Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çамрăк çемьесене — социаллă тỹлев

Çамрăк çемьесене — социаллă тỹлев

Раççей Федерацийĕн «Çамрăк çемьесене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси» патшалăх программине пурнăçа кĕртсе районти çемьесем çулсеренех патшалăхăн пулăшăвне тивĕçеççĕ.

Иртнĕ кунсенче район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый тăватă çемьене — Аслă Елчĕкри Мольковсене, Елчĕкри Орловсемпе Адюковсене, Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕнчи Миллинсене — çурт тума е хваттер туянма социаллă тỹлев панине ĕнентерекен свидетельство парса чысларĕ. Çемье йышне кура панă социаллă тỹлев 705600-882000-шер тенкĕпе танлашнă.

Е.ИГНАТЬЕВА сăн ỹкерчĕкĕнче: çамрăк çемьесем.



Елчек ен
11 марта 2022
10:13
Поделиться