Каникул хаваслă ирттĕр
Ачасене илес пулсан, пĕрисем кунĕпе урамра чупаççĕ, теприсем телевизор е компьютер умĕнче лараççĕ, килти тĕрлĕ ĕçе пурнăçлаççĕ. Шăпах çак тапхăрта аслисен кĕçĕннисемпе уйрăмах тимлĕ пулмалла, вĕсене хăйсене мĕнле тытмаллине анчах мар, асăрханулăх правилисене те вĕрентмелле, кашни утăмра тĕл пулма пултаракан инкекрен упрамалла.
Килте чухне ачан мĕн пĕлмелле?
– ачан чÿрече çинче е ун çывăхĕнче вылямалла мар /ачасем чÿречесенчен тухса ан ÿкчĕр тесен кантăк çине ятарлă блокировка вырнаçтармалла, май пулсан хăлăпне кăларса илмелле/;
– телефонпа усă курма пĕлмелле, кирек хăш вăхăтра та вăл ашшĕ-амăшне е 112 номерпе васкавлă çăлав службине шăнкăравлама пултартăр /ку службăна телефон çинче укçа, картта пулмасан та шăнкăрав çитет/;
– интернет уçлăхне кĕрсен хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнма вĕренĕр, çакă ырă мар шухăшлă çынсен витĕмне кĕрсе ÿкесрен пулăшать;
– хваттерте е çуртра пĕччен чухне палламан çынсене алăк уçса кĕртме юрамасть, хурав памалли лару-тăру сиксе тухсан эсир килте пĕччен юлни пирки ан пĕлтерĕр, тÿрех телефон урлă аçăр-аннĕрпе çыхăнăр;
– шăрпăк е зажигалка тытма юрамасть /аслисен ку хатĕрсене унăн алли çитмен вырăна хумалла/;
– пушар е ытти инкек вăхăтĕнче çуртри тĕрлĕ вырăна пытанма юрамасть, тÿрех кил-çуртран тухса инкек пирки аслисене пĕлтермелле.
Сăмах май, кĕçĕннисене çуртра хăйсене анчах питĕрсе хăварни те хăрушă. Енчен те вут-çулăм алхасма тытăнсан е ытти инкек пулсан вĕсем урама тухма пултараймĕç.
Çурт тулашĕнче, урамра
– ачан хăйĕн тата ашшĕ-амăшĕн ячĕпе хушаматне, ял ячĕпе урамне, çурт номерне пĕлмелле;
– урамра пĕччен юлма тиврĕ пулсан çын нумай çÿрекен вырăнсемпе утмалла, пушă çурт, кивĕ сарай е ытти хуралтăна кĕресрен асăрханмалла;
– кÿрентерме тăчĕç пулсан иртен-çÿренрен пулăшу ыйтма вăтанмалла мар;
– хуçасăр чĕрчунсенчен пăрăнмалла. Енчен те вĕсем сирĕн çула пÿлчĕç пулсан чупса тарма, алăсемпе хăлаçланма, хăвăрт хусканусем тума, куçĕнчен пăхма юрамасть. «Фу!» е «лар!» команда памалла.Телефон алăра пулсан, унти фонарьпе куçĕсенчен çутатмалла.
– палламан çынсемпе калаçăва ан кĕрĕр.
Пахчара, уй-хирте
– пахча – вылямалли вырăн мар, унти культурăсене хими препарачĕсемпе им-çамланăран вĕсем кĕçĕннисен сывлăхне сиен кÿме пултарĕç;
– ÿсен-тăрансемпе те асăрхануллă пулмалла, вĕсен хушшинче усăллисемпе пĕрле наркăмăшлисем те пур, çавăнпа та палламаннисене ан тĕкĕнĕр, ан татăр.
Шыв хĕрринче
– пĕве-юханшыв хĕррине аслисемсĕр ан кайăр;
– тарланă пулсан тÿрех кÿлле ан сикĕр, кĕлеткене шывпа пĕрĕхтерсе сивĕтĕр;
– çырантан тÿрех ан сикĕр, кÿлĕ тĕпĕнче туратсем е тимĕр-тăмăр пулма пултарать;
– шывра чух хамăра лăпкă тытмалла, пĕр-пĕрне сирпĕтмелле е ытти вăйă выляма ан васкăр, вăйă вăхăтĕнче ăнсăртран шыв çăтса илсе чыхăнса кайма пулать.
Çул-йĕр çинче
– çул-йĕр тата ун çывăхĕ вылямалли вырăнсем мар;
– 14 çула çитиччен велосипедпа автоçул çине тухма юрамасть;
– çак ÿсĕме çитнĕ пулсан ятарлă велоçулпа, аслă çул çине тухсан çул хĕррипе анчах пымалла, правилăсене çирĕп пăхăнмалла;
– çул урлă çуран çÿрекенсене каçма ирĕк паракан вырăнсенче анчах каçмалла;
– автомашина сире ирттерсе яма хатĕр пулнине туйсан çеç çул çине ура ярса пусмалла.
Л.ЕГОРОВА