Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Пултаруллă педагог пур енĕпе те ăста

Кашни çĕнĕ кун çĕнĕлĕх илсе килет пулсассăн та йăлана кĕнĕ çирĕп йĕркерен пăрăнмаççĕ Курнавăшри Корниловсем: тул çутăличченех ура çине тăраççĕ. «Ĕмĕре çывăрса ирттермелле мар» – девиза мала хураççĕ харсăрскерсем. Герасим Васильевич тÿрех кил картинчи ĕçсемпе тăрмашать, Евгения Николаевна качакине суса кĕрсен ирхи апат хатĕрлет. Ирех ĕçе кайса каçхине çеç таврăннăран киле юлакан хунямăшĕ валли ĕçме-çиме хатĕрлесе хăварма та ĕлкĕрет. Апатланса тирпейленнĕ хыççăнах учительсем шкула васкаççĕ. Ытти чухне çуран утаççĕ пулсан, хальхинче çăмăл машинăпа тухрĕç. Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Евгения Николаевнăна тата яваплă ĕç хушнă: вăл директор çумĕ те. Çавăнпа та уроксем хыççăн ĕçпе район центрне те çитсе килмелле. Кун пек чухне, паллах, пулăшу аллине тăсаканĕ – савнă мăшăрĕ.

Паян эрнекун пулнăран Корниловсем çичĕ сехет çитиччен шкулта. Евгения Николаевна дежурнăй-çке. Директор çумĕ эрнере икĕ кун дежурствăра тăрать. Шкул автобусĕ пирвайхи рейспа ачасене çичĕ сехет иртсессĕнех илсе çитерет. Дежурнăй учительпе Роза Федорова медсестра ачасене алăк патĕнчех сывлăхне тĕрĕслеççĕ, тĕрлĕ вируссенчен сыхласа аллисене дезинфекцилеççĕ.

Нумай та вăхăт иртмерĕ – шăнкăрав шăнкăртатрĕ. Вĕрентекенсем тулли кăмăлпа, савăнăçлă пит-куçпа урока утрĕç. Юратаççĕ Корниловсем чун ыйтнипе суйласа илнĕ профессие, ачасене. Каникулсенче ачасемсĕр тунсăхласа çитеççĕ. Ашшĕ-амăшĕ умĕнче те, коллективра та пысăк хисепе тивĕçнĕ.

Учительсен йăхĕнчен

Çуткÿл ялĕнче çуралса ÿснĕ Женя шкулта яланах лайăх вĕреннĕ. Амăшĕ ăна 41 çулта чухне çут тĕнче пилленĕ. Мария Петровна Петрова малтанах кĕçĕн классене, унтан аслă пĕлÿ илсе математика вĕрентнĕ. Ашшĕ, Николай Федорович Кузнецов, истори, ĕç урокне ертсе пынă. Ашшĕпе амăшĕн çăмăл мар ĕçне куллен курса тăнă пулин те, çĕрĕ-çĕрĕпе тетрадь тĕрĕслеççĕ, урока хатĕрленсе плансем çыраççĕ, тăтăшах çĕнĕ кĕнеке-журнал вулаççĕ, çав вăхăтрах пысăк хуçалăх тытса пыраççĕ, хĕр вĕсем пекех пулма тăрăшнă. Малтанах математик пулас ĕмĕтпе çунатланнă-ха анлă тавра курăмĕпе палăрнă хĕр ача. Унтан вырăс чĕлхипе «4» паллă илнĕрен: «Нивушлĕ çак предмета лайăх пĕлместĕп вара эпĕ; Вырăс чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ пулатăп», – тесе хăйĕн умне çирĕп тĕллев лартнă та И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне çул тытнă. Историпе филологи факультечĕн вырăс уйрăмĕнче вĕреннĕ çулсенче ялти шкулта практика ирттернĕ. Юлашки курсра вĕреннĕ чухне тăван шкулта ятарлă пĕлÿ илнĕ вĕрентекен çуккипе мал ĕмĕтлĕ пикене Николай Кириллов директор ĕçе вырнаçтарнă. Пуçланнă вара çамрăк специалистăн анлă ĕç каçалăкĕ. Унтанпа 35 çул хыçа юлнă. 22 çул Çуткÿлте, 8 çул Елчĕкре, 5 çул Курнавăшра вĕрентет Евгения Николаевна. Çемье учительсен династийĕ тенĕрен, каласа хăвармасăр иртес мар, Ираида йăмăкĕ И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика институчĕн физикăпа математика факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Çавăн пекех Зинаида аппăшĕ те вĕренÿ тытăмĕнче тăрăшать.

Çак çулсем хушшинче Евгения Николаевна хăйĕн пултарулăхне пур енлĕн уçма тăрăшать. Ачасене тарăн пĕлÿ панисĕр пуçне хăй те тăтăшах вĕренет, курссенче пĕлÿ пухать, аттестаци витĕр тухать. Унăн вĕренекенĕсем районти олимпиадăра пĕрре мар çĕнтернĕ, призлă вырăнсем йышăннă. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче, акă, Александра Романова, Анастасия Демьянова пысăк ÿсĕмсемпе палăрнă. Вырăс чĕлхипе литературин кабинечĕ те хăйне евĕрлĕ илемлĕ. Стенасем çинче – курăмлă стендсем. «Литература – это исповедь» стендра, калăпăр, вырăс классикĕсен портречĕсене вырнаçтарнă. Хăш паллă писательпе поэта вĕренеççĕ – портретсене улăштарса тăраççĕ. Хăй аллипе ăсталанă «Учись учиться» стенд та питĕ вырăнлă. Хальхи вăхăтра вăл класс ертсе пымасть, унсăрах ĕç çителĕклĕ.

Эрнере вăл вырăс чĕлхипе литературине 19 сехет вĕрентет. Шкул ачисен тетрачĕсене куллен тĕрĕслеме вăхăт çитерет. Унсăр пуçне вăл ачасем кĕнеке сахал вуланине шута илсе «Книга месяца» акци йĕркелессине çирĕп йăлана кĕртнĕ. Кашни ачан уйăхра пĕр кĕнеке вуламалла. Ăна урока илсе килмелле. Кĕнекесен списокĕ класра çакăнса тăрать. Вĕренекенсем вуланă кĕнекен содержанине тĕплĕн уçса каласа парасси – тĕп тĕллевсенчен пĕри.

Ырă та çирĕп йĕрке учителĕн: вĕренекенсене тĕрлĕ экскурси кăтартасшăн тимлет вăл. Вырăс классикĕсен юратнă вырăнĕсене те çитсе килеççĕ. Унтан ĕлĕкхи пурнăçа сăнлакан сочиненисем çыраççĕ.

Евгения Николаевна хăй те тĕрлĕ шайри конкурссене хастар хутшăнать. «Серафим учителĕ» конкурс çĕнтерÿçи вăл. Районти «Çулталăкри учитель», «Чи лайăх класс ертÿçи» конкурссенче призлă вырăнсем йышăннă. Пушă вăхăтра Вырăскассинчи «Шанăç» фольклор ушкăнне çÿрет. Ял тăрăхĕнчи смотр-конкурссенче концерта ертсе пырать. Юрă-ташăпа кăсăкланнисĕр пуçне сăвăсем вулама юратать. Ку енĕпе тĕрлĕ конкурсра мала тухнă. Мĕнле ĕлкĕрет-ши, мĕнле вăхăт çитет-ши унăн тата вĕтĕ шăрçасемпе аппаланма; Алмаз тĕррипе те тĕрлет, тухъясем ăсталать, çав вăхăтрах чăваш кĕпи çĕлет. Илемлĕ литература нумай вулать, çĕнĕлĕхсенчен тăрса юлас мар тесе вĕренÿ методикисемпе паллашать.

– Анне те, хуняма та лайăх çĕвĕçĕ пулнипе палăрнă. Эпĕ те çамрăклах çĕвĕ ĕçĕпе аппаланатăп. Ачасем пĕчĕккĕ чухне концертсене хутшăнма хамах чăваш кĕпи çĕлесе параттăм вĕсене, – тет виçĕ ача амăшĕ.

Ĕçчен хĕрарăмăн арчи те нумай. Уявсенче, концертра тăхăнакан икĕ аркăллă чăваш кĕпи кăна 10 тĕрлĕ, тĕрĕллĕ саппун-тутăрĕ тата…

Чун туртăмĕ – техникăра

Пилĕк ачаллă çемьере ÿссе çитĕннĕ Гера мĕн пĕчĕкрен техникăпа кăсăкланнă. Трактор-машинăн кашни пайне чухланипе кăна мар, вĕсене ĕçлеттерме те пĕлнĕ. Çав вăхăтрах пĕр касри ачасене пĕренесем çине лартса тĕрлĕ математика вăййисемпе выляттарнă, шутлаттарнă. Хăй учитель пек пулса тĕрĕсленĕ. Вăтам шкул хыççăн И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика институтне, физикăпа математика факультетне вĕренме кĕнĕ. Алла диплом илсен Çуткÿлти шкула ĕçлеме килнĕ. Ачасене физика предметне вĕрентнĕ. 2015 çулта шкул хупăнсан Герасим Васильевичăн юратнă ĕçĕпе вăхăтлăха сыв пуллашма тивнĕ. Ăста алăллă пулнине кура ÿркенмен арçынна стройкăна ĕçлеме чĕннĕ. Культура çурчĕсене, шкулсене юсанă çĕрте çанă тавăрса вăй хунă ăста педагог.

Пурнăç шăпи ăна хăй вĕреннĕ шкула илсе çитернĕ. Хальхи вăхăтра вăл шкул ачисене водителе, тракторист-машиниста вĕрентет.

– Аттестатпа пĕрле специальность илсе тухакансен йышĕнче хĕр ачасем пурри те савăнтарать. Паянхи хĕр упраç техникăна тепĕр каччăран лайăх ăнланать, – пĕлтерет производство вĕрентĕвĕн мастерĕ.

Ывăлсенчен асли пулсан та ашшĕпе амăшĕ Герăна тĕп киле хăварасшăн ăнтăлнă.

– Епле пулсан та пире ватлăхра пăхакан кирлĕ. Гера вара чи йăвашши те харсăрри. Кинпе иккĕшĕ лайăх пăхаççĕ. Упăшкам йывăр чире пула çĕре кĕчĕ. Ун хыççăн кинĕн амăшĕ пирĕн патăмăрта пурăнчĕ. Суккăрланнăччĕ вăл. Ачасем ĕçе кайсан иксĕмĕре тунсăх марччĕ. Вăл тăватă çул каялла, 92 çулта, пурнăçран уйрăлчĕ. Халĕ ватти килте эпĕ кăна, – пĕлтерет 83 çулхи Александра Ивановна.

Герасим Васильевич спортпа туслă. Студент чухне марафон чупма кăмăлланă, студентсен канашĕнче пуçарулăх кăтартнă. Халĕ те куллен зарядка тăвать.

Ачисем пĕчĕккĕ чухне Корниловсем «Çулталăкри çемье» конкурссене те хутшăннă. Вăхăтĕнче «Шанăç» фольклор ушкăнне те çÿренĕ Герасим Васильевич. Унăн юлташсем нумай, кÿршĕ-аршăпа та пĕр çăварта пурăнать. Пахчара ĕçлеме, йывăç-тĕм лартма кăмăллать.

Çуллахи каникул вăхăтĕнче вара арçын пушшех хĕрÿ ĕçре. Кашни çулах комбайн штурвалĕ умне ларать. Кăçал та Патăрьел районĕнчи Татмăш ялĕнчи Семеновсен фермер хуçалăхĕнче комбайнерта ĕçлерĕ. Чăх-чĕп валли тыр-пулĕ те çителĕклĕ, укçи-тенкине аван параççĕ.

Корниловсен виçĕ тĕпренчĕкĕ те тăван кил ăшшинчен уйрăлса тĕрлĕ çĕре саланнă. Аня çемье çавăрнă. 4 çул каялла Женьăпа Гера кукамăшĕпе кукашшĕ ятне илтнĕ. Аслă хĕрĕ ЧПУн экономика факультетĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн «Киви» банкра тăрăшать. Мария Мускаври Пирогов ячĕллĕ медицина университетĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн унтах участок терапевтĕнче ĕçлет. Вова ЧПУН электротехника факультетĕнче пĕлÿ илнĕ хыççăн Шупашкарти банка вырнаçнă. Ачисем пурнăçра хăйсен вырăнне тупнăшăн ашшĕпе амăшĕ чунтан хĕпĕртеççĕ.

Учитель çемйи ял тăрăхĕн пурнăçĕнчен те аякка тăрса юлмасть. Яланах ял çыннисемпе пĕрле, «Нимене» те хастар хутшăнаççĕ. Евгения Николаевна тата вырăнти суйлав комиссийĕн председателĕ те. Тÿрĕ кăмăллă ĕçшĕн панă Хисеп хучĕсем те йышлă вĕсен. Ытти наградăсем те пур. Мухтанма, ытлашши калаçма юратман мăшăр ачасен юратăвĕнчен пысăк ят-сум çуккине лайăх ăнланать. Вĕсем вĕрентÿ ĕçĕнче пĕрремĕш утăмсем тума пулăшнă Çÿткул шкулĕн коллективне яланах ырăпа аса илеççĕ. Кунтах вĕсен çемйин ăраскалĕ пĕрлешнĕ…

В.СМИРНОВА.
Сăн ÿкерчĕкре: Корниловсем.



Елчек ен
01 октября 2021
10:35
Поделиться