Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

«Чебурашка» ача садӗнче «Иван Яковлевăн ылтăн кӗнеки» уяв вăййи иртрӗ

«Чебурашка» ача садӗнче «Иван Яковлевăн ылтăн кӗнеки» уяв вăййи иртрӗ

Паян «Чебурашка» ача садӗнче «Иван Яковлевăн ылтăн кӗнеки» уяв вăййи иртрӗ. Унта вăтам тата аслă ушкăна ḉӱрекен ачасем активлā хутшāнчӗҫ. Асаттепе асанне Иван Яковлевич Яковлев ҫинчен, пӗрремӗш букварь ҫинчен каласа пани ачасемшӗн питех те интереслӗ пулчӗ.

 Ватāсем ачасене чāваш халāх ача – пāча вāййисене выляттарчӗҫ. Ачасем вара чăвашла юрăсем шăрантарчӗҫ, сāвāсем тăрăшса вуларӗҫ.Уяв питӗ хаваслă иртрӗ. Ачасемшӗн усăллă пулчӗ.

  Асасене мӗн пӗчӗкрен тăван халăхăн историйӗпе, культурипе паллаштарса ӳстерни ḉитӗнсен те тāван ҫӗре,  халāха, ытти халāхсен йāли-йӗркине те хисеплес туйāма ҫирӗплетессине шанаҫҫӗ педагогсем.

 



МБДОУ ДС "Чебурашка"
23 апреля 2021
15:58
Поделиться