Чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен хушшинче ирттернӗ буклетсен тата лепбуксен пӗтӗмлетӗвӗ

Пултаруллӑ та паллӑ ҫынсене тупса палӑртас тӗллевпе Елчӗк районӗнчи чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем хушшинче ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнчен пуҫласа 15-мӗшӗччен буклетсен тата лепбуксен конкурсӗ иртрӗ. Ӑна Чӑваш енри, районти тата ялти сумлӑ ҫынсене тупса палӑртас тӗллевпе йӗркеленӗ. Конкурс пурӗ 4 номинаципе иртнӗ. Ҫак конкурса хутшӑнма районти 17 вӗрентекен кӑмӑл турӗ.
1) «Чӑваш енӗн паллӑ ҫыннисем» номинацинче ҫак вӗрентекенсем палӑрнӑ:
- Кузнецова Н. М. (Курнавӑш шкулӗ)
- Леонтьева И.А. (Лаш-Таяпа шкулӗ); Облесова И. А. (Кивӗ Эйпеҫ шкулӗ)
- Ванюшина И.В. (Патреккел шкулӗ)
2) «Елчӗк районӗнчи паллӑ ҫынсем» номинаци:
- Левая Н.А. (Ҫирӗклӗ Шӑхаль шкулӗ)
- Воронова В.Н. (Курнавӑш шкулӗ); Адюкова Л.Г. (Аслӑ Елчӗк шкулӗ)
- Павлова С.А. (Ҫӗнӗ Пӑва шкулӗ); Мясникова О.В. (Курнавӑш шкулӗ)
3) «Ялтан тухнӑ паллӑ ҫынсем» номинаци:
- Портнова А.И. (Кушкӑ шкулӗ)
- Каринкина Г.В. (Елчӗк шкулӗ); Веникова Г.В. (Кушкӑ шкулӗ)
- Кузнецова М.Г. (Аслӑ Таяпа шкулӗ)
4) «Манӑн ҫемье историйӗ тӑван тӑрӑхра» номинаци:
- Кушманова Н.В. (Елчӗк шкулӗ)
- Малова Г.И. (Аслӑ Таяпа шкулӗ); Хушкина Н.З. (Аслӑ Елчӗк шкулӗ)
- Осипова О.П. (Ҫирӗклӗ Шӑхаль шкулӗ)
Ҫӗнтерӱҫӗсемпе призерсене пурне те саламлатпӑр. Малашне те тӑрӑшса ӗҫлеме сунатпӑр.