Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Поздравление с 90-летием районной газеты «Елчĕк ен»

«Елчĕк ен» хаçат редакцийĕн хисеплĕ ĕçченĕсем тата ветеранĕсем!

Сире район хаçачĕ тухма пуçланăранпа 90 çул çитнĕ ятпа чĕререн саламлатпăр !

Çулсем иртнине пăхмасăр «Елчĕк ен» («Колхоз ялавĕ») районта пурăнакансемшĕн куллен кĕтекен хаçат пулса тăрать. Тĕрлĕ ỹсĕмри çынсем район хаçатне юратса вулаççĕ, унтан çĕнĕ хыпарсене пĕлеççĕ, кулленхи пурнăç ыйтăвĕсен хуравне тупаççĕ.

Хаçат страницисенче район, республика пурнăçĕн паллă та пĕлтерĕшлĕ саманчĕсем упранаççĕ, хальхи вăхăтра та куллен çырăнса пыраççĕ. Обществăпа пурнăç, ял хуçалăхĕн, вĕрентỹпе сывлăх сыхлавĕн, строительство, культура ыйтăвĕсем куллен анлăн çуталаççĕ.

Вуншар çулсем хушшинче редакцире хăйсен ĕçне чунтан парăннă, район аталанăвне тỹпе хывас туртăмлă çынсем ĕçленĕ, паянхи кун та ĕçлеççĕ.

Район хаçачĕн пархатарлă çулĕ малашне те такăр пултăр. Пысăк ăсталăх, иксĕлми хавал материалсене татах та çивĕчрех, пĕлтерĕшлĕрех, вулакансемшĕн çывăхрах тума пулăшса пыччăр.

Юбилей ячĕпе саламласа сире çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, пысăк çитĕнỹсем, ăнăçу сунатпăр!

Елчĕк район пуçлăхĕ      А.ВАСИЛЬЕВА.

Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ       Л.ЛЕВЫЙ.



05 августа 2022
10:25
Поделиться