Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Георгий Смирнов - «Кĕмĕл сасă» эстрада юррисен фестивалěн çӗнтерÿçи

Георгий Смирнов - «Кĕмĕл сасă» эстрада юррисен фестивалěн çӗнтерÿçи

Ака уйăхĕн 16 –мĕшĕнче Чăваш наци конгресĕ йĕркеленипе, Чăваш Республикин Культура министерстви пулăшнипе Мухтавлă ентешсен ҫулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалланă «Кĕмĕл сасă-2022» эстрада юррисен Пĕтĕм Раççейри 23-мĕш конкурс фестивалĕ ăнăçлă иртрě.

Çак юрă уявě — чăвашлăх управçи, тĕрлĕ вырăнта пурăнакан пултаруллă çамрăксене пĕрлештерсе тăрать. Унăн тĕп тĕллевĕ — тăван культурăна, тăван чĕлхене упраса хăварасси, аталантарасси.

Питěр, Чĕмпĕр, Пенза хулисенчен, Самар облаçĕнчен, Тутарстанпа Пушкăрт тăрăхěсенчен, Чăваш Республикин тĕрлĕ ял-хулинчен 19 каччăпа хĕр тата пултарулăх ушкăнěсем чӑваш юррине юрлас ӑсталӑхне кӑтартас тӗлӗшпе тӑрӑшрӗç, конкурс йĕркипе килĕшÿллĕн чăвашла эстрада юррисене шăрантарса палăртрĕç.

«Кĕмĕл сасă» юрăçсен ăмăртăвне пĕтĕмлетме Чӑваш наци конгресӗн президенчě Валерий Клементьев тата жюри председателě — ЧНК вице-президенчě, «Ыр кӑмӑллӑх» фончӗн ертӳҫи Павел Вязов сцена çине тухрěç. Вěсем «Кĕмĕл сасă» эстрада юррисен фестивалě чăвашла юрлакан çамрăк юрăçсене ÿнер тĕнчинче малашнехи пысăк утăмсем тума пулăшнине палăртрěç тата саламласа та тав туса конкурсра мала тухнисене Дипломсемпе хаклă парнесем парса чысларěç.

Елчĕк районĕшĕн Георгий Смирнов «Пар лашапала» чăваш халăх юррипе 1-мӗш вырӑн çӗнтерÿçи пулса тăчĕ.

Малашлăхра ӑна тата пысăк çитĕнÿсем тума ăнăçу сунатпăр.

 



18 апреля 2022
15:45
Поделиться