ГЕНЕРАЛ-МАЙОР ЙЫХРАВĔПЕ

ГЕНЕРАЛ-МАЙОР ЙЫХРАВĔПЕ

Елчĕк шкулĕнчи çамрăк армеецсем Мускава çитсе килнĕ.

Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă вăйĕсен тĕп шутлав центрĕн начальникĕ Роберт Баранов генерал-майор йыхравĕпе мартăн 23-24-мĕшĕсенче пулнă вĕсем тĕп хулара. Ачасемпе пĕрле çул çỹревре Чăваш Республикин ачасен прависемпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ Алевтина Федорова, райадминистрацин вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Марина Чернова, шкул директорĕ Лариса Васильева тата ыттисем пулнă. Пĕрремĕш кунне вĕсем Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă вăйĕсен «Патриот» çарпа патриотизм паркне çитсе курнă, парк территорийĕнчи музей комплексĕпе, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрĕсене халалланă галерейăсемпе, вăрçă темипе çыхăннă пулăмсемпе паллашнă. Музей комплексĕн тăршшĕ 1418 утăмпа танлашать — вăрçă шăп та шай 1418 куна тăсăлнă. Экскурси вĕçĕнче ачасем Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă вăйĕсен Тĕп храмĕнче, паркри «Партизансен ялĕ» çарпа истори комплексĕнче пулнă. Унта вăрçă вăхăтĕнчи сăн ỹкерчĕксемпе документсене тĕпе хурса партизансен ялне туса лартнă. Кунтах блиндажсемпе çĕрпỹртсене, хĕç-пăшал склачĕсене, санитари чаçĕсене, хирти кухньăна тата ыттине те хăйсен куçĕпе курнă ачасем. Экскурси вĕçĕнче çамрăк армеецсене футболкăсемпе тата сувенирсемпе хавхалантарнă.

Иккĕмĕш кунне çамрăк армеецсем Совет Союзĕн маршалне Георгий Константинович Жукова халалланă «Çĕнтерỹ маршалĕ» музей-кабинетпа, çар пуçĕн пурнăçĕнчи интереслĕ фактсемпе тата унăн паттăрла ĕçĕсемпе паллашнă. Унтан вĕсем Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă вăйĕсен Тĕп шутлав центрне çитсе курнă. Центра 58 çул каялла тунă, вăл çĕршывăн патшалăх çар организацийĕ умĕнчи пĕтĕмĕшле задачăсене пурнăçлакан, управлени тытăмĕн тухăçлă йышăнăвĕсене тивĕçтерекен тĕп звено шутланать. Историне мĕнле пĕлнине палăртакан викторинăна та хутшăннă вĕренекенсем. 11-мĕш «к» класри Арина Викторова çĕнтерсе центр начальникĕн парнине — сехете тивĕçнĕ. Шкула та парнесем — кĕнекесемпе вымпелсем, музей валли танк моделĕ — панă.

Ачасем çул çỹревпе кăмăллă юлнă, вăл вĕсен асĕнче чылайлăха упранĕ.



Елчек ен
01 апреля 2022
10:02
Культура и туризм
Поделиться