Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Поздравление главы Яльчикского района А.Г. Васильевой и главы администрации Яльчикского района Л.В. Левого с Днем защиты детей

Поздравление главы Яльчикского района А.Г. Васильевой и главы администрации Яльчикского района Л.В. Левого с Днем защиты детей

Хисеплĕ ентешсем! Хаклă ачасем!

Сире чĕререн Ачасене хÿтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери кун ячĕпе саламлатпăр.

Кашни ачашăн тăрăшасси, вĕсен сывлăхне упрасси, прависене хÿтĕлесси, пултарулăхне аталантарма, телейлĕ çитĕнме майсем туса парасси – пирĕн тĕп тивĕç.

Районта çак тĕллевпе ĕçлесе пыратпăр та: тивĕçлĕ кану вырăнĕсем йĕркелетпĕр, ачасен пултарулăхне тата спортри ăсталăхне туптама та майсем çителĕклĕ.

Район ачисем лайăх çынсем пулса ÿсессе, пурнăçра пысăк çитĕнÿсем тăвасса  шанса тăратпăр.

Уяв ячĕпе саламласа пурне те çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, ăнăçу, çутă малашлăх сунатпăр.


Елчĕк район пуçлăхĕ        А.Г.Васильева.

Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ      Л.В.Левый.



01 июня 2022
07:41
Поделиться