Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Мĕн пурăннă таран хĕрарăма мухтаççĕ, ун ячĕпе ялан мухтав юрри юрлаççĕ!

Мĕн пурăннă таран хĕрарăма мухтаççĕ, ун ячĕпе ялан мухтав юрри юрлаççĕ!

Районти хĕрарăмсен канашĕн пуçарăвĕпе Мартăн 8-мĕшĕ умĕн тĕп библиотекăра çавра сĕтел хушшинче пурин асĕнче те нумайлăха асра юлмалли уяв иртрĕ. Унта сумлă хĕрарăмсемпе шкулта тăрăшса вĕренекен, мĕн пур енĕпе пултаруллă хĕр упраçа йыхравлани ахальтен мар. Пурнăç тути-масине астивсе курнă, апла пулин те пуçĕсене усмасăр кун-çул уттипе хăюллăн малалла утăмлакан çак ушкăнри хĕрарăмсенчен çамрăксен вĕренмелли пит нумай…

Уяв кĕрекин хисеплĕ хăнисен йышĕнче Елчĕкри 40-мĕш аптека ертỹçи, район пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçланă, хальхи вăхăтра районти çын правине хỹтĕлес енĕпе уполномоченнăй пулса вăй хуракан Роза Молодова, Аслă Пăла Тимеш ялĕнчи ветерансен канашĕн председателĕ, общество ĕçĕн хастарĕ Зинаида Портнова, нумай çул Елчĕкри вăтам шкулта кĕçĕн классен вĕрентекенĕ, район администрацийĕн культура тата информаципе тивĕçтерекен пай начальникĕ пулнă, хальхи вăхăтра тĕп больницăра общественноçпа çыхăну йĕркелекен специалист тивĕçĕсене, пĕр вăхăтрах Чăваш Наци радиовĕнче Елчĕк хыпарĕсен кăларăмĕсене те йĕркелесе пыма ĕлкĕрекен Антонина Александрова, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Курнавăшри вулавăш ертỹçи Раиса Горшкова, ача-пăча тухтăрĕ, райбольницăри хĕрарăмсен канашĕн ертỹçи Надежда Афанасьева, нумай çул Лаш Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ пулса ĕçленĕ Валентина Князева, Росреестрăн районти уйрăмĕн ертỹçи Алена Воробьева, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи ватăсемпе сусăрсем пурăнакан уйрăм заведующийĕ, пĕр вăхăтрах ялти шкулта ачасене вĕрентекен Антонина Осипова, РФ пĕтĕмĕшле вĕренĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ, Аслă Таяпари шкулта чăваш чĕлхипе литературин предметне ертсе пыракан Галина Малова, РФ спорт мастерĕ, «Улăп» физкультурăпа спорт комплексĕнче директор тивĕçĕсене пурнăçлакан Елена Портнова, педагогика ĕçĕн ветеранĕ, Тăрăм ялĕнче пурăнакан Людмила Енедерова, суту-илỹ ĕçĕн ветеранĕ, чăваш эстрада юрăçисен — Алексей тата Андрей Шадриковсен амăшĕ, Таяпа Энтри ялĕнче пурăнакан Людмила Шадрикова пулчĕç. Вĕсем пурнăç çулĕ çине тăма хатĕрленекен Елчĕк шкулĕн вĕренекенĕсен кăсăклă ыйтăвĕсем çине тулли хуравсем пачĕç. Паллах, хăйсен ĕçри çитĕнĕвĕсен вăрттăнлăхĕсене те уçса пачĕç.

…Çавра сĕтел хушшинчи калаçу хĕрсе çитнĕ вăхăтра район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый ытам тулли чечек çыххипе килсе çитни уява тата ытларах чĕрĕлĕх кĕртнĕн туйăнчĕ. Паллах, район пуçлăхĕн Алина Васильеван, хĕрарăмсен канашĕн председателĕн Лариса Васильеван ăшă саламĕсем тата чи тивĕçлисене сцена çинче чыслани те чуна ăшăтрĕ. Лаш Таяпари тата Çирĕклĕ Шăхалĕнчи ваттисен çурчĕсен заведующийĕсем — Лиана Князевăпа Антонина Осипова, район администрацийĕн культура тата информаципе тивĕçтерекен пайĕн тĕп специалист эксперчĕ Елена Игнатьева Чăваш Республикинчи хĕрарăмсен канашĕн, Елчĕк шкулĕнчи директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Ольга Кузьмина, Вăрăмхăвари культура çурчĕн директорĕ Лариса Казначеева районти хĕрарăмсен канашĕн Тав хучĕсене илме тивĕçни вĕсене малашлăхра тата пуçаруллă ĕçлеме хавхалантарса тăтăр.

Юлашкинчен мĕнпур ял тăрăхĕсенчен те килнĕ хастар хĕрарăмсем Шупашкарти çамрăксен театрĕн артисчĕсен спектакльне курса савăнчĕç. Оргкомитет Мартăн 8-мĕшĕ ячĕпе ирттерекен уява хатĕрленме спонсор пулăшăвĕ кỹнĕ уйрăм предпринимательсене — чăн-чăн арçынсене: Леонид Григорьевпа Егор Васильева, Петр Дудкинпа Вадим Чернова, Владимир Арбузовпа Юрий Чумаркова, çавăн пекех Екатерина Ильина чечек ăстине те, уйрăммăн тав тăвать.

Светлана АРХИПОВА



Елчек ен
11 марта 2022
10:11
Поделиться