Эх, кĕрлерĕ тĕк кĕрлерĕ Тутар çĕрĕ çинче чăваш уявě!

Утă уйăхĕн 10-мĕшĕнче Елчĕк районĕн пултаруллă юрă ушкăнĕсем-Патреккел халăх хорĕ (рук.Геннадий Борисов), «Туслăх» халăх хорĕ (рук.Евдокия Егорова) тата Тÿскел ялĕнчи куьтурăпа кану центрĕнчи «Шуçăм» фольклор ушкăнĕпе «Тускил» вокалпа инструментсен ушкăнě (рук. Иван Шурбин) Тутарстан Республикинчи Сиктěрме-Хусанкай ялĕнче, пирĕн мухтавлă чăваш поэчĕ Петěр Хусанкай çуралнăранпа 115 çул çитнине халалланă чăваш культурин уявне çитсе килчĕç. Чаплă та мăнаçлă уяв «Сĕнĕ Сăвар» архитектурăпа этнографи туризм комплексĕнче иртрĕ.
Уявра Тутарстан Республикин президенчě Рустам Минниханов, Чăваш Ен пуçлăхě Олег Николаев, Раççей Федерацийěн коммунистсен партийӗн тӗп канашӗн председателӗ Геннадий Зюганов, Тутарстан Республикин Патшалăх Канашěн председателě Фарид Мухаметшин, Чăваш Республикин Патшалăх Канашěн председателě Леонид Черкесов, Тутарстан Республикин чӑваш наципе культура Автономийěн председателӗ Дмитрий Самаренкин, «Звениговский» ял хуҫалӑх производство кооперативӗн ертӳçи Иван Казанков, Тутар Республикин Элкел муниципалитет районӗн пуҫлӑхӗ Александр Никошин тата Чăваш наци конгресěн президенчě Валерий Клементьев, Петӗр Хусанкай ывӑлӗ — Раҫҫей филологӗ, литература критикӗ, публицист, чӑваш наци юхӑмӗн хисеплӗ ӗҫченӗ Атнер Хусанкай тата ыттисем те хутшăнчěç.
Уяв программи чăннипех те пуян пулчě. Ирхине сакӑр сехетрех Петěр Хусанкай музейӗн алӑкӗсем яри уҫӑлса экскурсине кӗрсе курма йыхӑрчӗҫ. Ял хуҫалӑх техникин выставки тӗрлӗ экспонатсемпе пуян пулни тӗлӗнтерчӗ. Курав лаптӑкӗсем «Акӑшсен кӳлли» тата «Чӗр чун тӗнчи», «СССР 100 ҫулта» парк» питех те килěшрěç. Чӑваш поселенийӗсен авалхи ҫурчӗсен экспозицийӗсем «Ҫӗр пӳрт», «Хура пӳрт», «ХХ ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи ҫурт», «Шыв арманӗ», «Çил арманӗ» Ҫӗнӗ Сӑварăн кӑнтӑр енче вырнаçнă иккен. Çавăн пекех чӑвашсен авалхи йӑли-йӗркине кӑтартакан инсценировкăсем «Ырлӑхпа тырпул ҫинчен кӗлтуни «Учук», «Тырпулшӑн тав туни «Чуклеме» тěлěнмелле илемлě иртрěç тата картишсенче – «Çуралнӑ ачана ят пани, «Салтак ачине ӑсатни», «Улах», «Туй», «Ниме»…
Эх, кĕрлерĕ тĕк кĕрлерĕ Тутар çĕрĕ çинче чăваш уявě! Тĕрлĕ ăста пӳлĕмĕсемпе паллашма май пулчĕ, суту-илӳ урамěнче эколавккасем пуянлахĕсене куртăмăр, тĕрлĕ çĕртен килнĕ чăвашсен çĕре яхăн ушкăнĕпе шествинче утма тур килчě… 4 сцена çинче пĕр харăс тĕрлĕ фестиваль-конкурсем иртсе пычĕç.
Елчěк районĕнчен кайнă ушкăнсем те вěсенче хутшăнса тĕрлĕ тав хучĕсем, парнесем илме тивĕç пулчĕç. Иван Шурбин ертсе пыракан «Тускил» купăсçисем «Выля, хут купас!» фестиваль-конкурсĕнче «Чи лайăх хут купăсçă» номинацинче çĕнтерӳçĕсем пулчĕç. «Шуçăм» фольклор ушкăнĕ, «Туслăх» халăх хорĕ, «Гармония», «Тускил» ушкăнсем «Юрла чăвашла» конкурсра чи пултаруллă юрă ăстисен хушшинче ăмăртса 1-мěш степенлĕ лауреат ятне «Чи лайăх фольклор ушкăнĕ» номинацинче тивĕç пулчĕç. Пысăк сцена çинче вара «Анкарти» юрăпа уяв халăхне савăнтарчěç.
Мĕн тери илемлĕ те мăнаçлă чăваш уявне йĕркеленĕ Тутарстан Республикин чӑваш наципе культура Автономин, Чăваш наци конгресӑн, Тутар Республикин Элкел муниципалитет районӗн тата «Звениговский» ялхуҫалӑх производство кооперативӗн ӗҫченӗсем!
Елчĕк тăрăхĕнче чăваш сăмахне, йăли-йĕркине, юрри-кĕввине тытса пыма тăрăшакансем малашне çак асамлă «Сĕнĕ Сăвар» архитектурăпа этнографии туризм комплексĕнче иртекен «Уява» çитсе курас ĕмĕтпе тата та тăрăшуллăрах ěçлĕç.