Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Валерий Туркайпа тĕл пулу каçĕ иртрĕ

Валерий Туркайпа тĕл пулу каçĕ иртрĕ

Ака уйăхĕн 27-мĕшĕнче Лаш Таяпари В.В.Андреев ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта чăвашсен талантлă поэчĕпе – Валерий Туркайпа – тĕл пулу каçĕ иртрĕ.

Валерий Туркай – Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ преми лауреачĕ, Чăваш тата Тутар Республикисен культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш халăх поэчĕ, Остер хулин, Канаш районĕнчи Çеçпĕл ялĕн, Комсомольски районĕн Хырай Ĕнел ялĕн хисеплĕ гражданинĕ. Унăн поэзийĕ – пире ыйхăран вăратакан, йыхравлакан, ырă сунакан, пурăнма чĕнекен поэзи.

Тĕл пулăва шкул директорĕ Чернова И.И. уçрĕ. Малалла шкул ачисем Валерий Туркай сăввисене илемлĕ вуласа, чăваш халăх юррисене юрласа савăнтарчĕç. Çак шкулта вĕреннĕ Олег Мустаева асăнса хатĕрленĕ буктрейлерпа  паллашрĕç. В.Туркай пултаруллăхĕ пирки хатĕрленĕ презентацие пăхрĕç.

Поэт хăйĕн юлашки вăхăтра тухнă кĕнекисемпе паллаштарчĕ. Чылайăшне шкул библиотекине парнелерĕ. Вĕсенчен пĕри «Ан хăр, юман, ан хуçăл!». Ку кĕнекене пирĕн  ентеше, чăваш халăхĕн чăн-чăн патриотне, Чĕмпĕр облаçĕнчи  чăвашсен наци культура автономийĕн председательне, Елчĕк районĕн Хисеплĕ гражданине халалланă. Олег Мустаев чăваш халăхĕшĕн тунă ĕçсене каласа пĕтерме те çук. Ахальтен мар ĕнтĕ вăл Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ преми лауреачĕ пулнă. Тăван халăхшăн пысăк хавхаланупа ĕçлерĕ.

 Шел пулин те, ĕмĕрĕ кĕске пулчĕ.

Хăнара çавăн пекех «Елчĕк ен» хаçат редакторĕ Н.Ф.Малышкин, педагогика ветеранĕ Петров В.В. (Телей), иеромонах Силуан атте, «Акар» питомник ертÿçи Князев Л.В. пулчĕç. Пурте нумай-нумай ырă та ăшă сăмахсем каларĕç.

Тĕл пулу каçĕ пуриншĕн те усăллă иртрĕ. Чăваш халăхĕн поэчĕпе курса калаçни  ачасемшĕн яланлăхах асра юлать.

ФОТО



МБОУ "Лащ-Таябинская СОШ им. В.В.Андреева"
28 апреля 2022
11:02
Поделиться