Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

«Туслăх паянхи кун та çирĕп»

Интернационалла тивĕçе чыслăн пурнăçланă салтаксем кашни çулах февралĕн 15-мĕшĕнче пĕрле пухăнса Афган çĕрĕ çинче паттăрла вилĕмпе пуçĕсене хунă ентешсене – Ю.Г.Борисова, Ю.П.Григорьева, А.М. Патшина, ытти юлташĕсене асăнса палăк умне чечек кăшăлĕсем хураççĕ.

Чи малтанах вĕсем районти тĕп вулавăша пуçтарăнса çавра сĕтел хушшинче иртнĕ служба вăхăтне аса илчĕç, библиотека ĕçченĕсем ĕнерхи салтаксене халалланă куравпа интересленсе паллашрĕç. Пуçтарăннисен умĕнче Афган вăрçин ветеранĕ, вĕри точкăсенче çапăçнă ветерансен пĕтĕм Раççейри общество организацийĕн районти уйрăмĕн председателĕ Петр Анисимов сăмах илчĕ, организацин ĕçĕ-хĕлĕ, малашлăх плансем çинче чарăнса тăчĕ.

«Афганецсене» район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый саламларĕ, воин-интернационалистсен паттăрлăхĕ Тăван çĕршыва юратнин тата парăннин палли пулса тăнипе пĕрлех çитĕнекен ăрушăн витĕмлĕ тĕслĕх пулнине каларĕ.

– Сирĕн аякри ют çĕршывра нуша, хуйхă, çухату тÿссе, пĕр-пĕрне хавхалантарса тата пулăшса, йывăрлăхсене тÿсĕмлĕн çĕнтерсе пырса туптаннă туслăх паянхи кун та çирĕп. Вăл сире халĕ те пулăшса пырать, – палăртрĕ Леонард Васильевич ĕнерхи салтаксене сывлăх суннă май.

Афганецсен туслăхĕ паттăрла вилĕмпе пуçĕсене хунă ентешĕсене асăнса ăмăртусем йĕркеленинче, обществăлла пурнăçа активлă хутшăннинче, çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани пама хутшăнса шкулсенче тĕл пулусем йĕркеленинче те уççăн курăнать. Кăшăлвирус чирĕ пуçланиччен вĕсем февраль уйăхĕнче хĕрÿ точкăсене хутшăннă салтаксемпе вĕсен çемйисен республика шайĕнчи спартакиадине ирттерессине йăлана кĕртнĕччĕ. Хальлĕхе чир алхаснине пула çак мероприятие вăхăтлăха чарса хума тивнĕ.

Афганецсен тĕл пулăвне пенси фончĕн, медицина, социаллă ĕçченсем те хастар хутшăнаççĕ. Елчĕк халăхне социаллă пулăшу паракан пай ертÿçи Наталья Николаева, РФ Пенси фончĕн клиент службин ертÿçи Владимир Егоров, социаллă страховани фончĕн регионти уйрăмĕн Елчĕк районĕнчи специалисчĕ Алина Сверчкова «афганецсене» тивекен санаторипе курорт путевкисене илес йĕркесем, уйăхсерен паракан тÿлевпе çыхăннă ыйтусем çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕç.

Елчĕкри культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсем тĕл пулăва хутшăннисене илемлĕ юрă-кĕвĕпе хавхалантарчĕç.

Çак кунах воин-интернационалистем Елчĕк шкулĕнчи кадет класĕсенче вĕренекенсемпе тĕл пулу йĕркелерĕç, савăнăçлă лару-тăрура вĕсене çамрăк армеецсен удостоверенийĕпе тата значоксемпе чысларĕç, Н.Малышкинăн районтан тухнă «афганецсем» çинчен çырнă «Чыслăх салтакĕсем» кĕнекине парнелерĕç.

Е.ПЕТРОВА



Елчек ен
18 февраля 2022
11:19
Поделиться