкакăн 30 проценчĕ);
  • хурт-хăмăр ĕçĕ валли материал илме (тăкакăн 40 проценчĕ);
  • тăпрана агрохими тĕпчевĕ тума (тăкакăн 50 проценчĕ);
  • акмалли вăрлăха лаборатори тĕпчевĕ витĕр кăларма (тăкакăн 50 проценчĕ саплашăнать).


Елчек ен
16 сентября 2022
14:02
Поделиться