Коронавирус чирĕ алхаснăран, иртнĕ çул çак шеп уява йĕркелесе ирттерме, хăнăхнă йăлапа илемлĕ çут çанталăкра – ем-ешĕл йывăç-курăк ытамĕнчи Ырсамай лапамĕн сулхăнĕнче сак çине ларса пĕр-пĕринпе шăкăл-шăкăл калаçса ларма май килменччĕ. Хальхинче çак саманта кĕтсе илтĕмĕр. Унта Елчĕк çĕрне савса пурăнакан тăван пек çывăх аякри хăнасем те йышлăн килсе çитни уяв ят-сумĕпе пĕлтерĕшне тата ÿстернĕн туйăнчĕ. Пурин кăмăл-туйăмĕ те уçă, чун-чĕри ирĕклĕн тапрĕ пулин те сыхлăх мерисем пирки манман. Тимлĕ çынсем асăрхарĕç пулĕ: Акатуй картишне илсе çитерекен алăк умĕнчен полици сотрудникĕсем пăрăнмарĕç. Районти тĕп больницăри «Васкавлă пулăшу», пушар хурал пайĕн ĕçченĕсемшĕн те ытти чухнехи пекех хĕрÿ ĕç кунĕ пулчĕ. Асăннă службăсем, çавăн пекех «ДПМК «Яльчикское» ООО коллективĕ, Елчĕк ял тăрăхĕн тирпейлÿçисем хăйсен тивĕçне туллин пурнăçланипе палăрчĕç, уява пĕтĕмлетнĕ май район администрацийĕн пуçлăхĕн тав сăмахне тивĕçрĕç.
…Уява йĕркелесе ирттерессишĕн хăйсем çине яваплăх илнĕ район администрацийĕн тата ял тăрăхĕсен специалисчĕсем Акатуй картишне, унта илсе çитерекен çулсене, «Хăна çурчĕсене» тирпейлесе йĕркене кĕртессипе малтанах нумай ĕç туса ирттернĕ пулин те, пурпĕрех, тул çутăлнă-çутăлман вырăна çитсе лару-тăрăва тепĕр хутчен уçăмлатнă. Пасар пулакан территорире вара халăх ир-ирех хĕвĕшме тытăнчĕ. Вĕсем пурте уяв пуçланиччен ĕлкĕрес тесе, ретĕн-ретĕн вырнаçса тухнă лавккасене çитсе курма васкарĕç. Тĕрлĕрен таварсемпе сутă тăвакансем Елчĕк ярмăрккине таçтан та килсе çитнĕ. Анлă улăхри тÿрем вырăнта тутлă апат-çимĕçпе сăйланма пулчĕ, шашлăк шăрши те таçта çитиех сарăлчĕ.
Тăм шăхличĕ – Акатуй илемĕ. Телейлĕ ачалăхăма аса илсе кашни çул шăхличĕ туянатăп, вĕсене пурне те хаклă япалана сыхланă пек тирпейлĕн упратăп. Мĕншĕн тесен халĕ ялсенче тăм шăхличĕ ăстисем тăрса юлманпа пĕрех. Малашне вĕсене, тен, ăсталакан та, сутакан та тăрса юлмĕ. Çакна асра тытса коллекци пуçтаратăп. Хальхинче те пĕр-ик çын анчах шăхличĕ сутнине курма пулчĕ.
Уяв савăнăçлă лару-тăрура пуçланиччен Акатуйра савăнма пухăннă халăх ял тăрăхĕсенчен килсе çитнĕ делегацисемпе – ĕçре малта пыракансемпе паллашрĕ. Ун хыççăн Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тума хутшăннисене сума суса «Акатуй – ял-йыш уявĕ, Акатуй – чăваш уявĕ» ятпа йĕркеленĕ театрализациленĕ представление куртăмăр. Районти культура ĕçченĕсем кашни саманта ĕненмелле сăнарласа кăтартма пултарни чуна тыткăнларĕ.
Елчĕксене Акатуй ячĕпе саламлама килсе çитнĕ хăнасем – ЧР конкурентлă политика тата патшалăх тариф службин ертÿçи Надежда Колебанова, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем – Юрий Поповпа Николай Курчаткин, ЧР апат-çимĕç фончĕн тĕп директорĕ Александр Богданов, «Ульяновск облаçĕнчи чăваш наципе культура автономийĕ» обществăлла организаци ертÿçи Олег Мустаев, Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Елчĕк районĕн хисеплĕ гражданинĕсем – Анатолий Федоровпа Николай Миллин, хамăр ентеш, паллă спортсмен Олег Захаров, Елчĕк ентешлĕхĕн ертÿçин çумĕ Юрий Карпов, вĕсемпе пĕрле паллах, район пуçлăхĕ Алина Васильева тата район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый уяв сăн-сăпатне кĕртсе суха пуç çине тĕрлĕ тĕслĕ символ лентисене çыхрĕç. Сăмах май, уявра Юрий Михайловича Елчĕк районĕн хисеплĕ гражданинĕ ят пачĕç.
Ĕç паттăрĕсене – мухтав!
Елчĕк районĕн гимнĕпе уява савăнăçлă лару-тăрура уçма – Акатуй ялавне çĕклеме чи хастаррисене ирĕк пачĕç. Вĕсем: 2021 çулхи ака чемпионĕ, «Яманчурино» ОООри Юрий Комиссаров механизатор, районти тĕп больницăри чи лайăх медицина ĕçченĕ, терапи уйрăмĕнче медицина сестри пулса вăй хуракан Надежда Куприянова, Аслă Елчĕкри культура çурчĕн хореографĕ Светлана Карамаликова, кире пуканĕ йăтассипе Европа чемпионачĕн кĕмĕл призерĕ Анатолий Узюкин спорт мастерĕ.
Тĕп хуçа – район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый уява савăнăçлă лару-тăрура уçнă май çĕр ĕçченĕсене çуркуннехи уй-хир ĕçĕсене, çанталăк условийĕсене пăхмасăр, пысăк пахалăхпа вĕçленĕ ятпа саламларĕ. Пурне те ырлăх-сывлăх, малашнехи ĕçре ăнăçусем сунчĕ. Ун хыççăн килнĕ хăнасем пĕрин хыççăн тепри сăмах илчĕç, вĕсем те ытарайми Елчĕк çĕрĕ, унăн ĕçчен çыннисен умĕнче пуçĕсене тайрĕç.
Ун хыççăнах – чыслав саманчĕ. Уяв сцени çине чи малтан «Сатурн» ЯХПК председателĕ Юрий Викентьев хăпарчĕ. Ака ĕçĕсене пурнăçлассипе сарăлнă ăмăртура 1-мĕш вырăна тухнăшăн ăмăртăвăн куçса çÿрекен кубокне илме тивĕçлĕ пулчĕç вĕсем. 2-мĕш вырăнта – «Рассвет» ЯХПК /ертÿçи – Юрий Мясников/, «Труд» ЯХПК /Валерий Германов/ – 3-мĕш. Пропашной культурăсене çитĕнтерессипе «АСК-Яльчики» /Юрий Галкин/ çĕнтерÿçĕ. Ку енĕпе темиçе çултанпа пуриншĕн те тĕслĕх вăл. Хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем хушшинче Александр Бикулова, ял хуçалăх техникине хатĕррисен ретне лартассипе «Яманчурино» ОООна /Владимир Рахмуллин/ палăртрĕç. 2020 çулхи производствăпа финанс кăтартăвĕсем тăрăх «Победа» ООО /Николай Головин/ хальхинче те 1-мĕш. Ял хуçалăх предприятийĕ выльăх-чĕрлĕх ĕрчетнинчен те пысăк усă курать. Паллах, «АСК-Яльчики» ОООри экономика кăтартăвĕсем те тивĕçлĕ шайра. «Комбайн» ЯХПК /Гурий Федоров/ çĕрпе тухăçлă усă курнине палăртрĕç. Сăмах май каласа хăварар, малта пыракан выльăх-чĕрлĕх пăхакансемпе «Професси енĕпе чи лайăх ĕçчен» ята илме тивĕçлĕ пулнисене маларах çырнăччĕ хаçатра. Унсăр пуçне, ытти шайри наградăсем те чылай пулчĕç. «Энтепе» ОООри Валентина Михайлова ĕне сăвакан оператор, «Яманчурино» ОООри Николай Романов тĕп агроном, «Рассвет» ЯХПКри Валерий Сергеев тракторист РФ Ял хуçалăх министерствин Хисеп хучĕсене, «Победа» ООО тракторисчĕ Владимир Козлов, «Прогресс» АХО водителĕ Алексей Колсанов, «Сатурн» ЯХПК тракторисчĕ Владимир Кукурузов, «Рассвет» ЯХПКри Николай Тимофеев тĕп энергетик, «Победа» ОООри Борис Эвриков энергетик РФ Ял хуçалăх министерствин Тав çырăвĕсене, «Рассвет» ЯХПКри Михаил Петров тракторист, «Яманчурино» ОООри Владимир Чернов тракторист Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав çырăвĕсене, муниципаллă служба ветеранĕ Владимир Власов, Исемпел ялĕнче çуралса ÿснĕ тĕнче класлă спорт мастерĕ Олег Захаров, культура ĕçĕн ветеранĕ Виктор Степанов «Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе – 100 çул» асăну медалĕсене, район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, ЧР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Антонина Александрова «Ульяновск облаçĕнчи чăваш наци культура автономийĕ» обществăлла организацийĕн Хисеп хучĕсене, «АСК-Яльчики» ОООри Юрий Александров автобус водителĕ, «Труд» ЯХПКри Эльза Германова агроном, «Рассвет» ЯХПКри ĕне фермин заведующийĕ Анатолий Григорьев, Ленин ячĕллĕ ЯХПКри Ольга Полканова ĕне сăвакан оператор, А.Бикулов хресчен /фермер/ хуçалăхĕнчи Николай Салмин механизатор, «Яманчурино» ОООри Юрий Шуваров механизатор ЧР Ял хуçалăх министерствин Хисеп хучĕсене, финанс тата ресурс центрĕн муниципаллă учрежденийĕн начальникĕн çумĕ Ираида Петрова ЧР конкурентлă политика тата патшалăх тариф службин Хисеп хутне, Владимир Иванов тĕп специалист Тав çырăвне, «Сатурн» ЯХПКри Надежда Дягилева ĕне сăвакан оператор, «Эмметево» ОООри Светлана Захарова техник-осеменатор, «Прогресс» АХОри Сергей Муллин механизатор ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп хучĕсене, «Эмметево» ОООри Алексей Алексеев механизатор, «Клевер» ОООри директор çумĕ Александр Емельянов, «Эмметево» ОООри Раиса Коновалова пăру пăхакан оператор, Борис Головин хресчен /фермер/ хуçалăхĕнчи Петр Марков механизатор Елчĕк район администрацийĕн Хисеп хучĕсене илме тивĕçлĕ пулчĕç. Ырма пĕлмесĕр ĕçленĕшĕн ял-йыш умĕнче хисеплесе куç тĕлне туни, паллах, чуна ăшăтать, малашнехи ĕçре тăрăшса вăй хума хистет.
Ян! юхрĕ юрă-кĕвĕ
Савăнăçлă юрă-кĕвĕ таврана ян! саланчĕ. «Ĕç çыннине мухтаса юрлар» концерт программи, чăннипех, анлă пулчĕ. Районти культурăпа кану учрежденийĕнче вăй хуракансен пултарулăхĕпе пур хăна та кăсăкланса паллашрĕ.
Уяв концертне ЧР тата РФ культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Геннадий Борисов ертсе пыракан халăх хорĕ «Ай, пурнар-и, савăнса» юрăпа уçрĕ. Патреккелсен репертуарĕнче уяв тематикипе çыхăннă çĕнĕ юрăсем те темиçе пулчĕç – пурте чуна тыткăнларĕç. Юрăсене 2-3 сасăпа шăрантараççĕ, ушкăнра арçынсем пурри те илемлĕ.
Вырăскассинчи «Шанăç», Çĕнĕ Пăвари «Илем» халăх фольклор ушкăнĕсем «Пăлан мăйраки», «Садра, садра» чăваш халăх юррисене пурин кăмăлне тивĕçтермелле шеп шăрантарнине те куракансем кăмăлтан йышăнни паллă пулчĕ – хытă алă çупрĕç. Тÿскелсен «Шуçăм» фольклор ушкăнĕ халĕ икĕ сасăпа юрлать, артистсен çи-пуçĕ те вĕр çĕнĕ – чăн чăвашла. Кунта арçынсен «Тускил» вокалпа инструмент ансамбльне те йĕркеленĕ. Клуб тытăмĕнче ĕçлекенсен «Варкăш», Елчĕкри искусство шкулĕ çумĕнчи «Мерчен», Курнавăш ял тăрăхĕнчи «Палан», Аслă Таяпа ял тăрăхĕнчи «Шанчăк», Лаш Таяпа ял тăрăхĕнчи «Тайпи», «Мехел», «Сударушки», Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕнчи «Илем», Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕнчи «Çирĕк», «Хавас» ансамбльсем хăйне евĕрлĕхĕпе палăрса тăчĕç. Ачасен пултарулăхĕ пирки уйрăммăн чарăнса тăрас пулсан та, «Ручеек» вокал ансамблĕн /ертÿçи – Сергей Баранов/, Аслă Елчĕкри «Шевлесем», искусство шкулĕнчи ташă ушкăнĕсен /Светлана Карамаликова/ малашлăхĕ те пысăк пулассăн туйăнать. «Непобедимые» ушкăнри ачасем ташша ярсан ура айĕнче «вут» тухса тăчĕ. Елчĕк шкулĕн волонтерĕсем кăтартнă номер — «Кто, если не мы» юрă та чун-чĕрере патриот туйăмĕ çуратрĕ. Сцена ăстин – Сергей Барановăн 7 çулхи ывăлĕ – Вадим «Ручеек» ансамбльте юрлать, хăй тĕллĕн те сцена çине тухать вăл. Хальхинче арçын ача ашшĕпе пĕрле «Будем вместе» юрра шăрантарчĕ.
Уйрăм юрăçсене /Юрий Кашкăр, Петр Макаров, Юрий Воробьев, Надежда Павлова, Светлана Блиновăпа Надежда Синицына, Людмилăпа Виталий Марковсем…/ куракансем хальхинче те тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç.
Чăваш патшалăх академи юрăпа ташă ансамблĕ те Елчĕксене уявпа саламласа нумай юрă-ташă парнелерĕ.
Светлана АРХИПОВА.
Спорт ăмăртăвĕсем – уяв илемĕ
Йăлана кĕнĕ тăрăх, Акатуйра спорт вăййисем кашни çулах икĕ куна тăсăлаççĕ. Эрнекун «Улăп» ФОКра хĕрарăмсем хушшинче волейболла выляс енĕпе ăмăрту иртрĕ, унта Елчĕксем мала тухрĕç.
Çăмăл атлетсен ăмăртăвне кăçал вăтам шкулсем пурте хутшăннă, Елчĕк шкулĕ 2 команда тăратнă. 6х400 метрлă эстафетăра финиша Елчĕк шкулĕ – пĕрремĕш, Çирĕклĕ Шăхальсем – иккĕмĕш, Курнавăшсем виççĕмĕш çитрĕç.
Ял тăрăхĕсем, шел, 3 командăран ытла тăратман. Кунта Çирĕклĕ Шăхальсене çитекенни пулмарĕ. Курнавăшсемпе Елчĕксем – иккĕмĕшсем тата виççĕмĕшсем.
Чăваш наци кĕрешĕвĕ – халăхăмăрăн культурин пĕр пайĕ. Акатуйĕнче мĕн ĕлĕкрен арçынсем хăйсен вăйне тĕрĕсленĕ, çамрăксем те вĕсенчен тĕслĕх илсе кĕрешÿ кавирĕ çине тухса спортăн çак тĕсне алла илме хăнăхса пынă. Такаллă пулакан паянхи кун та ялти чи хисеплĕ çынсенчен пĕри. Халĕ помост çине ытларах çамрăксем тухаççĕ, кĕрешекенсен йышĕ те 10-15 çул каяллахи пек мар – сахал.
Кĕрешÿ лапамĕ çинчи чăн-чăн пăхаттирсен тупăшăвне пăхса тăма кăмăллă пулчĕ. Ирĕклĕ майпа кĕрешессипе чи малтанах 40 кг çитичченхи виçери атлетсем тупăшрĕç. Кунта Кушкăри Никита Амаюков палăрчĕ. 50, 65 кг çитичченхи виçесенче Юрий Прокопьев /Аслă Елчĕк/, Роман Иванов /Çĕнĕ Пăва/ вăйлă пулнине кăтартса пачĕç. 65 килограмран ытларах виçери атлетсен тупăшăвĕ те питĕ хĕрÿ иртнине уйрăммăн çырса хăварар. Данил Ефимов атлетăн пуласлăхĕ пысăк пулнине палăртрĕ халăх. Вăл ирĕклĕ майпа та, тутар-пушкăртла кĕрешессипе те ăсталăхĕ пысăккине кăтартса пачĕ. Малтанхинче 65 килограмран йывăртарах виçере тата абсолютлă виçе категорийĕнче çĕнтерчĕ çамрăк. Тутар-пушкăрт мелĕпе, урăхла каласан пиçиххинчен тытса кĕрешессинче вăл Владимир Петрушкин така хуçине 3 очко анчах выляса ячĕ. 2019 çулта иртнĕ Акатуй уявĕнче Данил абсолютлă виçере хăй така выляса илнĕччĕ.
Владимир Петрушкин пирки уйрăм калаçу. Вăл кăçалхипе 13-мĕш хут Акатуй паттăрĕ пулчĕ.
Йывăр атлетикăна кăмăллакансенчен 45 кг çитичченхи виçере Александр Киселев /Елчĕк/, абсолютлă виçе категорийĕнче Артемий Перцев /Питтĕпел/ çĕнтерÿçĕсен йышне кĕчĕç.
Кире пуканĕ ăмăртăвĕ те чылай çынна пуçтарчĕ. Тĕрлĕ виçе категоринче тата ÿсĕмре Александр Максимов /Елчĕк/, Дарья Петрова /Тÿскел/, Анатолий Узюкин /Таяпа Энтри/, Александр Константинов /Тăрăм/, Даяна Бачина /Йĕпреç районĕ/, Алексей Фомин /Тип Тимеш/, Николай Адюков /Елчĕк/ малта пулчĕç. Эстафетăра Елчĕк ял тăрăхĕ – пĕрремĕш, Тăрăм – иккĕмĕш, Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕ – виççĕмĕш. Волейболистсен ăмăртăвне 4 команда хутшăнчĕ. Ку вăйăра «Ветерансем» команда хăй вăйлине кăтартса пачĕ.
Алă вăйĕ виçессинче Никита Солин /Тĕмер/, Павел Яшин /Кÿлпуç/, Елена Портнова /Елчĕк/ спортсменсем çĕнтерчĕç.
Куракансене кăсăклантараканни, паллах, лашасен ăмăртăвĕ. Районти ял хуçалăх предприятийĕсенче, уйрăм хушма хуçалăхсенче те лашасем çулран- çул чакса пыраççĕ пулсан та, чупусенче чылай лаша хутшăнчĕ. Юланутçăсен ăмăртăвне 10 ут илем кÿчĕ. Кунта Николай Нестеров Лаш Таяпари акар йытăсен питомникĕн /ертÿçи Леонид Князев/ «Магнит» ятлă лашипе ытти тупăшуçăсене самай кая хăварса финиша пĕрремĕш çитрĕ. Гордей Нестеров «Труд» ЯХПКри «Револ» лашапа ăмăртрĕ, финиша иккĕмĕш çитрĕ. Николайпа Гордей тетĕшĕпе шăллĕ, кÿршĕллĕ Тутар Республикинчи Раккасси ялĕнчен. Леонид Князев палăртнă тăрăх, «Магнит» районта пуçласа ăмăртрĕ, маларах вăл Чĕмпĕр облаçĕнче тата Тутарстанри Теччĕ районĕнче иртнĕ ăмăртусене хутшăннă, малти вырăнсене те йышăннă. Энтепери Сергей Пыркин «Пафос» лашапа виççĕмĕш пулчĕ.
Рысаксен /14 урхамах/ ăмăртăвĕ куракан чăтăмлăхне тĕрĕслерĕ. Кунта Альберт Хамбиков /Патăрьел районĕнчи Шăнкăртам/ Леонид Князев питомникĕнчи «Кофеин» лашапа ăмăртрĕ. Вăл район администрацийĕн пуçлăхĕн тĕп парнине – тихана тивĕçрĕ. Кăçал тиха спонсорĕ – Элекçей Тимеш ялĕнчи Александр Филиппов ХФХ ертÿçи. Ильнар Забиров /Патăрьел/ тытса пыракан «Корсиканец» лаши финиша 2-мĕш, Леонид Кошкинăн «Панчер» лаши /Вăрнар/ 3-мĕш çитрĕç. Понисемпе 3 çын старта тухрĕ.
Лашасен ăмăртăвне йĕркелесе ирттерессинче çулсеренех Александр Осиповпа /Çĕнĕ Эйпеç/ Олег Карсаков /Кавал/ пысăк тÿпе хываççĕ. Хальхинче те вĕсем спортсменсен пысăк йышне явăçтарма, ăмăртăва тивĕçлĕ шайра ирттерме пултарчĕç. Тăрăшулăхшăн тав вĕсене!
Халăх вăййисем
Кашни уявăн хăйĕн пĕлтерĕшĕ, илемĕ. Юрă-ташăпа пĕрлех Акатуя халăх вăййисем те илем кÿреççĕ. Юлашки вăхăтра çĕршывра спортăн наци тĕсĕсене халăхра сарасси çине пысăк тимлĕх уйăрни, авалхи йăла-йĕркене упраса хăварма ăнтăлни сисĕнет. Раççейре пурĕ 160 халăхăн наци спорчĕ пур, хăш та пĕрне РФ Спорт министерствин реестрне кĕртнĕ.
Сăмахран, Якутири мас-рестлинг пирĕн тăрăхра та анлăн сарăлса пырать. Унпа интересленекенсен йышĕ ÿссех пыни те савăнтарать. Ку вăйăра иккĕн тупăшаççĕ – вĕсен вырнаçса ларса тепĕр тупăшуçăна патакпа пĕрлех туртса илмелле. Ку вăйăра Аслă Елчĕкри Юрий Падуев чи вăйли тата вăр-варри пулнине кăтартса пачĕ. Кÿлпуçри Павел Яшинпа Кĕçĕн Таяпари Александр Серебряков призерсем пулчĕç. Штанга туртас енĕпе иртекен ăмăртăва хутшăнакансен анчах мар, вăййа сăнакансен йышĕ те пĕчĕк пулмарĕ. Кунта Артемий Перцев /Питтĕпел/ çĕнтерчĕ, Александр Киселев, Антон Айметов /Елчĕк/ 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсене пайларĕç. 150 килограмлă урапана çавăрса кустаракан паттăрсенчен Павел Яшин /Кÿлпуç/, Иван Головин, Александр Серебряков /Кĕçĕн Таяпа/ вăйлисем пулнине çирĕплетрĕç. Павел урапана 1 минутра 16 хут çавăрса ĕлкĕрчĕ.
Турник çинче туртăнакансем ытларах çамрăксем пулчĕç. Акчелĕнчи Денис Московский 32 хут туртăнса çĕнтерчĕ. Кивĕ Эйпеçри Арсений Казаковпа Аслă Елчĕкри Виктор Райков та призерсен йышне кĕчĕç. 65 çулхи Петр Андреев /Кушкă/ 18 хут туртăнса куракана тĕлĕнтерчĕ.
Автомашинăна кĕске вăхăтра палăртнă вырăна туртса çитерес енĕпе иртекен тупăшу çынсене çулсеренех йышлă пуçтарать. Тăванĕсем тата тус-юлташĕсем вăййа хутшăнакансене: «Хăвăртрах! Хăвăртрах», – тесе хавхалантарни кăçал та аякранах илтĕнсе тăчĕ. Кунта районта пурăнакансем анчах мар, кÿршĕллĕ Тутар Республикинчен килнĕ хăнасем те вăй виçрĕç. Хĕрÿ тупăшу Олег Николаев /Ĕнел/ чи вăйли пулнине çирĕплетрĕ. Иккĕмĕш вырăнта – Кĕçĕн Таяпа çынни Андрей Роткеев. Ку ăмăртăва Патреккелĕнчи Михаил Клементьев çулсеренех хастар хутшăнать. Кăçал вăл – виççĕмĕш.
Хăнасене тарават
Елчĕк халăхĕ хăнасене яланах тараватлăн кĕтсе илсе ăсатса ярать. Уяв кĕрекине ларакансене вăл сĕтел тулли тулăх апат-çимĕçпе сăйлать. Пирĕн тăрăхрисем кил-çуртне тирпейлесе капăрлатас енĕпе те харсăр. Ырсамай çырми çумĕнчи хăна çурчĕсене тĕлĕнмелле илемлĕн капăрлатни çакна лайăх çирĕплетсе пачĕ. Ял тăрăхĕсен администрацийĕсен специалисчĕсемпе культура ĕçченĕсем çулсеренех пĕр-пĕринпе килĕштерсе, ăмăртса ĕçлени курăнать кунта. Пĕрне хурласа тепĕрне мухтаймăн – пурте тăрăшуллă, кашни хăйне евĕрлĕхпе палăрса тăрать.
Пур çуртра та хăтлă, кирек хăшĕнче те çĕннине, интереслине, тĕлĕнмеллине курма май пулчĕ. Хальхи пурнăç та, аваллăх та сăнланнă вĕсенче. Куравсене Раççейри наукăпа технологин тата Чăваш Енри Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тăвакан ĕç паттăрĕсен çулталăкĕсене халалланă, ял тăрăхĕн пурнăçне, паллă çынсене сăнланă.
Аслă Елчĕксем чăваш халăхĕн тĕрлĕ çулсенчи ĕç хатĕрĕсемпе, Çирĕклĕ Шăхальсем кивĕ тата çĕнĕ техникăпа тата аппаратурăпа, Елчĕксем тĕрĕсемпе, Борис Пятаков ал ĕç ăстин ĕçĕсемпе, Тăрăмсем чăваш хĕрарăмĕ ĕмĕртенпе çыхнă тĕрĕллĕ тата ытти тутăрсемпе, Курнавăшсем чăваш халăхĕн наци тумĕпе, Аслă Таяпасем тĕрлĕ тапхăрти сăмаварсемпе, Аслă Пăла Тимешсем Сăр тăрăхĕнче окоп чавнă ентешĕсен сăн ÿкерчĕкĕсемпе, Кĕçĕн Таяпасем чăваш тумĕллĕ пуканесемпе тĕлĕнтерчĕç. Лаш Таяпасен «Пĕрле пурăнар – çапла пултăр» куравĕ чылайăшĕн кăмăлне кайрĕ. Çурт умне вырнаçтарнă «Тăван яла каякан çул – чи çывăххи», «Ĕç çынна илем кÿрет», «Тăвалла пулсан та малалла» тесе çырнă чулсем умĕнче нумайăшĕ сăн ÿкерттерме кăмăл турĕ.
Ял халăхĕ ака вĕçленнĕ хыççăн ака пăтти пĕçерсе тус-тăванĕсене кĕрекене йыхравлать. Районти ял хуçалăх предприятийĕсен ĕçченĕсем ака пăтти пĕçерессине çирĕп йăлана кĕртнĕ. Чăвашсен ĕлĕкхи тата хальхи апат-çимĕçĕ сĕтел тулли: шăрттан, чăкăт, капăртма, пÿремеч, сăра…
Елена ПЕТРОВА