Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ – Пĕлÿ кунĕ

Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ – Пĕлÿ кунĕ

Пĕлÿ кунĕ – питĕ ырă та савăнăçлă кун, мĕншĕн тесен Раççейри пĕтĕм çыншăн  пысăк уяв. Çак кун пур шкулта та пĕрремĕш урока чĕнсе пĕрремĕш шăнкăрав янăрать.

Пĕлÿ кунĕ вĕренÿ çулĕн пуçламăшĕ, тăсăмĕ, малашлăхĕ. Умра хаваслă вĕренÿ кунĕсем. Çирĕклĕ Шăхальти вăтам шкула кăçал 125 ача вĕренме килчĕ. Вĕсенчен 14-шĕ- пĕрремĕш хут.

Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕн мухтанмалли нумай. Вăл яланах хăйĕн вĕренекенĕсемпе, кунта ĕçлекенĕсемпе мăнаçланма пултарать. Вĕренÿ керменĕнче чи пултаруллă педагогсем чунне парса ырми-канми тăрăшаççĕ. Çĕнĕрен те çĕнĕ технологисене алла илсе ачасене тарăн пĕлÿ парса пурнăç çулĕ çине тухма пулăшаççĕ. Учительсем вĕрентнĕ ачасем тĕрлĕ вĕренÿ заведенийĕсенче пĕлĕвĕсене малалла туптаççĕ, анлăлатаççĕ, суйласа илнĕ профессие алла илеççĕ. Пирĕн шкултан вĕренсе тухнă çынсем тĕрлĕ отрасльте ĕçлеççĕ. Вĕсен йышĕнче учительсем, ăсчахсем, программистсем, менеджерсем, юристсем, тухтăрсем, строительсем.

Кăçал шкул Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Грантне çĕнсе илчĕ, «Точка роста» проектпа килĕшÿллĕн физика, биологипе хими кабинечĕсем тĕпрен çĕнелчĕç, çĕнĕ оборудованисемпе пуянланчĕç.

Пĕлÿ кунне халалласа шкулта савăнăçлă линейка иртрĕ. Уяв ячĕпе пуçтарăннисене шкул директорĕ Карчиков В.В., район администраци пуçлăхĕн çумĕ Петров Н.П., ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ловкин Г.П., район депутачĕсем Галкин Ю.В., Перепелкин С.Н. саламларĕç, вĕренÿре, ĕçре, спортра çитĕнÿсем сунчĕç.

Иртнĕ вĕренÿ çулне «пиллĕк» паллăпа вĕренсе пĕтернисем (вĕсем 13-ĕн)- Мухтав хучĕсене, ĕçре палăрнисем Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсене, парнесене тивĕçрĕç.

Пĕрремĕш шăнкăрава пама ку хутĕнче 11-мĕш класри Илья Кузминпа 1-мĕш класа килнĕ Таисия Васильева тивĕçлĕ пулчĕç.

Пурне те çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа саламлатпăр!



01 сентября 2021
14:32
Поделиться