Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Елчĕкрен тухнă поэзи çăлтăрне Л.М. Федоровăна - 70 çул

Елчĕкрен тухнă поэзи çăлтăрне Л.М. Федоровăна - 70 çул

Пуш уйăхĕн 22 – мĕшĕнче  мухтавлă ентешсен ҫулталӑкне халалласа Энтепери культура ҫуртĕнче ҫак ялта ҫуралса ӱснĕ, хальхи вăхăтра  Шупашкар хулинче пурӑнакан Любовь Михайловна Фёдорова сӑвӑҫпа, вĕрентекенпе тĕл пулу иртрĕ.  Уява ял ҫыннисем, культура ĕҫченĕсемпе библиотекарьсем,  шкул ачисем  тата чĕннĕ хӑнасем пуҫтарӑнчĕҫ. Фойере Любовь Фёдоровӑн кĕнекисенчен йĕркеленĕ «Елчĕк ҫӑлтӑрĕ» ятлӑ  кĕнеке куравĕпе паллашрĕҫ. Тĕл пулӑва Любовь Фёдоровӑна 70 ҫул тултарнӑ ятпа ӑшӑ сӑмахсем каласа Л.Н.Данилова библиотекарь ертсе пычĕ.

Ял ҫыннисем хӑйсен сумлӑ ентешĕпе мӑнаҫланаҫҫĕ, ӑна сума сӑваҫҫĕ, сумлӑ юбилейпа саламларĕҫ. Ялти ватӑсен ертӱҫи Николай Александров сӑвӑҫпа пĕрле вĕреннĕ  вӑхӑтсене аса илчĕ. Тĕп хуламӑртан килнĕ Раиса Казакова -  Сэйт юрӑҫ тата культура ĕҫченĕсем шӑрантаракан юрӑсем куракансене тыткӑнларĕҫ. Шкул ачисем  хӑйсен вĕрентекенĕпе Галина Вениковӑпа пĕрле ентешĕмĕр ҫырнӑ сӑвӑсене пӑхмасӑр вуларĕҫ.

Уява пуҫтарӑннӑҫынсене уйрӑмах сӑвӑҫа хӑйне итлеме кӑмӑллӑ пулчĕ. Любовь Фёдорова тĕл пулӑва чĕннишĕн культура ĕҫченĕсене, шкул ачисене, ял халӑхне пуҫ тайса тав сӑмахĕ каларĕ, кĕнекисене парнелерĕ. Сумлӑ ентешĕмĕре пултарулӑх сукмакĕпе малалла та харсӑр утма сунатпӑр.

ФОТО



Янтиковское сельское поселение