Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Пултаруллисем хăйсене кăтартаççех

Районти культура учрежденийĕсен иртнĕ çулхи ĕç-хĕлне тишкерсе тухассине, тĕрлĕ сăлтавсене пула каярах хăварма тивнĕ пулин те, çак кунсенче Елчĕкри централизациленĕ клуб тытăмĕнче пĕрлехи канашлу иртрĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх, фойере хамăр паллă ентешсен — Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕн Петр Пупин скульпторăн йывăçран касса тунă япалисемпе, Борис Пятаков алă ăстин шавлă инструменчĕсемпе, Елчĕкри историпе тăван тавралăх халăх музейĕн куравĕсемпе паллашма май пулчĕ.

Районти клуб тытăмĕн, библиотекăн, историпе тăван тавралăх халăх музейĕн иртнĕ çулхи ĕçĕсем пирки Марина Демьянова, Алина Петрова, Светлана Голубева тĕплĕн каласа пачĕç. Тỹрех палăртатăп: кашнийĕшĕ хăйсен доклачĕпе чăвашла илемлĕн те çепĕççĕн калаçни чуна ăшăтрĕ, хавхалану çуратрĕ. «Хăвăнра чăвашлăха туймастăн пулсан унăн культурине нихăçан та туяймăн», — тесе пуçларĕ калаçăва Марина Демьянова. Ытла та тĕрĕс сăмахсем-çке.

Хальхи вăхăтра районта 31 клуб. Унта 57 çын тăрăшать. 11 культура çурчĕ тĕплĕ юсав ĕçĕсем пуласса кĕтет. Çавăн пекех Елчĕкри историпе тăван тавралăх музейне 2016 çултах авариллĕ тесе палăртнă. Пĕлтĕр федерацин «Пĕчĕк çĕршывăн культури» парти проекчĕпе Шăмалакри культура çуртĕнче 1727,5 пин тенкĕлĕх юсав ĕçĕсем пурнăçланă.

Районта 5 халăх коллективĕ. Елчĕкри «Хастар» халăх театрĕ (режиссерĕ — Елена Чапуркина) шăпах çак кун Ефим Никитинăн «Ан сивĕн, савни» пьесин сыпăкĕсене кăтартрĕ. Артистсем — Анна Теллина, Наталия Муллина, Юрий Петухов, Марина Демьянова, Герман Кучков, Елена Чапуркина, Сергей Баранов, Ангелина Сафронова, Лариса Казначеева хăйсене шанса панă рольсене ăста калăпларĕç.

Кăçал 100 çулхи юбилейне кĕтсе илекен Патреккел халăх хорне (ертỹçи ЧР тата РФ культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Геннадий Борисов) илтмен-пĕлмен çын çуках ĕнтĕ. Çавăн пекех юлашки вăхăтра тăтăшах сцена çине тухма май килмен, кунта коронавирус пандемийĕ те ура хучĕ-ха, Вырăскассинчи халăх фольклор ушкăнĕ (ертỹçи Алина Павлова), Елчĕкри «Туслăх» халăх хор коллективĕ (ертỹçи Евдокия Егорова), Çĕнĕ Пăвари «Илем» халăх фольклор ушкăнĕ (ертỹçи Альбина Емельянова) онлайн мелĕпе ирттернĕ конкурссене хутшăнаççĕ. Паллах, Тỹскелти кану центрĕн «Тускил» вокалпа инструментсен ансамблĕ (ертỹçи Иван Шурбин) республика шайĕнчи конкурссенче палăрчĕ. Кунти «Шуçăм» фольклор ушкăнĕн çитĕнĕвĕсем те курăмлă.

Библиотекарьсем те конкурссене хастар хутшăнаççĕ. Вулавăшсем çулсерен çĕнĕ кĕнекесемпе пуянланаççĕ: пĕлтĕр кăна 4783 издани килнĕ. Вулакансем 52 тĕрлĕ хаçат-журналпа паллашаççĕ.

Музейра экспонатсене çĕнетсе пырассине, киввисене упрассине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Кунта 5625 экспонат. Уçă алăксен кунĕсем ирттерессине, районти 12 еткерлĕхе упрассине пысăк вырăна хураççĕ кунта.

Иртнĕ çул республикăра Сăр тата Хусан хỹтĕлев чиккисене тăвакансене халалланă çулталăк пулнă май районти культура ĕçченĕсен «Пăла» кружокĕ республикăри «Асра тытар» фестиваль-конкурсра «Реконструкци» номинацире (режиссерĕ Зарема Князева) 3 степеньлĕ диплом çĕнсе илме пултарнă. Республика шайĕнчи «Мельпомена асамĕ» конкурсра районти культура ĕçченĕсем «Кино» номинацире 2 степеньлĕ диплома тивĕçнĕ.

Культура ĕçченĕсемпе ветеранĕсен канашлăвне район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый хутшăнчĕ. Вăл кашни сферăрах ĕçе тĕплĕн тишкерни, пултаруллисене палăртса хăварни питĕ вырăнлине палăртрĕ. Кăçал район йĕркеленнĕренпе 95 çул çитнĕ май культура ĕçченĕсенчен çынсен асĕнче юлмалли тĕл пулусемпе каçсем кĕтнине пĕлтерчĕ.

Çирĕп йăлана кĕнĕ тăрăх, ĕçре палăрнисене сумлă ятсем пачĕç. «Чи лайăх клуб учрежденийĕ — 2021» ята Тỹскелти нумай функциллĕ культура центрĕ (заведующийĕ Алина Ермолаева), «Чи лайăх библиотека -2021» ята Аслă Пăла Тимешри библиотека (заведующийĕ Надежда Викторова) çĕнсе илчĕç. Кĕçĕн Таяпари Наталия Муллина «2021 çулхи чи лайăх культура ĕçченĕ», Вăрăмхăвари Лариса Казначеева «2021 çулхи чи лайăх библиотекарь» ятсене тивĕçрĕç.

Çавăн пекех культура, общество пурнăçĕнчи хастарсене тĕрлĕ шайри Тав хучĕсемпе грамотăсем парса чыс турĕç.

Район администрацийĕн культура тата информаципе тивĕçтерекен пай начальникĕ Зарема Князева кăçалхи Паллă ентешсен тата Раççей халăхĕсен культура еткерлĕхĕн çулталăкĕнче пурнăçламалли тĕллевсем çинче чарăнса тăчĕ.

В.СМИРНОВА



Елчек ен
15 апреля 2022
13:31
Поделиться