Вырмана тухма хатĕр-и?

Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ П.Тремасов ертсе пынипе ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче вырмана мĕнле хатĕрленнине комиссипе тĕрĕслеме тухнă.

Ку чухне комисси членĕсем чи малтан тĕш тырă çапса тĕшĕлеме хутшăнакан комбайнсене хатĕррисен ретне лартнине, вĕсемпе ĕçлеме кадрсем çирĕплетнине, пĕр комбайна мĕн чухлĕ ĕç калăпăшĕ тивĕçнине, йĕтемсемпе типĕтекен комплекссене, складсене çĕнĕ тырра йышăнма мĕнле хатĕрлесе çитернине, унсăр пуçне, кĕркуннехи агротехника мероприятийĕсене пурнăçлассинчи хатĕрленỹ ĕçĕсем мĕнле пынине шута илеççĕ.

Çирĕплетнĕ графикпа килĕшỹллĕн малтанласа комисси членĕсем «Сатурн» ЯХПКра, «Нива» агрофирма» тата «Клевер» ОООсенче пулса курнă. Вĕсенче тĕш тырă пухса кĕртекен комбайнсем паян тесен паян хире тухма хатĕр пулнине, кадрсен тĕлĕшпе те чăрмав пулас çуккине курса ĕненнĕ. Апла пулин те хăш-пĕр çитменлĕхсене те асăрхамасăр иртме пултарайман: çĕнĕ тырă йышăнакан йĕтемсемпе складсене хатĕрлесе çитерессине васкатмалла…



Елчек ен