Çăкăр шăршиллĕ алăсене – мухтав!

Ĕнер паллă тунă ял хуçалăхĕнче тата продукцие тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен районти уявĕ иртнĕ çулсенчи пек пысăк ушкăнра кĕр! кĕрлесе иртмен пулин те, çакă унăн пĕлтерĕшне нимĕн чухлĕ те чакармасть. Яланхи пекех: малта пыракан тыр-пул ăстисемпе выльăх-чĕрлĕх фермисенче вăй хуракансене савăнăçлă лару-тăрура чысласси тĕп вырăнта пулнă.

Пандеми тапхăрĕнчи çивĕч лару-тăру мероприятие сыхлăх мерисене çирĕп пăхăнса йĕркелеме хистенĕ, паллах. Уяв кĕрекине ятарласа чыслама чĕннĕ çынсене, дистанцие пăхăнса зала вырнаçса лартиччен, пуринчен те прививка тунине ĕнентерекен сертификата ыйтнă. Нумаях пулмасть йĕркене кĕнĕ çак ĕçе пурнăçлассине районти культура тытăмĕнче вăй хуракансем хăйсем çине илнĕ. Вĕсем сертификатри QR-кода ятарлă приложенипе усă курса тĕрĕсленĕ.

Кулленхи ĕçрен вăхăтлăха «хăтăлса» тухнă, уяв, кану кунĕсене пĕлмесĕр тенĕ пек уй-хирте, фермăра тимлекен ĕç паттăрĕсене капăрлатнă чăваш çи-пуçĕсене тăхăннă хĕр-пикесем ун хыççăнах пĕчĕк залра кĕтсе илнĕ. Районти историпе тăван тавралăх музейĕн заведующийĕ Светлана Голубева тăрăшнипе кунта уяв саманчĕсене асра юлмалла сăнласа хăварас тата пĕр-пĕринпе тĕл пулнă производство çĕнтерÿçисене нумай çуллăха асăнса, савăнса пурăнма сăн ÿкерттерес тĕллеве асра тытса «Кĕркунне – ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетмелли вăхăт» тата «Ялти манăн çуртăм чун-чĕреме ăшăтать» ятсемпе кирек камăн чунне тыткăна илекен илемлĕ вырăнсем – фотозона йĕркеленĕ. Библиотекарьсем вара ял хуçалăх литературипе паллаштаракан курав йĕркеленĕ. Çапла майпа уява хутшăннисем алă айĕнчи вĕр çĕнĕ хуплашкаллă кĕнекесемпе те паллашма пултарнă.

Кĕр тулăх килни çăкăр çитерет

Çу шăрăх килнĕ пулин те, Елчĕк районĕнчи тыр-пул ăстисем пысăк ÿсĕмсене çывхартнă.

Пурĕ 56727 тонна /Чăваш Республикинче туса илнĕ тыррăн 10-мĕш пайĕ/ тĕш тырă пухса кĕртнĕ, 1 гектартан тухакан вăтам тухăç 23,8 центнерпа танлашнă. Муниципалитетсем хушшинче йĕркеленĕ ăмăртура ахальтен мар район III степень Диплома тивĕçнĕ. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене туса илессипе ял хуçалăх предприятийĕсем хушшинче сарăлнă районти ăмăртура «Рассвет» ял хуçалăх производство кооперативĕ – пĕрремĕш, республикăра вара – виççĕмĕш /1 гектартан 35,5 центнер/, Курнавăшри Елена Цветкова хресчен /фермер/ хуçалăхĕ /1 гектартан 39,5 центнер/ республика шайĕпе те пĕрремĕш вырăн йышăннине тата епле аса илмесĕр иртĕн;

Уявра лайăххи пирки ытларах калани вырăнлă. Уйрăммăн хаклас пулсан, «Победа» ОООра та /1 гектартан – 32,4 центнер/, «Сатурн» ЯХПКра /30,2/, «АСК-Яльчики» ОООра /29,2/, «Энтепе» ОООра /28,4/ тыр-пул пухса кĕртнĕ.

Елчĕк район администрацийĕ ЧР Ял хуçалăх министерствипе килĕшсе татăлни – ял хуçалăх культурисене 40819 гектар çинче туса илме сăмах пани хальхинче те ĕçпе çирĕпленнĕ. Каланă лаптăкăн 38946 гектарĕ ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсене тивĕçнĕ. Пĕрчĕллĕ культурăсен лаптăкĕ 24125 гектар, техника культурисем 964 гектар /2020 çулхипе танлаштарсан, 3,2 хут ытла/ йышăннă. Выльăх апачлĕх культурăсене туса илме те сахал мар лаптăк уйăрнă, вăл акăнакан лаптăкăн структуринче 34 процент йышăннă.

Çĕр улми çитĕнтерессинче çĕнĕ технологисемпе анлăн усă куракан «АСК-Яльчики» ОООшăн кăçалхи çанталăк условийĕсем те чăрмав пулман. Кунта 1 гектар пуçне 255,1 центнер «иккĕмĕш çăкăр» туса илнĕ.

Çитес çулхи тыр-пул никĕсĕ те çирĕп: 26 пин гектар çинчи лаптăкра пахалăхлă кĕрхи çĕртме сухи тунă, кĕрхи тырăсен лаптăкĕ – 3776 гектар, çуркунне акма вăрлăх та çителĕклĕ.

Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетни усă кÿрет

– Укçа-тенкĕ çăл куçĕ – выльăх-чĕрлĕх ĕрчетнинче, – тесе çирĕплетеççĕ выльăх-чĕрлĕх продукцийĕсене туса илессине малти вырăна хуракан ял хуçалăх организацийĕсенче. Тĕрĕссипе, выльăх-чĕрлĕх отраслĕ çулталăк тăршшĕпех укçа-тенкĕллĕ пулма май парать.

Пĕлтерĕшлĕ çак мероприятире тĕп сăмаха калама тивĕçлĕ пулнă район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Петр Тремасов палăртнă тăрăх, кăçалхи 9 уйăхра районти мĕн пур категорири хуçалăхсенче – 15297, çав шутран ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче 10764 пуç мăйракаллă шултăра выльăх шутланнă. Ял хуçалăх организацийĕсенчи 3561 пуç сăвăнакан ĕнерен отчетлă тапхăрта 16735,555 тонна е усă куракан 100 гектар çĕр пуçне шутласан, 597,8 центнер сĕт туса илнĕ. Иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, сĕт туса илесси «Победа» ОООра – 5,4, «Сатурн» ЯХПКра – 3,5, «Энтепе» ОООра – 2,1 процент ÿснĕ. Аш-какай туса илессин кăтартăвĕсене «Труд» ЯХПК, «Победа» ООО 45,9 – 15,9 процент ÿстернĕ.

Районти 14 ял хуçалăх предприятийĕ те кăçалхи виççĕмĕш квартала тупăшлă вĕçленĕ. Таса тупăш пайĕ 285 миллион та 792 пин тенкĕпе /иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 138 процент/ танлашать. Çав вăхăтрах «Комбайн» ЯХПКри таса тупăш – 52 млн та 524 пин тенкĕпе, «АСК- Яльчики» ОООра – 51 млн та 10 пин, «Победа» ОООра – 32 млн та 704 пин, «Эмметево» ОООра 23 млн та 188 пин тенкĕпе танлашнă.

Хисеплени, куç тĕлне туни савăнтарать

Производствăра малта пыракансене чысланă самант хумхануллă иртнĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕпе Леонард Левыйпа пĕрле çĕр ĕçченĕсемпе выльăх-чĕрлĕх пăхакансене саламлама килсе çитнĕ ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов тата ЧР Ял хуçалăх министрĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Инна Волкова ял хуçалăх отраслĕ район экономикин тĕп шăнăрĕ пулнине, çапла майпа яла аталантарасси вĕсенчен нумай килнине палăртса каланă май тивĕçлисене тĕрлĕ шайри наградăсемпе чыс тунă. Вĕсем йышлăн пулнă: Николай Герасимовпа /«Победа» ОООри тракторист/, Алексей Васильев /«Комбайн» ЯХПКри водитель/ агропромышленность комплексĕнче нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн РФ Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотисене, Владимир Васильев /«Комбайн» ЯХПКри тракторист/, Маргарита Сергеева /«Рассвет» ЯХПКри ĕне сăвакан оператор/, Ольга Трофимова /«АСК-Яльчики» ОООри бригадир/ РФ Ял хуçалăх министерствин Тав çырăвĕсене, Анатолий Паймин /Елена Цветкова хресчен /фермер/ хуçалăхĕнчи механизатор/, Татьяна Платонова /«Победа» ОООри пăру пăхакан оператор/ Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав çырăвĕсене, Маргарита Абрамова /«Сатурн» ЯХПКри ĕне сăвакан оператор/, Валерий Баранов /«Труд» ЯХПКри механизатор/, Владимир Борисов /«Прогресс» АХОри механизатор/, Эльза Германова /«Труд» ЯХПКри агроном/, хресчен /фермер/ хуçалăхĕн ертÿçи Борис Головин, Галина Крысова /«Сатурн» ЯХПКри бухгалтер/, Вячеслав Мясников /«Рассвет» ЯХПКри инженер/, Антонина Панкратова /«Комбайн» ЯХПКри ветеринари санитарĕ/, хресчен /фермер/ хуçалăхĕн ертÿçи Елена Цветкова Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотисене, Сергей Осипов /«АСК-Яльчики» ОООри тракторист/, Раиль Самигуллин /«Победа» ОООри тракторист/, Алексей Чернов /«Рассвет» ЯХПКри водитель/ Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин Тав çырăвĕсене, Виктор Сапожников /«Труд» ЯХПКри инженер/ Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине тивĕçнĕ.

Аграрисене халалланă уяв концерчĕ те чаплă иртнĕ.

Светлана АРХИПОВА.

 



Елчек ен
19 ноября 2021
16:01
Поделиться