Шанăçа тÿрре кăларать
Сахал мар каччă хăйĕн пурнăçне Тăван çĕршыва хÿтĕлессине халаллать. Çулсеренех Елчĕк ен çамрăкĕсем çар енĕпе пĕлÿ илес тĕллевпе Раççейĕн тĕрлĕ вĕренÿ учрежденийĕсене çул тытаççĕ.
Курнавăш йĕкĕчĕ Иван Лакачов Мускаври Жуков, Ленин тата Октябрьти Революци орденĕсемлĕ Хĕрлĕ Ялавлă Мускаври çар училищинче вĕренет. Служба тивĕçне чыслăн пурнăçланăшăн, пуçарулăхпа тата вĕренÿре пысăк хастарлăхпа палăрнăшăн вăл çак кунсенче çар чаçĕн ялавĕ умĕнче сăн ÿкерттерме тивĕç пулнă.
Иван Курнавăшри Алексей Витальевичпа Леонила Витальевна Лакачовсен çемйинче кун çути курнă. Виçĕ ачаран вăталăххи вăл. Арçын ача кĕçĕн классенчех анлă тавра курăмлă пулнипе, пĕлÿ тĕнчине ăнтăлнипе палăрнă, шкулта «4» тата «5» паллăсемпе ĕлкĕрсе пынă. Паян та вăл лайăх вĕренекенсен йышĕнче.
– Тете вĕренни пуласлăхра кирлĕ пулни пирки каласах тăрать, – пĕлтерет Лакачовсен кĕçĕн ывăлĕ – Курнавăш шкулĕнче кĕçĕн класра вĕренекен Савелий.
Аслă хĕрĕ, Светлана, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн истори, управлени тата право факультетĕнче пĕлĕвне ÿстерет.
«Улми йывăççинчен аякка ÿкмест», – теççĕ халăхра ачасене хакланă чух. Ырă çимĕç ырă вăрлăх сапать. Сăмах май, Лакачовсем 2019 çулта районта иртнĕ «Çемье çулталăкĕ» конкурсра çĕнтерсе мала тухрĕç, Елчĕк чысне республика шайĕнче хÿтĕлерĕç. Çемьере пурте пултаруллă пулнипе çыхăннă çак çитĕнÿ. Ачисем ашшĕ-амăшĕ пекех хастар, анлă тавра курăмлă, мал ĕмĕтлĕ. Аслисене кура вĕсем вĕренÿре, спортра, юрă-ташăра харсăр. Иван кĕçĕнрен спорт енне туртăннă: пăшалтан перес, алă вăйĕ виçес, кире пуканĕ йăтас, футболла выляс… енĕпе палăрнă. Çавăн пекех вăл историпе тата обществознанипе иртнĕ районти олимпиадăсенче çĕнтерÿçĕсен йышне пĕрре анчах мар кĕнĕ. 2016 çулта истори предмечĕпе иртнĕ регионти олимпиадăн призерĕ пулнă. 2017 çулта халăхсен хушшинче вырăс литературипе иртнĕ «Пегас» конкурсăн дипломанчĕ вăл. Шкул çулĕнче чухне Вырăскассинчи «Шанăç» фольклор ансамблĕнче пултарулăхне туптанă, коллектив йышĕнче республика шайĕнчи фестивальсене пĕрре мар хутшăннă, 2016 çулта вара Городец хулинче йĕркеленĕ Пĕтĕм Раççей шайĕнчи «Зеленые святки» фестивалĕн дипломанчĕ пулса тăнă. Вăлах районти çамрăк армеецсен «Зарница» тата «Орленок» вăййисен хастар участникĕ пулса вĕсенчен яланах Хисеп хучĕсемпе таврăннă. Пăшалтан перес, автомата салатса пуçтарас енĕпе районта та, республика шайĕнче те палăрнă.
Обществăлла ĕçре хастарлăх кăтартаканскер Аслă Таяпари Хулашра 2018, 2019 çулсенче иртнĕ археологи тĕпчевĕсене хутшăннă, пуçарулăхпа палăрнăшăн Чăваш патшалăх гуманитари институчĕн Тав хутне тивĕçнĕ. Йĕкĕтĕн мĕн пур çитĕнĕвĕ пирки йăлтах çырса та пĕтереймĕн, питĕ нумай вĕсем.
Çарта та хăйне лайăх енчен анчах кăтартать вăл. Юлташĕсем тата çар командованийĕ Ивана ăслă-тăнлă, вăй-хал енчен çирĕп пулнăшăн кăна мар, яваплăха туйнăшăн, кирлĕ вăхăтра яланах пулăшу аллине тăсма пултарнăшăн хисеплеççĕ.
Курсант пулас профессине тĕплĕн шухăшласа суйланине пытармасть, çар çыннин ĕçĕ уйрăм професси тесе, Тăван çĕршыва хÿтĕлеме шаннă тивĕçе кирек хăçан та тÿрре кăлармаллине палăртать.
Е.ГЕННАДЬЕВА.
Сăн ÿкерчĕкре: Иван Лакачов.