Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Пионер организацийӗ – 100 ҫулта

Пионер организацийӗ – 100 ҫулта

Пионер организацийӗ хӑйӗн ҫуралнӑ кунне кашни ҫулах ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче паллӑ тӑвать. Кӑҫал ҫак организаци 100 ҫул тултарать. Пионерсем коммунизм юхӑмӗн турачӗсенчен пӗрисем пулнӑ. Кунсӑр пуҫне – парти,  комсомол тата октябреноксем  пулнӑ. Пионера 10-15 ҫулхи ачасене отрядӑн пӗрлӗхи пухӑвӗнче йышӑннӑ. Отрядсем вунӑ ҫынран тӑракан звеносене пайланнӑ. Кашни отряд пионер-герой ячӗпе хисепленсе тӑнӑ. Пионер организацийӗ вӑйӑ мар, вӑл ҫитӗнекен ӑрӑва воспитании парас тӗллевлӗ ӗҫ пурнӑҫланӑ.

Г.Н.Волков ячӗллӗ Аслӑ Елчӗкри пӗтӗмӗшле пӗлÿ паракан вӑтам шкулти пионер организацийӗ те хӑй вӑхӑтӗнче  Олег Кошевой ячӗпе хисепленсе тӑнӑ. Халӗ шкулсенче пионер организацийӗсем тахҫанах ҫук ӗнтӗ. Анчах аслӑраххисем, ҫак чыслӑ ята илтсе курнисем, паян та ырӑпа аса илеҫҫӗ пионер ачалӑхне.  

Г.Н.Волков ячӗллӗ Аслӑ Елчӗкри пӗтӗмӗшле пӗлÿ паракан вӑтам шкулти вулавӑш ертÿҫи Любовь Адюкова  «Пионер организацийӗ - 100 ҫулта» ятпа курав йӗркеленӗ. Кураври хӗрлӗ виҫ кӗтеслӗ галстука, пӑнтӑр-пӑнтӑр параппана курсан кӑвайт тавра пухӑнса юрланисем тÿрех куҫ умне тухаҫҫӗ. Шел, ҫамрӑк ӑру кун пирки истори учебникӗсенчен тата ашшӗ-амӑшӗ, кукашшӗ-кукамӑшӗ каласа панинчен ҫеҫ пӗлет. Ачасене ҫак курав кӑсӑклантарса яни вӗсем ҫине-ҫинех ыйту панинченех туйӑнчӗ. Нумай ҫӗннине пӗлнӗ хыҫҫӑн «Мӗншӗн халӗ пионер организацине чӗртсе тӑма май ҫук-ши?» - текен шухӑш та ҫуралчӗ вӗсен.



МБОУ "Большеяльчикская СОШ им. Г.Н.Волкова"
17 мая 2022
16:35
Поделиться