Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Паллă спортсменăн – юбилей

Лаш Таяпа ял тăрăхĕнче пурăнакансем хăйсен ентешĕсемпе чăннипех те мăнаçланаççĕ. Тĕрлĕ енĕпе чапа тухнă çынсем нумай кунта.

Вăрăмхăвара çуралса ÿснĕ Николай Анисимов та /сăн ÿкерчĕкре/ районта кăна мар, республикăра ырă ятлă. Вăл спортра пысăк ÿсĕмсем тунипе палăрнă. 65 çулхи ентешĕмĕр çăмăл атлетикăн СССР спорт мастерĕ, Чăваш Республикин, Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ тренерĕ. Спортăн анлă çулĕ çине 10 класра вĕреннĕ чухне «Коммунизм ялавĕ» хаçат призĕшĕн çуран чупса мала тухнă хыççăн тăнă. Ун чухне 5 пин метра чупса палăрнă вăл. Каярахпа 3000 метра чăрмавсемпе чупса республика чемпионĕ пулса тăнă.Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчи физвоспитани уйрăмĕнчен вĕренсе тухсан Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен шкулĕнче тренер-преподавательте тăрăшнă. Унăн воспитанникĕсем тĕнче шайĕнчи ăмăртусенче палăрнă, Олимп вăййисене хутшăннă.

2011 çулта Николай Иванович биологи наукисен кандидачĕн диссертацине хÿтĕленĕ.

Л.КАЗНАЧЕЕВА



Елчек ен
28 января 2022
13:39
Поделиться