Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Аслӑ Таяпари шкулта юлашки шӑнкӑрав янӑрарӗ

Аслӑ Таяпари шкулта юлашки шӑнкӑрав янӑрарӗ

Елчӗк районӗнчи Аслӑ Таяпари пӗтӗмӗшле пӗлу паракан тӗп шкултан кӑҫал пилӗк вӗренекен 9-мӗш класс пӗтерме хатӗрленет. Вӗсемшӗн паян юлашки шӑнкӑрав янӑрарӗ.

Ачасем уяв тӗлне 5-9 классенче вӗреннӗ вӑхӑтри фотосенчен пысӑк фото-хаҫат хатӗрленӗ. Уява Паулина Александрӑпа Амаюкова Ангелина ертсе пычӗҫ. Тӑххӑрмӗшсене саламлама ашшӗ-амӑшӗ, район представителӗ С.Скворцов, ял администраци пуҫлӑхӗ В.Сапожникова, вӗрентекенсем пухӑннӑ. Шкул директорӗн ҫумӗ О.Сядукова тӑххӑрмӗшсене уяв ячӗпе саламланӑ май вӗсене экзамена кӗртнӗ приказпа паллаштарчӗ. Ольга Александровна районта, республикӑра иртнӗ олимпиадӑсенче, викторинӑсенче, спорт ӑмӑртӑвӗсенче ҫӗнтернӗ ачасене грамотӑсем пачӗ. 9-мӗш класра вӗренекен Окружнова Светлана «Чи лайӑх спортсмен» ята тивӗҫ пулчӗ. Ольга Александровна шкулти физкультура учительне администраци ӗҫне хастар хутшӑннӑшӑн Хисеп грамотипе чысларӗ.

Тӑххӑрмӗшсене пуҫламӑш класра вӗренекенсем сӑвӑ-юрӑпа саламларӗҫ. Ашшӗ-амӑшӗ ячӗпе И.Смирнова, Н.Окружнова, Н.Капитонова сӑмах каларӗҫ, ачасене ӑнӑҫу сунчеӗҫ. Класс ертӳҫи Кузнецова Маргарита Григорьевна вӗренекенсене пурнӑҫра телей сунчӗ. Тав сӑмахне шкулти кашни учитель тивӗҫрӗ, вӗренекенсем хӑйсен пӗрремӗш учителӗсене та манса каймарӗҫ.



Большетаябинская ООШ
25 мая 2022
14:58
Поделиться