Тĕрлĕ хирĕç тăрусене хутшăннă ветерансене асăнмалли кун
Июлĕн 1-мĕшĕ - тĕрлĕ хирĕç тăрусене хутшăннă ветерансене асăнмалли кун. Ăна официаллă майпа палăртман пулсан та, ун пирки Раççейре тата ытти çĕршывра пурăнакансем пĕлеççĕ, çак кун хĕрỹ точкăсенче пулнисем пĕрле пухăнса вилнĕ юлташĕсене асăнаççĕ.
Елчĕк районĕнчи тĕрлĕ хирĕç тăрăва хутшăннă ветерансен ушкăнĕ район центрĕнчи тĕп лапама пуçтарăнчĕ, юлташĕсене асăнса 1 минут шăп тăчĕ, палăк умне чечек кăшăлĕ хучĕ.