Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи чарăннăранпа 76 çул çитрĕ. Ылханлă вăрçă. Миçе пин амăшĕ ывăлĕ-хĕрĕсемсĕр, миçешер пин ача-пăча ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнă…
Тылри паттăр халăхăн ырми-канми ĕçне манмалла мар. Вăл тăрăшнипе, вăй-хал парса тăнипе пирĕн салтаксем тăшмана çĕнтерсе хуласене, ялсене ирĕке кăларнă. Нумаях пулмасть «Крик тишины» ятлă кино курма тÿр килчĕ. Ку ĕç-пуç Ленинград хулинче пулса иртет. Вăрçă вăхăчĕ. 30-40 градус сивĕ тăрать, таврара выçлăх хуçаланать, çуртсем çине бомбăсем ÿкеççĕ. Выçăпа тата сивĕпе хула çыннисем йăвана-йăвана каяççĕ, вилеççĕ. Пĕр 12-13 çулхи хĕр ача /Катя/ çак йывăрлăхсене пăхмасăр 3 çулхи арçын ачана вилĕмрен çăлать. Хăй çиес апата ăна парать вăл. Унтан-кунтан çапăсем, туратсем пухса хваттерне ăшăтать, аманнă салтаксене пулăшма госпитале çÿрет. Çак кинофильмри пĕр тĕслĕх вăл – çĕршыв халăхĕн пин-пин тĕслĕхĕ. Вăрçă пуçлансан пĕрремĕш уйăхсенчех çĕршыва хÿтĕлемелли фонд тăвас ĕç пуçланнă. Унта укçа-тенкĕ, хаклă металран тунă япаласем пуçтарнă. Кашни рабочи, служащи, колхозник ĕç кунĕсене вăрăмлатнă, вĕсем ĕç укçин пĕр пайне çак фонда куçарнă. Ачасем те аякра юлман. Вĕсен пысăк пайĕ аслисемпе пĕрле колхоз уйĕсенче ĕçленĕ, тыр-пула, çĕр улмине, кăшмана, утта вăхăтра пуçтарса кĕртес тесе тăрăшнă. Тыр-пул фронт валли, тăшманпа çапăçма кирлине ача та пĕлнĕ. Ялсенче, шкулсенче çăм атăсем, алсиш-чăлхасем, табак енчĕкĕсем пуçтарма пуçланă, çак пархатарлă ĕçе ачасене те явăçтарнă. Республикăри вĕренекенсене «Пионер Чувашии» танк тума укçа-тенкĕ пуçтарма йыхравласан унта Энтепе ачисем те хастар хутшăннă. Танк колонни валли вĕсем чылай укçа пуçтарнине калаççĕ аслисем, 3-мĕш класра вĕренекен Никандр Ложков хăй кăна 40 тенкĕ хывни паллă.
Вăрçă вăхăтĕнче тăрăшса ĕçленисен йышĕ, шел пулин те, çулран-çул чаксах пырать. Энтепе ялĕнче пурăнакан Клавдия Кушникова /Крылова/ – ялти чи ватă çын. 95 çултан иртнĕ вăл. Вăрçă пуçланнă чухне Клавдия аппа 16 çулхи хĕр ача пулнă. Тылри йывăр пурнăç пирки аса илнĕ чух унăн куçĕсем шывланаççĕ:
– Пĕр çулĕнче пире çĕр улми кăларнă хыççăн Кÿлпуç, Хăвăлçырма ялĕсен çывăхĕнчи çырмана чул кăларма яни халĕ те асра. Клавдия Крылова, Мария Прохорова, Мария Осипова, Тамара Кушникова, Евгения Табакова, Илья Макаров, Таисия Макарова, Софья Макарова, Ольга Жандармова кайрăмăр унта. 5-6 çын пĕр çуртра хваттерте тăтăмăр. Пĕр çын апат пĕçерессишĕн яваплă пулнă. Çак тивĕçе мана шанчĕç. Ир-ирех тăрса кунне 3 хут апат пĕçерсе чул кăларакансене кайса çитермеллеччĕ.
Апат çитерме кайсан Клавдия чул кăларакансене пулăшма та ĕлкĕрнĕ. Ĕçе вĕçлес умĕн 2 сехет маларах апат пĕçерме кайнă вăл. Кинеми чул кăларас ĕç çав тери кăткăс пулнине, чула çĕр айĕнчен чавса е çыран хĕррисене ишсе кăларсан пысăккисене сирпĕтмелли хатĕрсемпе ватнине калать. Вĕсене пĕр купана пуçтарнă хыççăн урапасем çине тиесе лашапа турттарнă. Ăна çырма тĕпĕнчен туртса улăхма çăмăлрах тата лашана кăштах пулăш пултăр тесе çула чалăшрах тунă.
Клавдия Тимофеевна 1941 çул вĕçĕнче ял советĕнче исполнитель пулса тăрăшни пирки те аса илет. Вăл ял совечĕ вырнаçнă çурта ирпе ирех хутса ăшăтнă, тасатса тирпейленĕ, каçхине каллех кăмака хутнă. Пĕр вăхăтрах телефон шăнкăравĕсем çине хуравламалла тата ял тăрăх çаврăнса телефон патне çынсене чĕнмелле пулнă. Вăлах салтака е вĕренме каякансене, ыттисене повесткăсемпе кирлĕ хутсем валеçнĕ. Ку ĕçре 1943 çулччен, кайран, 1951-1953 çулсенче, каллех унта тăрăшнă.
Ялтан Улатăр енне окоп чавма каякансем те пулнă. Энтеперен вĕсене пухса кайма Николай Фролова çирĕплетнĕ.
Унта Клавдия аппан ашшĕне – Тимофей Крылова, тетĕшне Илья Крылова, Иван Козлова, Серафима Кондратьевăна, Серафима Мальцевăна, Агафья Сапожниковăна, Василий Дмитриева илсе кайнă. Тата та пулнă çынсем, çапах та пурне те астумасть кинеми. 1942 çул пуçламăшĕнче ĕçлекенсем яла каялла таврăннă. Çине-çине ыйту çуралать. Çак çамрăк хĕрсем 40 градус ытла сивĕре мĕнле окоп чавнă-ши? Ăçтан тухнă-ши вĕсен вăй-халĕ? Мĕн çинĕ-ши? Мĕн тăхăннă-ши?
– Ун чухне çиме çăкăр çукчĕ, çие тата урана тăхăнма йĕркеллĕ çи-пуç пулман. Кăмакана вутăпа мар, улăмпа хутнă. Фашистсене хăвăрт çапса аркатасса шанса, салтаксене май çитнĕ таран пулăшма ăнтăлса ватти-вĕтти колхоз ĕçĕнчен пĕр кун та юлман. Мĕнле те пулсан тăшман тарçи пулар мар тенĕ. Малалла! Малалла! Малалла! Çак шухăшпа çывăрма выртса çак шухăшпа вăраннă эпир, – сăмахĕсене вĕçлет Клавдия Кушникова.
Чыс та мухтав сире, тăшмана çĕнтернĕ салтаксем! Чыс та мухтав сире, тылра вăйăрсене шеллемесĕр ĕçленĕ мăн кукамайсемпе мăн асаннесем, мăн асаттесемпе мăн кукаçисем!
Николай АРЕФЬЕВ.
Илья КУШНИКОВ