«Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» конкурс вěçленчě

Нарăс уйăхěн 9-мěшěнче Чӑваш наци конгресӗн конференци залӗнче Ҫамрӑксен ӗҫӗсен «Хастар» комитечӗн ушкăнě пуçтарăнчě. Сăлтавě питех те кăмăллă. Регионсем хушшинче иртекен чăваш халăх поэчě Петěр Хусанкай çуралнăранпа 115 çул çитнине халалланă «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» конкурс вěçленчě. Кунта чи пахи – Петр Петрович Хусанкай çырнă сăвăсене илемлě вуласси. Конкурсра 18 çул тултарман ачасем хутшăнчěç: ача-пăча пахчине çÿрекенсем тата шкулта кěçěн, вăтам, аслă классенче вěренекенсем.
Сăвă вулакансен пултарулăхне тишкерсе хаклама «Хастар» ушкăна пěрре те çăмăл пулмарě. Конкурса хутшăнакансем чăваш тумне тăхăнса, сăвăри сăнарсемпе килěшÿллěн çепěç е сассисене кирлě пек вылятса Хусанкайăн сăввисене вулаççě. Эх, итлес те итлес килет хăшě-пěри вуланине! Тата ачасем ÿркенмен, ашшě-амăшěсемпе пěрле сăвă вуланине ÿкерме вăрмана та кайнă, юрпа шуралнă урама та тухнă. Маттурсем-çке! Шель пулин те хăш-пěр видеосем çинче ÿкерчěкě тěтреллěрех е тата сасси шăпрах… Анчах та жюри тăрăшсах ачасен ěçěсене пăхса тухрě. «Хастар» ертÿçи Елена Порфирьева конкурса пěтěмлетсе çапла каларě:
— Ҫěнтерÿçěсене паллах эпир чун чěререн саламлатпăр. Вěсем Петěр Хусанкайăн сăмах вăйне туйса илме пултарсан, вěсене малашне те çак конкурс çитěнÿсем тума пулăшсан, ман шутпа эпир хамăр тěллеве пурнăçларăмăр. Тата вěрентекенсене тав сăмахě калас килет. Хальхи саманара эпир нумайăшě пăшăрханатпăр чăваш ачисем вырăсланса кайнишěн. Кунта ěнтě 300 ытла конкурсант хутшăннине шута илсе, ман шутпа, эпир пулнă, пур, пулатпăр…
Елчěк район ачисем те конкурса активлă хутшăнчěç. Акă чи пултаруллисен СПИСОКĒ