Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Хĕл тапхăрне хатĕр-и?

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттернĕ черетлĕ канашлура район шайĕнчи çивĕч ыйтусене пăхса тухрĕç, пурнăçламалли тĕллевсене палăртрĕç.

Канашлăва кĕрхи ĕçсене мĕнле пурнăçласа пынине тишкернинчен пуçларĕç. Уй-хирти лару-тăрупа райадминистрацин ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Ирина Горшкова паллаштарчĕ. Çитĕннĕ тыр-пула алла илме аграрисене кăçал çанталăк та пулăшрĕ: хĕвеллĕ те типĕ çанталăкра ĕçлеме те меллĕ пулчĕ, тырă пỹлмесене тап-таса та тип-типĕ кĕрет.

Сентябрĕн 8-мĕшĕ тĕлне районти хуçалăхсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене çулассине 99 процент, çулнинчен тĕш тырра çапса тĕшĕлессине 98 процент пурнăçланă. Пĕр гектартан тухакан вăтам тухăç 36,4 процентпа танлашать.

«Иккĕмĕш çăкăра» 40 гектар çинче (10 процент) 110 тонна кăларнă. Вăтамран пĕр гектартан 275 центнер тухать вăл.

Кĕрхисене районта 6900 гектар акса хăварма палăртнă. Хальлĕхе 3730 гектарне акма ĕлкĕрнĕ. Кĕр тыррисене акас ĕçре «Прогрессем» пысăк тăрăшулăх кăтартаççĕ. Кăçал вĕсем ăна 1200 гектар çинче акса хăварма палăртнă, паянхи кун тĕлне ĕçĕн 80 процентне пурнăçланă. Кĕр тыррисене «АСК-Яльчики» ОООра — 330, Ленин ячĕллĕ хуçалăхра — 210, «Сатурн» ЯХПКра 100 гектар акнă, вĕсем ку ĕçе вĕçленĕ.

Кĕр тыррисене акма 6055 гектар çĕр хатĕрленĕ, 6275 гектар кĕрхи çĕртме сухи тунă.

Леонард Левый çанталăк яланах уяр та типĕ тăмассине палăртса мĕн пур кĕрхи ĕçсене (кĕрхи çĕртме сухи тăвассинчен пуçласа хирсенче сапаланса выртакан тюксене фермăсен çывăхне турттарасси таран) пурнăçлассинче васкамаллине палăртрĕ.

Хутса ăшăтмалли тапхăр пуçланасси те инçе мар. Хутăнмалли объектсем хĕллехи сезона чылай маларах хатĕр пулмалла. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — капиталлă строительство, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ Николай Петров хĕле хатĕрленес енĕпе мĕнле ĕçленипе паллаштарчĕ. Хатĕрлĕхĕн кăтартăвĕ 98,2 процентпа танлашать. Сывлăх сыхлавĕ, вĕренỹ, культура тата ытти тытăмра 83 котельнăй шутланса тăрать, вĕсенчен 81-шĕ паян-ыран ăшă пама хатĕр. Çапах та çак кунсенче анчах котел улăштарма пуçăннисем те пур-ха.

Кĕркунне-хĕлле чрезвычайлă лару-тăрусем сиксе ан тухчăр тесен энергетика тата коммуналлă хуçалăх тытăмĕ кал-кал ĕçлемелле. Ларура вĕсене мĕнле хатĕрленине тишкерчĕç, сивĕсем пуçланиччен вĕçлемелли тĕп ĕçсене палăртрĕç.

Канашлура «ДПМК «Яльчикское» ООО ертỹçи Вячеслав Сядуков сăмах илчĕ, кăçал тунă тата пурнăçласа çитермелли ĕçсем çинчен кĕскен каласа пачĕ. Тунă пысăк ĕçсенчен пĕри — Елчĕк-Курнавăш çулне асфальт сарни (1 километр та 80 метр). Халĕ Кипеç ялĕнчен инçех мар çул урлă пăрăх хывас ĕçе пурнăçласси юлнă. Çак тăрăхра пурăнакансем лайăх пĕлеççĕ: çуркуннехи ейỹ тапхăрĕнче çывăхри пĕвери плотина татăлса кайнă вăхăтра асфальт тăрăх шыв юхатчĕ. Пăрăха хывса хăварни çак пăтăрмахран пулăшĕ. Кĕске хушăра пурнăçламалли тепĕр пысăк ĕç — Шуршу ялĕн кỹлли çывăхĕнче пушар вăхăтĕнче шыв илме май паракан пусă тăвасси. Нумаях пулмасть çакăн евĕр пусса Таяпа Энтринчи кỹлĕ çывăхĕнче тунă. Асăннă ĕçсене кĕске вăхăтра пурнăçласса хыпарларĕ ертỹçĕ.

Тирпей-илем ыйтăвĕ çулталăкăн кашни тапхăрĕнчех калаçтарать. Хальхинче калаçу район центрĕнчи Мир урамĕнчи тротуарсен çумĕнчи тенкелсен таврашĕ куллен хĕвел çаврăнăш хуппипе вараланни тавра пычĕ.

— Тасамарлăха маларахах асăрхарăм. Эпĕ ачасем пуль тесе шухăшланăччĕ, çапах çитĕннĕ çынсем — икĕ хĕрарăм çапла чăрсăрланнине курсан питĕ тĕлĕнтĕм. Хăтлă та таса вырăна упрама пĕлместпĕр. Хамăр çакăн евĕр хăтланатпăр пулсан, ачасене мĕне вĕрентĕпĕр? — тĕлĕнĕвне пытараймарĕ çак пулăма асăрханă район администрацийĕн пуçлăхĕ.

Ял халăхĕн пурнăçне хăтлăх кĕртес, территорисене тирпейлĕ те илемлĕ тăвас енĕпе пурнăçламалли ĕçсем те тимлĕхре пулчĕç.

Çỹп-çап пухмалли площадкăсен таврашне тирпейлĕ тытса тăрассипе халĕ те сỹрĕккĕн ĕçлетпĕр. Миçе хутчен çырнă пулĕ. Пакета е миххе контейнера пăрахма йывăр-шим?

Пушар хăрушсăрлăхне пăхăнассине асрах тытмалла. Çỹп-çапа, типнĕ курăка çунтарассинчен асăрханмалла. Иртнĕ çулсенче тыр-пул хăмăлĕсене тивертсе янăран çулăмран шар курнă тĕслĕхсем те пулчĕç. Çавăнпа та ку енĕпе хуçалăх ертỹçисемпе ĕçченĕсен питĕ тимлĕ пулмаллине асăрхаттарчĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ.

Юлашки вăхăтра çĕршывра, республикăра, районта коронавируспа чирлекенсен йышĕ ỹссе пынине палăртаççĕ. Чиртен асăрханса ковидран тата гриппран прививка тăвас ĕç малаллах пырать. Район больницинче вакцина çителĕклĕ, прививкăна вăхăтра тутарни инфекцирен вăхăтлă хỹтĕленме пулăшĕ.

Е.ПЕТРОВА



Елчек ен
09 сентября 2022
11:29
Поделиться