Леонард ЛЕВЫЙ: «Пĕрлĕхре ĕç те ăнать»
Нарăс уйăхĕн 22-мĕшĕнче Елчĕкри культура керменĕнче районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе актив хутшăннипе анлă канашлу иртрĕ. Ăна районăн 2021 çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсене тишкерессипе тата малашнехи тĕллевсене палăртассипе çыхăнтарнă. Анлă отчетпа район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый паллаштарчĕ. Канашлу ĕçне Чăваш Республикинчи Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ Алевтина Федорова, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Попов, «Авангард» ООО тĕп директорĕ Николай Курчаткин хутшăнчĕç. Канашлăва район пуçлăхĕ Алина Васильева ертсе пычĕ.
Ĕçлĕ тĕл пулу чыславран пуçланчĕ. Алевтина Федорова нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Аслă Таяпари тĕп шкулти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Галина Маловăна, Тăрăм ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумне Людмила Смирновăна, Елчĕкри «БТИ» сахал яваплă обществăн тĕп директорне Андрей Теллина Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав çырăвĕсемпе чысларĕ. Ĕçпе ăслăлăхра, творчествăпа спортра пысăк çитĕнÿсем тунă çамрăксене ятарлă стипендие тивĕçнине ĕнентерекен Свидетельствăсене пачĕ. Пултаруллисен йышĕнче: районти ветстанцин ертсе пыракан тухтăрĕ Алина Быкова, районти тĕп больницăри Алина Еремеева терапевт тухтăр, Лилия Малова медсестра, «Улăп» физкультурăпа сывлăх комплексĕн тренер-преподавателĕ Елена Портнова, Çĕнĕ Пăвари вăтам шкул директорĕ Диана Турхан.
Отчета Леонард Левый тÿрех сумлă кăтартусенчен пуçларĕ. Иртнĕ çул, 2020 çулхипе танлаштарсан, тавар çаврăнăшĕ 107,5 процент, вак суту-илÿ çаврăнăшĕ 112 процент, обществăлла апатлану аталанăвĕ 121,9 процент ÿснĕ.
Январь-ноябрь уйăхĕсенчи вăтам ĕç укçи 26096 тенкĕпе танлашнă, ÿсĕм – 3,3 процент. Çапах та тÿлев шайĕ республикăри вăтам кăтартуран пĕчĕкрех. Ĕç укçине графикпа туллин тÿлессине, налуксене вăхăтлă куçарассине çирĕп йĕркене кĕртмеллине палăртрĕ Леонард Васильевич.
Докладра, кирек мĕнле ыйту çĕкленсен те, этем факторĕ тĕп вырăнта пулни палăрчĕ. Демографи политикинче пушшех, асăннă шухăша хускатмасăр май та çук. Лару-тăру кăткăс. Пĕлтĕр районта 532 çын чакнă. Çут тĕнчене 118 /2020 çулхинчен 31 ача сахалтарах/ пепке килнĕ. 438 /441/ çын вилнине регистрациленĕ. Район территорийĕнчен 212 çын тухса кайнă. 83 /88/ çĕнĕ çемье чăмăртаннă, 35 /29/ çемье уйрăлнă. Тĕпрен илсен, халăх шучĕ чакни вилекенсем çуралакансенчен ытларах пулнипе, çынсем урăх регионсене куçса кайнипе çыхăннă.
Паллах, çак пулăм тупăшлăх чакса, ĕçсĕрлĕх ÿссе пынине те витĕм кÿрет. Çулталăк пуçламăшне ЧР халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрĕн Елчĕк районĕнчи пайĕнче 62 çынна шута илнĕ, унсăр пуçне 284 ĕç вырăнĕ – ваканси. Районта кадрсен ыйтăвĕ çивĕчленсе пыни сисĕнет – квалификациллĕ специалистран пуçласа рабочи таранах: медицинăпа культура ĕçченĕсем, почтальон, агроном, повар, экономист, электрогазосварщик… Специальноçпа ĕçе вырнаçас теменнисен социаллă контрактпа килĕшÿллĕн хăйсен бизнесне йĕркелеме май пур, ан ÿркен кăна.
Налук – экономика тĕревĕ. Ку ыйтăва хаçатăн иртнĕ номерĕсенче те çутатнăччĕ те, кĕскен çак цифрăсене çеç палăртса хăварасшăн: районăн пĕрлештернĕ бюджечĕн тупăш пайĕ 2021 çулта 480 миллион та 125 пин тенкĕпе танлашнă, ку вăл 2020 çулхинчен 4,9 процент сахалрах. Вырăнти тупăшсем – 116 млн та 664 пин тенкĕ, ÿсĕм – 13,5 процент.
Паянхи кун тĕлне пĕтĕмпе 1066 пĕчĕк тата вăтам предпринимательство субъекчĕ хăйĕн ĕçне йĕркеленĕ, вĕсенче 2360 çын ĕçлет. Тĕпрен илсен йыш суту-илÿпе обществăлла апатлану тытăмĕнче ытларах – 38 процент. Ял хуçалăхĕпе çыхăннă пĕчĕк-вăтам предприятисем 26 процент йышăнаççĕ. Пайтаçăсен пĕтĕмĕшле тавар çаврăнăшĕ 2 млрд та 144 млн тенке çитнĕ. Çакă 6,9 процент ÿснине пĕлтерет.
Ял хуçалăхĕ район экономикинче тĕп вырăн йышăнать, çавна май Леонард Левый ку отрасль çине ытларах та пусăм турĕ. Пĕлтĕр мĕнпур категорири хуçалăхсенче 2 млрд та 886 млн тенкĕлĕх продукци туса илнĕ. Тыр-пула алла илнин калăпăшĕ – 56,7 пин тонна. Сăвăнакан ĕнесен шучĕ 6030 пуç. Вăтам сăвăм 1 ĕне пуçне – 6230 килограмм.
Ял хуçалăх предприятийĕсенче ĕçлекенсен уйăхри вăтам шалăвĕ 9 процент /25639 тенкĕ/ ÿснĕ пулсан та, çакă республика кăтартăвĕнчен пĕчĕкрех.
Ял хуçалăх организацийĕсем отчетлă тапхăрта 404 млн тенкĕлĕх 162 единица техника туяннă. Вĕсем патшалăх пулăшăвĕпе 300 млн та 171 пин тенкĕлĕх усă курнă. Малалла аталанас кăмăллисемшĕн патшалăхăн 50 ытла программи ĕçлет.
Промышленность предприятийĕсем иртнĕ çул 382 млн та 726 пин тенкĕлĕх продукци туса кăларнă, ÿсĕм – 8,5 процент. Ĕç укçи ку отрасльте 2020 çулхипе танлаштарсан 21,9 процент /23826 тенкĕ/ ÿснĕ.
Экономика аталанăвĕнче инвестици политики тĕп вырăн йышăнни паллă. Çавна май район ертÿлĕхĕ вăл ыйтăва куçран вĕçертмест. Пĕлтĕр 184,5 млн тенкĕлĕх 10 инвестици проектне ĕçе кĕртнĕ. Паллăраххи – «Промсервис» предприяти никĕсĕ çинче уçăлнă цех, унта 60 млн тенкĕлĕх оборудовани вырнаçтарнă, талăкра 24 тонна модифициллĕ крахмал туса кăлараççĕ. «Канашгаздорсервис» ООО минераллă порошок хатĕрлессипе 50 млн тенкĕлĕх оборудовани лартнă. Ытти проектсем ял хуçалăх объекчĕсем йĕркелессипе çыхăннă.
Инвестицисене района илĕртес тĕлĕшпе кăçал та тĕллевлĕ ĕçлеме палăртнă. 57 млн та 700 пин тенкĕлĕх 9 проект çакăн пирки çирĕплетеççĕ те.
Граждансен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатасси район администрацийĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçĕсенчен пĕри пулнă, пулать те. Анчах та хваттер ыйтăвĕн çивĕчлĕхĕ çуккине кура çурт-йĕр питĕ сахал çĕкленĕ – 1428 тăваткал метр çеç. 11 çамрăк çемьене 5 млн та 746 пин тенкĕлĕх социаллă пулăшу панă, виçĕ тăлăх ачана хваттерсемпе /пĕтĕмĕшле сумма – 2 млн та 664 пин тенкĕ/ тивĕçтернĕ. Энтепе ялĕнчи нумай ачаллă çемье валли 2 млн та 820 пин тенкĕлĕх çурт хута янă. «Хула хутлăхĕ» программăпа та курăмлă ĕç сахал мар пурнăçланă.
Районта халăх пуçарулăхне пула ĕçе кĕрекен проектсем паллă вырăн йышăнаççĕ. Иртнĕ çул 33 проектпа /17 млн та 400 пин тенкĕ/ тимлесе масар территорийĕсене тирпейленĕ, автоçулсене юсанă, шыв управĕсене тасатнă, спорт площадкисем тунă… Кăçал тĕллевсем татах та пысăк – 25 млн тенкĕлĕх 36 проекта ĕçе кĕртмелле.
Докладчик Елчĕк шкулĕпе юнашар çĕкленнĕ стадион-площадка пирки те уйрăммăн чарăнса тăчĕ. Ăна Вячеслав Сядуков ертсе пыракан «ДПМК «Яльчикское» ООО ĕçченĕсем палăртнă вăхăтра ĕçе кĕртнĕ. Туслă команда автоçулсене пăхса тăрас, асфальт сарас е юсас тĕлĕшпе те тăрăшуллă пулнă пĕлтĕр. Кăçал та ĕç калăпăшĕ пысăк.
2021 çулта республика программипе килĕшÿллĕн 2 шыв башнине юсанă, кăçал вара 12-шне /27 млн та 42 пин тенкĕ/ йĕркене кĕртмелле.
2022 çулта картишсене тата тротуарсене юсассине те плана кĕртнĕ. Çав шутран Елчĕк ялĕнче Октябрь тата Совет урамĕсенчи çуран çулсене çĕнетĕç…
Культура тытăмне илес пулсан, иртнĕ çул Шăмалакри культура çуртне 1 млн та 728 пин тенкĕлĕх тĕплĕ юсаса çĕнетнĕ. Патреккел халăх хорĕ хутшăнмасăр районти тата республикăри пĕр мероприяти те иртмест пулĕ. Кăçал паллă коллектив 100 çул тултарать. Культура çуртне çĕнĕ сăн кĕртме /3 млн тенкĕ/ палăртни юбилей ячĕпе пĕлтерĕшлĕ парне пулассине палăртрĕ Леонард Васильевич.
Отчетра вĕренÿпе воспитани ыйтăвне çутатассине те тимлĕх уйăрнă. Кадрсем çителĕклĕ. Регион шайĕнчи предмет олимпиадисен кăтартăвĕсем сумлă. Раççей шайĕнче те çулсерен ăнăçать /пĕлтĕр – Елчĕк шкулĕнчи Никита Долгов технологипе призер пулнă/. Вăтам шкулсенче «Ÿсĕм вырăнĕ» профильлĕ классем /Çирĕклĕ Шăхаль, Çĕнĕ Пăва/ уçаççĕ. Çак асăннă тата ытти ырă пулăмсем педагогика коллективĕсем тăрăшмасăр пулман паллах. Анчах çамрăк специалистсем шкулсене туртăнманни питĕ шухăшлаттарать: районти 173 учительтен 35 çула çитменнисен хисепĕ 5 /2,8 процент/ çын çеç…
Районти муниципаллă пĕрлешÿсем çулсерен тĕрлĕ конкурссене хутшăнса çитĕнÿсемпе савăнтарнине палăртса хăвармаллах. 2021 çулта Аслă Пăла Тимеш /1-мĕш вырăн/, Елчĕк /2-мĕш/, Аслă Елчĕк /3-мĕш/ ял тăрăхĕн администрацийĕсем Пĕтĕм Раççейри «Чи лайăх муниципаллă практика» конкурсăн регионти тапхăрĕнче тĕрлĕ номинацире палăрчĕç. Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ Ольга Тихонова республикăра иртнĕ «Ял тăрăхĕн чи лайăх муниципаллă служащийĕ» номинацире 2-мĕш вырăн йышăннă.
2021 çул историе Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсене суйланипе кĕрсе юлчĕ. Районта пурăнакансем пысăк активлăх кăтартрĕç – суйлава вĕсен 92,54 проценчĕ хутшăнчĕ. Леонард Левый суйлавра, çавăн пекех ял хуçалăх микроçыравĕнче, халăх çыравĕнче çирĕп гражданла позици йышăннăшăн чĕререн тав турĕ.
Иртнĕ çул патриотизм туйăмĕн çĕкленĕвĕпе те паллă пулчĕ. Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тума хутшăннисен паттăрлăхне сума суса пĕлтерĕшлĕ мероприяти чылай йĕркеленĕ. Кăçалхи çула вара Чăваш Енре Паллă ентешсен çулталăкĕ тесе йышăннă. Эппин, унпа çыхăннă ĕçсене туллин те ĕмĕр асра юлмалла ирттерер. Тăван районăмăр сентябрь уйăхĕнче 95 çул тултарнине шута илсен обществăлла хастарлăха пушшех ÿстерни кирлĕ.
Канашлура ЧР Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ Алевтина Федорова тата ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Попов, районăн тĕрлĕ сферăри аталанăвне тулли хак пачĕç, малашне те пысăк шанăçпа, тăрăшса ĕçлеме ырă сунчĕç.
Николай МАЛЫШКИН.
Елена ИГНАТЬЕВА сăн ÿкерчĕкĕсем.