Таяпа хулашĕнче иртекен черетлĕ археологин кăçалхи тĕпчевне июнь уйăхĕн 1-мĕшĕнче пуçлани пирки маларах хаçатра пĕлтернĕччĕ. Çак кунсенче шырав-тĕпчев ĕçĕсем пыракан вырăнта район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, Чăваш патшалăх гуманитари институчĕн директорĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов, Шупашкарти кооператив институчĕн ректорĕ, истори наукисен докторĕ Валерий Андреев профессор пулса археологсемпе курса калаçрĕç, кунти ĕç-хĕлпе паллашрĕç.
Шырав ĕçне ертсе пыракансем – Чăваш патшалăх гуманитари институчĕн ăслăлăх ĕçченĕсем. Тутарстанри археологсемпе пĕрле йĕркелеççĕ вĕсем çак ĕçе. Институтăн археологи пайĕн заведующийĕ, истори наукисен кандидачĕ Наталья Березина, Евгений Михайловпа Александр Березин наука сотрудникĕсем, Владимир Иванов лаборант кунти ĕç-хĕлпе хаваспах паллаштарчĕç. Вĕсем пĕлтернĕ тăрăх, тĕпчев ĕçне 30 яхăн археолог /çак йышра Хусан, Тольятти тата ытти хуласенчи тĕпчевçĕсем те пур/ хутшăннă. Сăмахран, Радик Хамзин наука сотрудникĕ /Хусан/ ку ĕçре пĕрремĕш хут анчах мар. Археологсене И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн студенчĕсем, Елчĕк районĕнчи шкулсенче вĕренекенсемпе истори учителĕсем, волонтерсем пулăшса пыраççĕ. Аслă Таяпа ял тăрăхĕн администрацийĕ тата шкул коллективĕ йĕркелÿ ыйтăвĕсене татса парас ĕçре пысăк пулăшу кÿнине палăртмалла.
Археологсен шухăшĕпе мĕнлерех-ши хулаш историйĕ? Мĕн тупнă тата мĕн тупма пултараççĕ вĕсем кунта? Çак ыйтусем çине хурав тупас тĕллевпе редакци ĕçченĕсем шырав иртекен вырăнта пулчĕç. Хулаш историйĕпе пире Наталья Березина питĕ тĕплĕн паллаштарчĕ, сăмахĕсене çак вырăнта хăйсем тупнă тĕрлĕ хатĕрсене кăтартса çирĕплетсе пычĕ. Аслă Таяпа çумĕнчи хулаш урлăш-тăршшĕ 525-шер метр, пурĕ 28 га йышăнать. Ăна икĕ хут валпа çавăрса илнĕ, вĕсен сарлакăшĕ – 2 метр, çÿллĕшĕ паянхи кун – 3 метр, малтан валсем тата пысăкрах пулнă. Çÿллĕ вырăнта вырнаçнă тăваткал лаптăк, виçĕ енчен Таяпа тата Кив çурт юхан шывĕсемпе çăвăнса ларать. Кунта йĕри-тавралăх ал тупанĕ çинчи пек курăнать. Хулаша сахал мар тĕпченĕ. Пуçласа С.Е. Мельников тĕпчев ирттернĕ кунта. 1856 çулта «Казанские губернские ведомости» хаçатра кунти валсемпе канавсен юлашкийĕсем пирки çырса кăларнă, çак авалхи хулаша Батый хан тапхăрĕпе палăртнă. 1877 çулта – С.М.Шпилевский пичетленĕ ĕçре вăл ку хулаша Хусан кĕпĕрнинчи пăлхар-тутар палăкĕсен чи авалхи хулисен шутне кĕртнĕ. 1892 çулта вырăнти тавра пĕлÿçĕсем – И.А.Износковпа И.Я.Зайцев нумай вăй хураççĕ. 1927 çулта Таяпа хулашне тĕпчеме Ленинградран паллă ученăй-археолог П.П.Ефименко килсе çитет, вăл Хусанта тухса тăракан «Известия общества археологии, истории и этнографии» журналта кунта тупнă артефактсем пысăк пĕлтерĕшлине, анлă тĕпчев ĕçĕсем ирттерме кирлине палăртнă. Археологи тĕпчевĕсем Аслă Таяпа патĕнчи хулаша халĕччен тăватă хутчен ирттернĕ, 1948 çулта – истори наукисен докторĕ А.П.Смирнов. Вăл кунта Ылтăн Уртачченхи тапхăра /XI-XII ĕмĕр/ тата тутар-монголсен тапхăрне палăртнă. «Малтанах хулаш 200 тăваткал метр лаптăк çеç йышăннă. Ăна шалча картапа тата валпа çавăрса хÿтĕленĕ. Каярахпа вăл сарăлса пынă, çирĕплетнĕ çар хулашĕ пулса тăнă. Хулаш крепоçне тыткăна лекнĕ вырăс салтакĕсем тунă теме пулать», – çапла палăртнă ун чухне А.П.Смирнов. 1957 çулта Г.А.Федоров-Давыдов профессор ертсе пыракан ушкăн /вĕсем 1000 тăваткал метр лаптăка чавса тĕпченĕ/ культура сийĕ 50-60 см пулнине палăртнă. 1984, 1992 çулсенче кунта чăвашсен паллă археологĕсем В.Ф.Каховский тата Б.В.Каховский тĕпчевсем ирттернĕ. Бронза ĕмĕрĕнче кунта пураш культурин ăрăвĕсем пурăннине палăртаççĕ археологсем /4,5 пин çул каяллахи вăхăт/. Çакна кунта тупăнакан тĕрлĕ хатĕрсем лайăх çирĕплетеççĕ. Ăсчахсен шучĕпе, тутар-монголсем килсен хула-крепоçа çаврăннă. Хÿтĕлев çирĕп пулнă: 2-шер рет 6-10 метр çÿллĕш тăпра купаласа çавăрнă /вал/ тата 1-1,5 метр тарăнăш /сарлакăшĕ 2 метр/ шăтăксем /ров/ чавни паллă пулнă. Ылтăн Урта çарĕсем тапăнсан кунта пурăнакансем пысăк паттăрлăхпа палăрнă – тăшман ниепле те парăнтарайман вырăнти халăха. Хулаша вăйпа илме çуккине туйса 1237 çулта Батый хан хушнипе ăна тĕпĕ-йĕрĕпе çунтарса ярса çĕрпе танлаштарнă.
Паян тăрăшакан археологсем кунти вырăна кăçалхипе 3-мĕш çул тĕпчеççĕ. 2018, 2019 çулсенче пулнăччĕ вĕсем Елчĕк тăрăхĕнче. Иртнĕ çул коронавирус алхаснине пула палăртнă экспедицине ирттерме май килмен. 2018 çулта вĕсем 4 шăтăк чавнăччĕ. Ун чухне çÿп-çап шăтăкĕнче выльăх-чĕрлĕх шăммисене, тăм савăт-сапан ванчăкĕсене тупнăччĕ. Тимĕрçĕ лаççи вырăнĕ пулнă пулĕ текен лаптăкра тимĕр юлашкисем, известь сĕрнĕ тимĕр юпа, температурăна пĕр виçере тытса тăрас ĕçре усă курнă чĕрчунсен шăммисем тухнăччĕ. Пураш культурипе çыхăннă хатĕрсем те тĕпчевçĕсен куçĕ тĕлне пулнă. Тупнă япаласен хушшинче çавăн пекех кĕленче катăкĕсем, капăрлăх хатĕрĕсем /шăрçа, çĕрĕ/, зубила, керамика, çăра уççисем, пăлхарсен пуртти, çăра, ухă вĕçĕ, çекĕл, туптанă пăта тата ытти чылай япала нумай пулнă. Çак çулах 16-мĕш тата 18-мĕш раскопсене – масар тата канав вырăнĕсене чавнă. 2019 çулта асăннă ĕçе малалла тăснă, унсăр пуçне карьер çумĕнче канав вĕçне тупнă. Кăçал вара кунта йытă пуçĕ, кăйкăр шăмми-шаккине тупнă, вĕсемпе чÿк тунă чух усă курнă пулĕ текен шухăш пур. Çавăн пекех 18-мĕш раскопа малалла чавса тĕпченĕ, 19, 20, 21-мĕшĕсене чавнă. Пĕрремĕшĕнче пĕрлехи мунча тупнă. Ку вырăна 1948 çулта йĕркеленĕ экспедици /ăна А.П.Смирнов /Мускав/ ертсе пынă/ те тĕпченĕ пулнă, кунти вырăнсен шăпин 2 тапхăрне палăртнă: тутар-монголсен умĕнхи пысăк сала тата Ылтăн Урта вăхăтĕнчи хула. Шырав вăхăтĕнче тупăннă çурта Ылтăн Урта вăхăтĕнче хырçă-куланай пуçтараканăн çурт, е пĕрлехи мунча пулма пултарнă тесе те палăртнă ун чухне. Халĕ ăсчахсем пĕр шухăш патне тухнă – хамам евĕр мунчана /4х10метр/ кирпĕчрен купаланă, унăн никĕсĕ пур, урайĕ те хутăнса ăшăннă. Ăна вăтам ĕмĕрте пурăннă халăх технологийĕсене пăхăнса туни паллă. Кăçал тата пурăнмалли çурт-йĕрĕн пĕр пайне, вал умĕнче пулнă канава тупнă. Çавăн пекех масар пулнă вырăн чиккисене палăртас енĕпе ĕçлеççĕ. Масар çав тери пысăк пулма пултарнă текен шухăш пур кунта, çынсене мăсăльмансен йăли-йĕркине тĕпе хурса пытарнă.
– Тупнă япаласен хушшинче янтарь, керамика, тăм савăт, кантăк ванчăкĕсем нумай. Хулара пурнăç вĕресе тăнине кăтартать ку. Суту-илÿ ăнăçлă аталаннине кантăк ванчăкĕ нумай тухни çирĕплетет. Черккесен, вазăсен, кубоксен ванчăкĕсене Кавказ леш енчи, Иран, Хĕвел тухăç çĕршывĕсен территорийĕсенчен илсе килме пултарнă. Кунта тимĕр туптанă, кирпĕч çапнă, тăмран савăт-сапа ăсталанă. Çак савăтсем хальхи хрусталь евĕр хаклă пулнă вырăнти халăхшăн. Тупнă хатĕрсем тĕрлĕ наци культурин пулни паллă. Уйрăмах керамика культурăна уйăрма тата ăнланма пулăшать, кунта мĕнле халăх пурăннине уçса парать. Азербайджан, Византи территорийĕсенче тĕл пулнă тăм керамика катăкĕсем те тухаççĕ. Тĕсне кура ăçта тата мĕнле мелпе туни паллă. Таяпа хулашĕ темиçе сийлĕ палăк шутланать. Ванчăксем каярах кунта килсе вырнаçнă халăхсем нÿхреп-шăтăк чавнă чух та тухма пултарнă, – палăртать Наталья Березина.
Археологсене ĕçре çĕнĕ йышши технологисем пысăк пулăшу параççĕ. Вĕсемпе усă курса вĕсем çĕр айĕнчи япалан е объектăн вырăнне, калăпăшне, вăл мĕнле тарăнăшра вырнаçнине пĕлме пултараççĕ. Геофизика тĕпчевĕ /магнитометри тата георадар енĕпе/ çĕр айĕнче пин-пин çул каялла мĕн пулнине тĕпчеме май парать.
Экспедици ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă май ертÿçĕсем истори палăкне тĕпчени пысăк вырăн йышăннине палăртрĕç.
– Хулаш – пысăк пĕлтерĕшлĕ истори палăкĕ. Вăл тăван халăхăн аваллăхне çеç мар, пуласлăхне те кăтартакан вырăн. Çакăн евĕр палăксем хăйсен пĕлтерĕшне нихăçан та ан çухатчăр тесен вĕсенче музей е туризм центрĕ йĕркелесен питĕ аван пулмалла. Ку тĕлĕшпе Чăваш Ен Правительстви умне сĕнÿпе те тухасшăн, – терĕ Петр Краснов. – Ĕçĕн калăпăшĕ пысăк, ăна пĕр çулта та туса хума çук паллах. Анчах та ятарлă программа хатĕрлесен, пурте пĕр-пĕринпе килĕшÿре тата ăнланура ĕçлесен палăртнă тĕллевсене пурнăçлама пулатех.
Елена ПЕТРОВА