«Тĕрĕллĕ Чăваш ен» акци-проекта хутшăнса

Çĕртме уйăхĕн вĕçĕнче Чăваш Республикинче «Тĕрĕллĕ Чăваш ен» ятпа ятарлă акци-проект ĕçлеме пуçларĕ. Чăваш тĕрри ăстисем «Паха тĕрĕ» фирма ертсе пынипе Чăваш Республикин карттине тĕрлеме пуçларĕç, проекта Чăваш наци музейĕ йĕркелесе янă.
Çак акцинче хутшăнса Чăваш Республикинчи 21 муниципаллă район ăстисем хăйсен район карттине тĕрлеççĕ. Карттăна «Паха тĕрĕ» фирма пĕрле пуçтарса Чăваш тĕррин кунĕ тĕлне хатĕрлет. Кашни районти тĕрĕ ăсти хăйсен тăрăхĕнчи çĕвĕпе, районти символикăсемпе усă курса хатĕрлет.
Чăваш АССР карттине пуçласа 1937 çулта тĕрленĕ пулнă. Вăл ун чухне Чăваш автономийĕ Пĕтĕм Союзри ялхуçалăх куравне хатĕрленнĕ ятпа тÿр килнĕ, калăпăшĕ 2,70 х 2,5 0 метр пулнă. Ăна масштабпа картографи калăпăшĕсене пăхăнса тĕрленĕ. Вăл вăхăтри проекта Л.Г.Яковлева ÿнерçĕ ерте пынă. Алькешри «Паха тĕрĕ» фирмăра вăй хуракан 11 тĕрĕ ăсти çак карттăна пĕр çулталăк хатĕрленĕ.
84 çул иртсен, паянхи кунхи тĕрĕ ăстисем тепĕр хут Чăваш Республикин карттине тĕрлесе, ĕлĕкхи мастерсен ăсталăхне хутшăнтарса, утă уйăхĕн пĕрремĕшĕнчен пуçласа авăн уйăхĕн 15- мĕшĕччен хăйсен район карттисене тĕрлеççĕ. Ятарлă пир татăкĕ çинче кашни тĕрĕçĕ хатĕрленĕ пайсене «Чăваш тĕррин музейне» кайса параççĕ. Чÿк уйăхĕн 26- мĕшĕнче вара Чăваш тĕрри кунĕ çĕнĕ карта çут тĕнче курать.
Елчĕк район карттине Римма Парферьева, Елчĕкри искусство шкулĕн преподавателĕ тĕрлеме килĕшрĕ. Çак яваплă ĕçе хумханса та чун хавалĕпе тăрăшса ĕçлерĕ, карта схемине хатĕрленĕ самантсенче Елчĕкри историпе тăван тавралăх музейĕнчи ĕçтешĕсемпе канашларĕ. Районти 9 ял поселенине тĕрлĕ тĕспе тĕрлесе уйăрнă май çак тăрăхра ял хуçалăх ĕçĕпе мĕнле уйрăлса тăнине, çак поселени ыттисенчен мĕнле хаклă историллĕ вырăнпа пуян пулнине кăтартса хăварас терĕ. Аслă Пăла, Çÿт кулĕ, Аслă Таяпа, Лащ-Таяпа вырăнĕсене хăйне евĕрлĕ паллăпа тĕрлесе хăварчĕ Римма Витальевна. Карта варринче Елчĕк районĕн символики те тĕп вырăн йышăнса тăрать.
Паянхи куна 21 район хушшинче Римма Парферьева ăстасенчен пĕрремĕш пулас карттăн пайне Чăваш тĕррин музейне илсе çитернĕ.