Чӑвашлӑх юхӑмӗн патриотне Олег Мустаева халалланӑ асӑну каҫӗ иртнӗ

Ульяновскри "Современник" культура керменӗнче чӑвашлӑх юхӑмӗн патриотне, Елчӗк районӗн хисеплӗ ҫыннине Олег Мустаева халалланӑ асӑну каҫӗ иртнӗ.
Унта Патреккел халӑх хорӗ, Тӳскелти "Шуҫӑм" тата "Тускил" ансамбльсем, Елчӗкри ачасен искусство шкулӗн "Мерчен" ушкӑнӗ хутшӑннӑ, йышлӑ куракана чӑваш юрри-кӗввипе савӑнтарнӑ. Мероприятие хулари тӗрлӗ халӑх представителӗ хутшӑннӑ, пирӗн ентеш туса хӑварнӑ ӗҫсене пысӑк хак панӑ. Елчӗк район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Леонард Левый Олег Мустаева чӑваш Улӑпӗпе танлаштарнӑ, унӑн чӑваш халӑхӗ, Елчӗк районӗ умӗнчи пысӑк тӳпине палӑртнӑ.
Асӑну каҫӗ пурте пӗрле Олег Мустаевӑн "Яльчики" юррине шӑрантарнипе вӗҫленнӗ