Суйлава сăнаса тăма
Чăваш Республикин Общество палатин ячĕпе суйлав участокĕсенчен граждансем валли видеотрансляци тума май çукки пирки ыйту çитнĕ. Социаллă сетьсенче кĕске вăхăт хушшинче тĕрлĕ сас-хура çĕкленчĕ, комментарисем те сахал мар пулчĕç. Чăн та, Раççей Тĕп суйлав комиссийĕ июлĕн 14-мĕшĕнче мĕнле йышăну тунă; Суйлав уççăн ирттерессине тĕрĕслесе тăракан принципсене пăхăнаççĕ-и?
Видеокамерăсем ĕçлеççĕ-и?
Паллах, участоксенче камерăсен шучĕ çулсерен ÿссе пырать. Вĕсем лару-тăрупа тĕплĕнрех паллашма май параççĕ. Пĕтĕмпе суйлав вăхăтĕнче участоксен 80 процентне камерăсемпе сăнаса тăма палăртаççĕ. Интернетпа тивĕçтермен пысăках мар участоксенче, çав шутра суйлавçăсен шучĕ 1 пинрен сахалрах пулнă вырăнсенче, видеорегистраци йĕркелĕç.
2021 çулхи çитес суйлав кампанийĕнче 100 пин ытла камера суйлав уçă та тĕрĕс иртнине сăнаса тăрĕ. Ку вăл малтанхи суйлавсенче пулнă камерăсенчен 2,5 хут ытларах.
Трансляцие тÿрремĕн курĕç
Раççейĕн кирек хăш гражданинĕ те хăйне кăмăла кайнă кирек мĕнле суйлав участокĕнче те кандидата та, парти кандидатне те, штабпа килĕшсе татăлнă май, видеотрансляци урлă курма пултарать. Видеотрансляци виçĕ кун пырать.
Енчен те эсир хăвăр кăмăла каякан кандидат тата партипе килĕшсе татăлсассăн унăн штабне пыма, телефон экранĕ çинчен видео çырса пыма пултаратăр. Кунта нимĕнле чару та пулмасть. Видеокамерăсене сасăлав процедурин уççăнлăхне тĕрĕслесе тăма май пултăр тата суйлав пĕтĕмлетĕвĕсене тунă чух ăнланман ыйту сиксе ан тухтăр тесе палăртаççĕ.
Суйлав уçă пултăр
Çакна сăнаса тăракан /наблюдатель/ пек пулсан тума пулать. Тĕслĕхрен, ку суйлав тапхăрĕнче сасăлав процесне сăнамалли майсене анлăлатнă. Партисемпе кандидатсемсĕр пуçне участоксенче ахаль граждансем – обществăлла сăнавçăсем пулаççĕ. Вĕсен ĕçĕ-хĕлне Чăваш Республикин Общество палати палăртать.
«Пирĕн республикăра пурăнакан кашни çыннăн суйлав кампанине тĕрĕслесе тăма май пур. Ку мĕн пур çыннăн гражданла прави. Кашнин тивĕçĕ – суйлав процесне хутшăнасси. «Пирĕншĕн те йышăну тунă тесе ан калаччăр кайран çынсем», – палăртнă Чăваш Ен Общество палатин членĕ Владимир Тимофеев. Унăн шухăшĕпе, видео асăрхавĕ – тĕрĕслев инструменчĕ.
Пирĕн районти пур суйлав участокĕнче те видеокамерăсем вырнаçтарма палăртнă. Камерăсенче пĕтĕм суйлав саманчĕ упранса юлать, вĕсене çĕнĕрен пăхса тухма май пур.
Çавăн пекех кашни участокрах суйлав ирттернĕ чухне никама пăхăнман икĕ обществăлла сăнавçă пулать. Ун пирки пире Елчĕк районĕнчи общество сăнавĕн штабĕн ертÿçи Елена Лебедева каласа кăтартрĕ: «Сăнавçăсен тĕллевĕ – суйлав участокĕсенче йĕркене пăхăннине асăрхасси. Пурĕ 33 участокра 66 сăнавçă пулĕ. Вĕренÿ витĕр тухнă, ĕçе хатĕр вĕсем».
Интернетра тăтăшах информаци вырнаçтарни те суйлав уççăнлăхне тата вĕсен ĕçĕ уçăмлă пулнине çирĕплетет.
Елчĕк территори суйлав комиссийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсен суйлавне ирттернĕ чухне районти суйлав участокĕсенче пуринче те видео сăнав ирттерĕç. Çавăн пекех сăнав сасăлав кунĕсенче – сентябрĕн 17, 18, 19-мĕшĕсенче талăкĕпех пулĕ. Видео сăнав сасăлав йĕркеленĕ, бюллетеньсене сейф-пакета тата вĕсене упрамалли ешчĕксене вырнаçтарнă, суйлавçăсен сассисене шута илнĕ тата сасăлав пĕтĕмлетĕвĕсем çинчен калакан протоколсене шутланă, суйлав комиссийĕн пĕтĕмлетĕвне ирттернĕ самантсене пĕтĕмлетме май парать.