Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Паллӑ ентешсен ҫулталӑкӗ: тӑма чун кӗртекен Галина Изратова

Паллӑ ентешсен ҫулталӑкӗ: тӑма чун кӗртекен Галина Изратова

Районти тӗп библиотекӑра паллӑ ҫынсен ҫулталӑкне, район 95 ҫул тултарнине, пирӗн ентеш, Чӑваш художникӗсен пӗрлешӗвӗн членӗ, халӑх ӳнер промыслисен ӑсти Галина Изратова 65 ҫул тултарнине халалласа «Тӑма чун кӗртекен» асӑну-курав йӗркеленӗ.

Галина Изратова Елчӗк районӗнчи Кавал ялӗнче 1957-мӗш ҫулхи кӑрлачӑн 30-мӗшӗнче ҫут тӗнчене килнӗ. «Тӑмпа туслашасси» унӑн ӑнсӑртран пуҫланман. Ача чухнех ҫут ҫанталӑка, кайӑк-кӗшӗке, ӳсен-тӑрана, выльӑх-чӗрлӗхе питӗ юратнӑ, ыттисем пекех вылянӑ-кулнӑ, кайӑксен юррисене, ҫӑл куҫ шӑнкӑртатса юхнине итленӗ. Ҫумӑр хыҫҫӑн аллисем хӑйсемех тӑма йӑвалама тытӑннӑ, ҫапла вара малтанхи ӗҫсем унӑн ачаран «ҫуралаҫҫӗ». Ҫыпӑҫуллӑ та ачаш аллисемпе хӗрлӗ тӑмран тӗрлӗ чӗрчун кӗлеткине калӑпласа, сӑрласа «чун» кӗртнӗ. Ҫӗр-ҫӗр композици тухнӑ ӑстаҫӑ алли витӗр.

Галина Изратова паллӑ ҫын – пултаруллӑ ӳнерҫӗ, халӑх маҫтӑрӗ, Чӑваш Республикинчи алӗҫ ӑстисен Гильдийӗн пайташӗ. Хӑйӗн ӗҫӗсенче чӑваш йӑли-йӗркине тӗпе хурса аваллӑха ҫутатнӑ.

Ӳнерҫӗ хӑйӗн этемккисене тӑмран йӑваланӑ, кӗҫҫерен, ҫӗтӗкрен, пусма-тавартан ӑсталанӑ пулсан та вӗсене питӗ чӗрӗ сӑнлӑ тунӑ.

Галина Васильевна тунӑ кӗлеткесенче - кулепесенче пӗр пушӑ куҫлӑ, пушӑ сӑнлӑ ҫын та ҫуккӑ. Кашнийӗн алли мӗнле хусканнинче, пуҫне мӗнле пӑрнинчен эпир чӑвашӑн ӗҫченлӗхне, йӑвашлӑхне, сӑпайлӑхне куратпӑр. Вӗсенче чӗрӗлӗх пур. Хӑшӗ пӗри халь-халь калаҫса каяссӑнах туйӑнать.

Тӑмран вӑл ӗлӗкхи пурнӑҫа кӑтартса панӑ. Хӑйӗн ӗҫӗсенче ялти, урамри ҫынсене сӑнланӑ - хӑйне евӗр калав ҫырнӑ. Ӑста ӗҫӗсенче - пурнӑҫ та, савӑнӑҫ та, юрату та….

Шел пулин те ҫакӑн пек пултаруллӑ ҫынна, унӑн малашлӑх ӗмӗчӗсене йывӑр чир ҫапса хуҫнӑ. 2016 ҫулта ылтӑн кӗркунне унӑн куҫӗсем ӗмӗрлӗхех хупӑннӑ. Эпир шансах тӑратпӑр, тен, Галина Васильевна пултарулӑхӗ ӑруран ӑрӑва куҫӗ, унӑн ӗҫӗсем малалла тӑсӑлӗҫ.

 Хисеплӗ вулакансем! Курав пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗччен ӗҫлет. Ырӑ сунса кӗтетпӗр.

ФОТО



ЦБС