Уявран – 5 Дипломпа!

Иртнĕ эрне пуçламăшĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче шăпах республикăри аграрисене сумлă лару-тăрура чысланă. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый ертсе пынипе Елчĕк тăрăхĕн сумлă делегацийĕ те хутшăннă. Мероприятие сыхлăх мерисене çирĕп пăхăнса йĕркелени те каламасăрах паллă. Унта хутшăнакансенчен пуринчен те коронавирус чирĕнчен хÿтĕленсе прививка тунине ĕнентерекен сертификатпа пĕрле хальхи вăхăтра сывă пулнине ĕнентерекен ПЦР-тест кăтартăвĕсене те ыйтнă.

Савăнăçлă лару-тăру вăхăтĕнчи тĕп самантсем пирки тĕплĕнрех чарăнса тăрас пулсан, пирĕн шутпа, ку чухне чи пĕлтерĕшли – Елчĕк районĕнчи тыр-пул ăстисемпе выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсем малтанхи çулсенче çĕнсе илнĕ ят-сума алăран вĕçертменни. Хальхинче те вĕсем тĕрлĕ номинацире çирĕплетнĕ ĕçлĕ ăмăрту условийĕсене пурнăçласа пĕр уявра 5 Диплом! çĕнсе илме пултарнине районта пурăнакансен пĕлмеллех. 34601 гектартан пуçласа 54000 гектар таран ял хуçалăх тĕллевлĕ çĕр лаптăкĕсемпе усă куракан муниципалитетсем хушшинче йĕркеленĕ экономика ăмăртăвĕнче Елчĕк районĕ III степень Диплома тивĕçни – пысăк чыс. Сăмах май, кăçалхи шăрăх çанталăк условийĕнче тата пандеми алхаснă тапхăрта та районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем йывăр лару-тăрура ĕçлеме хатĕр пулнине тепĕр хутчен кăтартса пачĕç. Ампар виçипе шутласан районĕпе 567268 центнер тыр-пул пухса кĕртме пултарчĕç. 1 гектартан тухакан вăтам тухăç 23,8 центнерпа танлашрĕ. Уйрăм ял хуçалăх предприятийĕсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен тухăçĕ тата пысăкрах. Юрий Мясников ертсе пыракан «Рассвет» ял хуçалăх производство кооперативĕ ку енĕпе кăçал районта анчах мар, республикăра та мала тухнă. Кунта 655 гектар çинчен пурĕ 23253 центнер, 1 гектар пуçне шутласан 35,5 центнер тыр-пул пухса кĕртнĕ. Вĕсем «Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсенчен чи пысăк тухăç илнĕшĕн» номинацире тивĕçлĕ 3-мĕш вырăн, Курнавăшри Елена Цветкова ертсе пыракан хресчен /фермер/ хуçалăхĕ «Хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем хушшинчи чи лайăх производствăпа экономика кăтартăвĕсемшĕн» номинацире пĕрремĕш вырăн йышăннă. Хресчен /фермер/ хуçалăхĕнче пĕтĕмпе 7310 центнер, 1 гектартан 39,5 центнер тыр-пул туса илнĕ.

Районĕпе 75251 центнер çĕрулми /1 гектартан – 238,1 центнер/, 12831 центнер пахча çимĕç /1гектартан -191,2 центнер/ пухса кĕртнĕ.

Выльăх-чĕрлĕх отраслĕн кăтартăвĕсемпе те Елчĕксем малти ретре. Çĕнĕ технологисене хăюллăн ĕçе кĕртекен Николай Головин ертсе пыракан «Победа» сахал яваплă обществăна, тĕслĕхрен, умлă-хыçлăн тăваттăмĕш çул республика шайĕнче чыслаççĕ. Çакă, паллах, вĕсене мăнаçлăх кÿрет, çĕнĕ çитĕнÿсем патне ăнтăлма хистет. Хальхинче вĕсем «Пĕтĕмпе тата пĕр ĕнерен вăтамран сĕт сăвассин кăтартăвĕсене чи пысăк шая çитернĕшĕн» номинацире тупăшса виççĕмĕш вырăн йышăннă. Сăмах май калас пулсан, сăвăнакан ĕнесен хисепне кашни çул ÿстерсе пыракан «Победа» сахал яваплă обществăра кăçалхи 9 уйăхра пурĕ 2280 тонна сĕт туса илнĕ, пĕр ĕнерен 6806 килограмм сунă. Акционерсен «Прогресс» хупă обществинче /директорĕ – Петр Скворцов/ вара отчетлă тапхăрта 359 тонна ытла сысна ашĕ туса илнĕ, самăртма хупнă ушкăнри сыснасене пĕр талăкра 686 грамм ÿт хуштарнă. Вĕсем «Пĕтĕмпе сысна ашĕ туса илессин тата сыснасене пĕр талăкра ÿт хуштарассин кăтартăвĕсене чи пысăк шая çитернĕшĕн» номинацире 2-мĕш вырăн йышăннă.

…Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев çак кунах уйрăм тĕл пулура ĕçре пысăк çитĕнÿсемпе палăрнисене патшалăх наградисене парса чысланă. Çак йышра «Сатурн» ял хуçалăх производство кооперативĕнчи Ольга Георгиевна Крысова ĕне сăвакан оператор та пур. Нумай çул фермăра ĕçлесе пысăк ăсталăх пухнăскер, РФ Ял хуçалăх министерствин Тав хутне тивĕçнĕ. Республика Пуçлăхĕ: «Хăйĕн ĕçне юратакан яланах çитĕнÿ тăвать», – тесе палăртса каланипе тĕпрен килĕшмелле…

ХАКЛАВ

Леонард ЛЕВЫЙ, район администрацийĕн пуçлăхĕ:

– Республикăри уявран тулли кăмăлпа, сумлă наградăсемпе таврăнни районти ытти ял хуçалăх организацийĕсене те малашлăха курса ĕçлеме, çĕнĕ çитĕнÿсене çывхартма хавхалантарасса шанса тăратăп.

Паянхи производство çĕнтерÿçисене, ял хуçалăхĕнче тăрăшакансене пурне те çĕре юратнăшăн, чăтăмлăхшăн, шанса панă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн, агропромышлленность комплексĕн ветеранĕсене отрасле аталантарма пулăшнăшăн, хăйсен ĕç ăсталăхне çамрăксене панăшăн тав тăватăп.

Светлана АРХИПОВА.



Елчек ен
12 ноября 2021
13:44
Поделиться