Поздравление главы Яльчикского района А.Г. Васильевой и главы администрации Яльчикского района Л.В. Левого с Днем местного самоуправления

Хисеплӗ депутатсем, муниципалитет службин ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!
Сире чӗререн Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх кунӗ ячӗпе саламлатпӑр!
Паянхи кун вырăнти хӑй тытӑмлӑх çěршыв пурнăçěнче пěлтерěшлě вырăн йышăнать.
Халăхпа яланах тачă çыхăнура пулнăран эсир пуринчен ытларах унăн шухăш-кăмăлне, пăшăрхантакан ыйтăвĕсене пěлетěр. Вěсене
вăхăтлă та тĕрĕс татса пани вырăнти власть тытăмěн яваплăхě çинчен калать, хисеп кÿрет.
Ялти пурнăç шайне ÿстерсе пырасси пĕрле килĕштерсе ĕçленинчен нумай килет. Малашне те пĕр-пĕрне ăнланса, пĕр тĕллевпе ĕçлессе шанса тăратпăр.
Уяв ячĕпе саламласа сире пурне те иксӗлми вӑй-хал, ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем, ҫирӗп сывлӑх, икěлми телей сунатпӑр!
Елчĕк район пуçлăхĕ А.Г. Васильева.
Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Л.В. Левый.