Поздравление с Днем энергетика

Энергетика отраслĕн хисеплĕ ĕçченĕсем тата ветеранĕсем!
Сире чĕререн професси уявĕпе – Энергетиксен кунĕ ячĕпе саламлатпăр!
Энергетик ĕçĕ йывăр та яваплă, пурнăçшăн пĕлтерĕшлĕ професси шутланать. Хальхи саманара энергетика – общество аталанăвĕн тĕп тытăмĕ те.
Патшалăх учрежденийĕсемпе предприятисем, шкулсем, больницăсем пĕр кăлтăксăр ĕçлесси шăпах сирĕн ĕçĕртен килет. Эсир кашни киле çутă тата ăшă илсе çитеретĕр, çынсен пурнăçне хăтлăрах тăватăр.
Район аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн, ĕçĕре тăрăшса, яваплăха туйса пурнăçланăшăн тав сăмахĕ калатпăр сире.
Уяв ячĕпе саламласа çирěп сывлăх, ăнăçу, çитěнÿсем, аварисěр кунсем, телей сунатпăр.
Елчĕк район пуçлăхĕ А.Г.Васильева.
Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Л.В.Левый.