Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çутă хуçисен ĕçĕ канăçсăр

Энергетика тытăмĕ тăтăш аталанса тата лайăхланса пынине пурте курса тăратпăр. Хамăр районти ку тĕлĕшри улшăнусем пирки калас пулсан та, юлашки çулсенче ялсенчи çĕнĕ урамсене лини хывассипе, линисене хăрушлăхран хÿтĕлекен изоляциллĕ пăралуксемпе улăштарассипе, пушар тухассинчен асăрханса уйрăм кил-çуртсенчи электричество парса тăракан пĕтĕм автоматикăна çурт тулашне вырнаçтарассипе нумай ĕç туса ирттернĕ.

Энергетикăри çĕнĕлĕхсене алла илессипе «Атăл çинчи МРСК» «Чăвашэнерго» филиалĕн Елчĕк районĕнчи электричество сечĕн /РЭС/ коллективĕ хăйĕн тивĕçлĕ тÿпине хывать. Ку енĕпе вĕсем республика шайĕпе илсен те, темиçе çултанпа чи лайăххисен шутĕнче. Пысăк коллектива /штатра пурĕ 34 çын/ нумай çул Юрий Хушкин ăнăçлă ертсе пырать. Пĕрле ĕçлекенсем ăна шанаççĕ, хисеплеççĕ.

Май пулнипе усă курса РЭС начальникĕ Юрий Хушкин коллективри кашни ĕçчене, вĕсемпе пĕрле районти энергетика ĕçĕн ветеранĕсене професси тата çывхарса килекен Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсен ячĕпе саламлать. Пурне те ырлăх-сывлăх, малашнехи ĕçре ăнăçусем сунать.



Елчек ен
24 декабря 2021
11:33
Поделиться