Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

«Таравата» тыр-пул ăстисем тарават

Çирĕклĕ Шăхалĕнчи культура ĕçченĕсем тыр-пул çитĕнтерсе ăна тирпейлĕн пуçтарса кĕртекенсен пархатарлă тивĕçне пысăка хурса хаклаççĕ.

Çак кунсенче «Тарават» агитбригада «Труд» ял хуçалăх производство кооперативĕнчи тыр-пул ăстисем патĕнче концерт кăтартнă. Культура ĕçченĕсем кĕске вăхăтлăх кану йĕркелесе, илемлĕ юрă-кĕвĕ шăрантарнă, комбайнерсемпе водительсен тăрăшулăхне палăртса ырă кăмăл-туйăм парнеленĕ. Кунтах вырма хастарĕсем çĕнĕ хаçат-журналпа, кĕнекесемпе паллашнă.

Сăн ÿкерчĕкре: «Тарават» агитбригада уй-хирте.



Елчек ен
03 августа 2021
09:16
Поделиться