Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Тавах сана, профессор: Анатолий Волков

Тавах сана, профессор: Анатолий Волков

Медицина ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, Чӑваш Республикин наукӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ, Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ врачӗ Анатолий Никандрович Волков пурӑннӑ пулсан 90 ҫул тултаратчӗ.

Сумлӑ ентеше халалласа районти тӗп библиотекӑра «Тавах сана, профессор: Анатолий Волков» пӗлӳ-курав йӗркеленӗ. Куравра Анатолий Никандрович Волковӑн пурнӑҫӗпе тата ӗҫӗ-хӗлӗсемпе паллашма пулать.

А.Волков 1931ҫулта юпа 16-мӗшӗнче Аслӑ Елчӗк ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Елчӗкри вӑтам шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Хусанти медицина институтне хӗрлӗ дипломпа пӗтерсе хирург специальноҫне алла илет. Канаш районӗнчи Сиккассин больницинче хирургра, тӗп тухтӑрта ӗҫленӗ, Новосибирскри, Актюбинскри медицина институчӗсенче вӗрентнӗ. 1986-мӗш ҫултан И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче ӗҫленӗ. Медицина ӑслӑлӑхӗнчи 500 ытла ӗҫӗн авторӗ. Литературӑра та ӑнӑҫлӑ та тухӑҫлӑ ӗҫленӗ. Вулакансем унӑн «Мӗншӗн ҫӑлтӑр ӳкет-ши?», «Хирург телейӗ», «Малалла пурнӑҫ, малалла…», «Атте ҫути» кӗнекесене хапӑл туса йышӑнчӗҫ. Кӗнекесен авторне Чӑваш Енре кӑна мар, пӗтӗм Раҫҫейӗпех тата унӑн тулашӗнче те пӗлеҫҫӗ. Хайлавӗсенче вӑл тухтӑрсен, ытларах хирургсен ҫӑмӑл мар ӗҫне-хӗлне сӑнлать, кӑмӑл-туйӑмне уҫса парать. «Атте ҫути» романра Анатолий Никандрович хӑйӗн пурнӑҫӗпе паллаштарать. Вӑл ачалӑхӗ, тухтӑр пулас ӗмӗчӗ еплерех ҫурални, ҫак пархатарлӑ ӗҫри йывӑрлӑхсене епле ҫӗнтерни ҫинчен каласа парать. Кӗнекесене районти тата ялти вулавӑшсенчен илсе вулама пулать.                           

Анатолий Никандрович Волков профессор 2021 ҫулхи нарӑсӑн 15-мӗшӗнче вилнӗ.



ЦБС Яльчикского района
18 октября 2021
14:26
Поделиться