Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Хастарлă, хыт утăмлă пулар

Çамрăксен кунне пирĕн çĕршывра 1958 çултан паллă тума тытăннă. Апла пулсан пирĕн аннесемпе аттесен, пиччесемпе аппасен уявĕ те пулнă вăл хăй вăхăтĕнче.

Праçнике июнь уйăхĕн вĕçĕнче ирттерни ахальтен мар ĕнтĕ: шкул пĕтерекенсем экзаменсене панă, малашлăх çулĕсене планланă, вĕренекенсемпе ĕçлекенсен çу кунĕсемпе киленсе савăнма та, канма та вăхăт пур.

Районти çамрăксем хăйсен уявне тулли кăмăлпа кĕтсе илеççĕ тесе шантарсах калама пулать. Тĕрлĕ отрасльте тăрăшаççĕ паян талантлă та пуçаруллă, хастарлăхпа палăракан çамрăксем. Вĕренỹре, культурăра, сывлăха сыхлас, ял хуçалăх ĕçĕсенче тăрăшакансем-и, е суту-илỹпе йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекенсем-и — кашнийĕшĕ хăйне шанса панă тивĕçсене ним иккĕленмесĕр пурнăçлать, лайăх кăтартусемпе савăнтарать. Çакна районти яш-кĕрĕм çулсерен ЧР Пуçлăхĕн ятарлă стипендине илекенсен йышĕ ỹссе пыни те çирĕплетет.

Районти çамрăксем спортра та пысăк çитĕнỹсем тăваççĕ, волонтер юхăмне хапăл туса хутшăнаççĕ. Тăван ен пуласлăхĕ мĕнлерех пуласси шăпах пирĕнтен, паянхи шкул ачисемпе çамрăксенчен, специалистсенчен нумай килет.

Çамрăксен кунĕнче Тĕп лапамри Николай Миллин ячĕллĕ культурăпа кану паркĕнче савăнăçлă мероприяти иртет. Уяв 11 сехетре районти тĕп библиотекăра пуçланать. Унта пурне те йыхравлатпăр, усăллă та хаваслă мероприятисене хутшăнма чĕнетпĕр.

Юратнă тантăшсем, харсăр чунлă та пултаруллă çамрăксем! Сире чи çутă ĕмĕтĕрсене, хăюллă тĕллевĕрсене пурнăçа кĕртме ăнăçу сунатăп.

М.ВАСТУЛОВА,
райадминистрацин вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн ертсе пыракан эксперт специалисчĕ.

Сăн ỹкерчĕкре: районта ĕçлекен çамрăксен пĕр ушкăнĕ.



Елчек ен
23 июня 2022
11:45
Поделиться