Импортран ирĕклĕ пулăпăр
Раççей çĕршывне хирĕç санкцисем кĕртнĕ май импорта вырăнти таварпа улăштарни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Республикăра малашне ку енĕпе ĕçлекен центрсем йĕркелеме палăртнă.
Республикăри аграрисем ют çĕршывран кỹрсе килекен çĕр улми вăрлăхне 1-2 çултан вырăнтипе улăштарасшăн. Ун валли çирĕп никĕс пулнине çирĕплетеççĕ вĕсем. Ку енĕпе «Слава картофелю» агрофирма уйрăмах ăнăçлă ĕçлесе пырать. Вăл федерацин Атăлçи округĕнче «иккĕмĕш çăкăр» туса илессипе малтисенчен пĕри. Юлашки çулсенче уйрăмах, кунта паха вăрлăх çитĕнтерессипе курăмлă утăмсем тăваççĕ. Ятарлă лаборатори те уçма пултарнă.
«Слава картофелю» агрофирмăн хунавран вăрлăх çитĕнтерме çĕнĕ йышши лаборатори, теплица комплексĕ пур. Çакă производствăна туллин — çĕр улми вăрлăхне хунавран пуçласа элита таранах — йĕркелеме май панă. Агрофирмăра унччен ют çĕршывран туяннă сортсене («ривьера», «ред скарлетт») вырăнтах туса илме тытăннă. Унсăр пуçне Раççейри çĕнĕ сортсемпе те («гулливер», «метеор», «краса мещеры», «пламя») ĕçлеççĕ. Асăннă сортсем пирĕн тăрăхра та тухăçлă çитĕнеççĕ.
Çĕр улми туса илмелли ятарлă теплицăра çулталăкра хунава икĕ хутчен (март тата июль уйăхĕсен вĕçĕнче) лартса хăвараççĕ. Çакă пĕр лаптăкрах икĕ хутчен тухăç илме май парать. Март уйăхĕн вĕçĕнче куршанаксене 24 пин хунав лартма палăртнă. Çулталăкра теплицăра 500 пин вăрлăх çитĕнтерме пулать. Ăна кунта ятарлă холодильникра упраççĕ. Хальхи вăхăтра унта 253 çĕр улми. Май уйăхĕнче ăна ана çине куçараççĕ.