Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Владимир Путин: «Пысăк вăй – Раççей халăхĕ пĕр-пĕрне хисепленинче…»

Декабрĕн 23-мĕшĕнче Владимир Путин Президент Мускаври «Манеж» тĕп курав центрĕнче пресс-конференци ирттерчĕ. Вăл 17-мĕш хут йĕркеленчĕ. Çакăн евĕр мероприятие Владимир Владимирович 2001 çултанпа йĕркелет – хăй 2008-2012 çулсенче премьер-министр должноçĕнче тăрăшнă вăхăтра анчах ирттермен. Иртнĕ çул коронавируспа çыхăннă пандемие пула ку мероприяти дистанци мелĕпе иртрĕ.

Кăçал çĕршыв Президенчĕпе тĕл пулма 507 журналист аккредитаци илнĕ. Вĕсем хушшинче федераци тата регион шайĕсенчи, ют çĕршывсенчи массăллă информаци хатĕрĕсен сотрудникĕсем.

Ыйтусен пысăк пайĕ тулаш тата шалти экономикăпа, çĕршывăн социаллă пурнăçĕпе, экономика аталанăвĕпе, тĕнчери лару-тăрупа, коронавирус тата демографи… темисемпе çыхăнчĕç. Президент çĕршыври демографие паянхи кун кăткăс тесе хаклать. Çĕршывра ĕç аллисем çитмеççĕ. Çакăн пек пысăк çĕршывшăн 146 миллион çын питĕ сахал. Ырă улшăнусем чи малтан – демографие тĕрев панинче.

Вакцинаци теми те çивĕччисен йышĕнче. Паянхи кун тĕлне 70 миллион çын пĕрремĕш хут прививка тунă. Халăхăн 59,4 проценчĕ вакцинаци витĕр тухнă е COVID-19 чирпе чирленĕ. Çĕршыв пуçлăхĕн шучĕпе коллективлă иммунитет çирĕплетессинче çакă çителĕксĕр – 80 процент кирлĕ.

Раççей бюджечĕ пирки. Унăн пысăк пайĕ социаллă тытăма аталантарас тĕллевлĕ. Çитес çул мĕн пур бюджетăн пĕтĕм шайĕнчен социаллă нушасене саплаштарма 4 триллион тенкĕ уйăрма планланă. Президент инфраструктурăна аталантарма 500 миллиард, нацпроектсене пурнăçа кĕртме 260 миллиард ?килес çул – 460 миллиард уйăрма планлĕç/ уйăрнине аса илтерчĕ.

Ĕç укçин чи пĕчĕк виçин тата кашни çын пуçне пурăнма кирлĕ виçен шайĕсене ÿстерни халăхăн пысăк пайне тивекен социаллă тÿлевсен виçине пысăклатма май парать.

Ачаллă çемьесене пулăшмалли мерăсем кашни пресс-конференцирех тĕп вырăн йышăнаççĕ.

Макроэкономика кăтартăвĕсем пирки сăмах пуçарнă май Владимир Владимирович ку енĕпе курăмлă ĕçсем пуррине палăртрĕ. Инфляци кăçал 8 процентпа, тĕп капитала пырса кĕрекен инвестицисен калăпăшĕн ÿсĕмĕ 6 процентпа танлашĕç. Çав вăхăтрах, экспертсем палăртнă тăрăх, чăн тупăшсен ÿсĕмĕн виçи 3,5 процент пулĕ.

Кăмăл-сипет енĕпе, пурнăçа кĕнĕ йăла-йĕркене упраса пырассипе хускатнă ыйту та тĕп вырăнта пулчĕ. Ун çине хуравланă май Владимир Путин: «Пысăк вăй – Раççей халăхĕ пĕр-пĕрне хисепленинче, ĕмĕрсен тăршшĕпе çирĕпленнĕ йăла-йĕркене пăхăннинче» пулнине палăртрĕ.

Тĕнчери çивĕч хирĕç тăру тĕслĕхĕсем пĕтĕм этемлĕх умне хăрушлăх кăларса тăратма пултарасси çинчен те каларĕ Президент. Раççей хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес утăмсемпе пусăмлать. Çĕршыва шанчăклăхпа тивĕçтерни граждансене ырă пурнăç пÿрет, лăпкă пулма май парать. Ертÿçĕ кирек хăш улшăнăвăн никĕсĕнче Раççей аталанăвĕ, çĕршыв мăнаçлăхĕ тата граждансене ырă пурнăçпа тивĕçтересси тĕпре пулмаллине каларĕ.



Елчек ен
24 декабря 2021
11:32
Поделиться