Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Хĕрỹ ĕçре

Хĕрỹ ĕçре

Рассвет» ял хуçалăх производство кооперативĕнче нумай çул ỹсекен курăксене çулма тытăннă. Унăн лаптăкĕ 369 гектар йышăнать.

Çанталăк условийĕ кăларса тăратнă лару-тăрура кăçал курăк та каярах ĕлкĕрнĕ. Апла пулин те выльăх-чĕрлĕхе хĕл кунĕсенче тăрантарма пахалăхлă утă-сенажа ытти çулсенчи пекех кирлĕ таран хатĕрлесе хăварма пултарасса Виктор Цыганов тĕп агроном пĕрре те иккĕленмест.

Сăн ỹкерчĕкре: МТЗ-82 йышши тракторпа курăк çулма хутшăнакан Вячеслав Мясников инженерпа Виктор Цыганов тĕп агроном.

Район уй-хирĕсенче

Июнĕн 16-мĕшĕ тĕлне ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен 12676 гектарне çум курăкран хỹтĕлесе, хурт-кăпшанкăсене хирĕç кĕрешсе им-çам сапнă.

Нумай çул ỹсекен курăксене 268 гектар (4 процент) çулнă, çав шутран симĕс апат валли — 173, утăлăх — 95 гектар.



Елчек ен