Поздравление главы Яльчикского района А.Г. Васильевой и главы администрации Яльчикского района Л.В. Левого с Днем государственных символов Чувашской Республики

Хисеплĕ ентешсем!
Сире Чăваш Республикин патшалăх символĕсен кунĕ ячĕпе саламлатпăр!
Патшалăх символĕсен кунĕ – халăх пĕрлĕхне тата республика территорийĕнче пурăнакан чăвашсемпе ытти наци çыннисен пĕршухăшлăхне, тăван кĕтес шăпишĕн пурте яваплă пулнине сăнарлакан çутă уяв.
Патшалăх символĕсем пирĕн републикăн хăйне евĕрлĕхне: ăс-хакăлпа кăмăл-сипет хаклăхĕсем улшăнми пулнине çирĕплетеççĕ, чăваш халăхĕн аваллăхĕпе хальхи пурнăçĕ çинчен пĕлме пулăшаççĕ, пуласлăхĕ пирки шухăшлама хистеççĕ.
Тăнăçлăх, ырлăх-сывлăх, телей сунатпăр!
Елчĕк район пуçлăхĕ А.Г.Васильева
Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Л.В.Левый