Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çĕнĕ Пăвасем «Вилĕме ăçта сутнине пĕлтер!» акцие хутшăнчĕç

Çĕнĕ Пăвасем «Вилĕме ăçта сутнине пĕлтер!» акцие хутшăнчĕç

Чăваш енре çулсеренех наркотикăн законла мар çаврăнăшне хирĕç кĕрешмелли «Вилĕме ăçта сутнине пĕлтер!» акци иртет.

Аса илтеретпĕр, асăннă акцин тĕп тĕллевĕ – наркотиксен законла мар çаврăнăшне хирĕç кĕрешес ĕçе çынсене явăçтарасси, вĕссемпе медицина кăтартăвĕсемсĕр усă курассине хирĕç профилактика ирттересси.

         Асăннă Акцин  планĕпе килĕшÿллĕн, 2022 çулхи пуш уйăхĕн 22-мĕшĕнче Çĕнĕ Пăвари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта  полици ĕçченĕпе  тата  районти педагог-психологпа профилактикăллă тĕл пулу иртрĕ.

8-9 класра вĕренекенсен умĕнче чи малтан Л.А.Сайкина тухса калаçрĕ. Вăл ачасем пирус туртас, эрех ĕçес е наркотик усă курас çул çине мĕншĕн, мĕне пула  тăма пултарни пирки чарăнса тăчĕ. Сывлăхшăн сиенлĕ çул çине тăрсан тепĕр темиçе çултан çамрăк организма мĕн кĕтнине питĕ ăнланмалла каласа пачĕ.

Коротина О.Н., çула çитмен ачасемпе ĕçлекен инспектор,  шкулта вĕренекенсене наркотикăн законла мар çаврăнăшне хирĕç кĕрешмелли мелсем çинчен аса илтерчĕ. Социаллă сетьсенче çăмăл майпа пуйма мелсем пурри çинчен калакан  тĕрлĕ пĕлтерÿсене чăна илсе тĕрлĕ серепесем çине çакланасран асăрхаттарчĕ.

Шкул ачисем çак тĕл пулупа питĕ кăмăллă юлчĕç, хăйсене кăсăклантаракан тĕрлĕ ыйтусем çине хуравсем тупрĕç.



МБОУ "Новобайбатыревская СОШ"