Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Поздравление главы Яльчикского района А.Г. Васильевой и главы администрации Яльчикского района Л.В. Левого с Днем Республики

Поздравление главы Яльчикского района А.Г. Васильевой и главы администрации Яльчикского района Л.В. Левого с Днем Республики

Хисеплĕ ентешсем!

Сире Республика кунě ячěпе чĕререн саламлатпăр!

Ҫак ҫутӑ уяв пире чӑваш халӑхӗн пуян та вӑрӑм историне, унӑн хӑйнеевӗрлӗхне, тӗрлӗ халӑхсен туслӑхне аса илтерет.

Паян пирĕн республика Раççей Федерацийĕн субъекчĕсем хушшинче тивĕçлипе аталанса пырать.Республика аталанăвне Елчĕк район халăхĕ те хăй тÿпине хывать.

Чăваш ен – пирĕн юратнă тăван ен. Вăл малашне те пĕр тикĕс аталанса, илемленсе пытăр тесе кашнийĕн тăрăшасчĕ.

Уяв ячĕпе саламласа пурне те ырлăх, сывлăх, килĕшÿ, юрату, тăнăç пурнăç сунатпăр .

Елчӗк район пуҫлӑхӗ      А.Г.Васильева.
Елчӗк район администрацийĕн пуçлăхĕ       Л.В.Левый.



23 июня 2022
15:23
Поделиться