Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Поздравление главы Яльчикского района А.Г.Васильевой и главы администрации Яльчикского района Л.В.Левого с Днем печати

Поздравление главы Яльчикского района А.Г.Васильевой и главы администрации Яльчикского района Л.В.Левого с Днем печати

Хисеплӗ журналистсем, пичет ӗҫченӗсемпе ветеранӗсем!


Сире чӗререн Раççей тата Чăваш пичечĕн кунĕ ячĕпе саламлатпăр!

Паянхи пурнăçра хаçат-журналсăр, радио-телевиденисĕр, интернет сайтсемсĕр пурăнма май çук. Информацие хăвăрт та тĕрĕс çитересси шăпах вĕсенчен килет. 

Вуншар çул хушши район хаçачĕ район историне туллин çутатса пырать, районта пурăнакансене пĕлтерĕшлĕ те кăсăклă хыпарсемпе куллен паллаштарса пырать. Çак ĕç журналистсен тăрăшулăхĕнчен, тавракурăмĕнчен, ăсталăхĕнчен нумай килет.

Шанса тăратпăр, пичет ĕçченĕсем малашне те хăйсен тивĕçĕсене туллин пурнăçласа пырĕç, район хаçачĕ те кашни килте кĕтнĕ хăна пулĕ.

Уяв ячӗпе саламласа сире çирĕп сывлăх, пултарулăх ĕçĕнче ăнăçу, пысăк ҫитӗнӳсем, телей сунатпăр.

Елчӗк район пуҫлӑхӗ      А.Г.Васильева.
Елчӗк район администрацийĕн пуçлăхĕ       Л.В.Левый.



13 января 2022
08:03
Поделиться