Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Икĕ алăра – ĕç, ĕçне тума хавхаланăвĕ те пур

Ĕçне кура – хисепĕ. Аслă Таяпари Тамара Васильева ертсе пыракан хресчен /фермер/ хуçалăхĕ иртнĕ çул ÿсен-тăран культурисене туса илессипе республикăри фермерсем хушшинче тĕрлĕ номинаципе йĕркеленĕ ăмăртура иккĕмĕш вырăн йышăннă. Тамара Григорьевна кĕр мăнтăрĕпе Шупашкарта пулса иртнĕ ял хуçалăх ĕçченĕсен сумлă уявĕнчен Дипломпа тата хаклă парнепе таврăннă.

– Çакă пирĕн çемьешĕн пысăк чыс анчах мар, малашне тата тăрăшса ĕçлеме хистекен чĕнÿ пекех пулчĕ, – терĕ вăл пĕрле тĕл пулсан.

…Васильевсем йывăр лару-тăрура çухалса каякан йышшисем пулманнине ял çыннисем те çирĕплетсех калама пултараççĕ. Аслă Таяпа ял советĕнче нумай çул секретарь пулса ĕçлесе пысăк ăсталăх пухнă, пĕр вăхăтрах вырăнти хĕрарăмсен канашĕн председателĕн тивĕçĕсене пурнăçлама та ĕлкĕрсе пынă Тамара Григорьевнăн хăй ирĕкĕпе мар, çав тапхăрта килсе тухнă лару-тăрăва пула ĕç вырăнне хăварма тивнĕ. Мăшăрĕ те, Геннадий Михайлович К.Маркс ячĕпе хисепленекен хуçалăхра ĕне фермин заведующийĕ пулнăскер, Комсомольскинчи лесничествăна ĕçлеме куçнă. Шăпах çак тапхăрта пĕр-пĕрин шухăшне шута илме хăнăхнă çемьере çĕнĕ ĕмĕт-тĕллевсене пурнăçа кĕртмелли майсем уçăлнă. Çÿпçипе хупăлчи – чун-чĕрипе ĕçшĕн хыпса çунакан мăшăр харпăр-хăй ĕçне йĕркелеме çирĕп тĕв тытнă. Яваплăран та яваплă ĕçе пикенме вĕсене ывăлĕ – Виталий те хавхалантарнă. Вăл Шупашкарти ял хуçалăх академийĕнчен экономиста вĕренсе тухнă хыççăн Вăрнарти аш-какай комбинатĕнче коммерци енĕпе ĕçлекен директор пулса тимлекенскер, предприниматель ĕçне йĕркелессипе çыхăннă ыйтусене лайăх ăнкарать, паллах. Ял çыннин кулленхи ĕçĕ-хĕлĕпе йăли-йĕрки те уншăн пит çывăх. Мĕншĕн тесен ача чухнех тăтăш ашшĕпе пĕрле фермăна чупнă вăл, çуллахи каникул вăхăтĕнче выльăх апачĕ хатĕрленĕ çĕрте тĕрлĕ ĕçсене пурнăçлама хутшăннă, лаша кÿлсе тăварма та хăнăхнă.

Çапла майпа Васильевсем хăйсен тата çывăх çыннисен пай çĕрĕсемпе /малтанласа 5 пай – 12 гектар ытларах/ пĕрлешÿллĕ хуçалăхран уйрăлса тухнă. Кашни утăмрах йывăрлăхпа тĕл пулнă пулсан та, алла усман. Арендăна илнĕ çĕр лаптăкĕсем ÿссех пынă. Тĕп чăрмав – техникăра. Пурпĕрех, палăртнă лаптăкри çĕре вăхăтра ĕçлесе хатĕрлеме, тыр-пула пухса кĕртме трактор-комбайн парса пулăшма хирĕç пулман ырă çынсем вĕсен тĕлĕнче тупăннах. Халĕ пĕтĕм йывăрлăх хыçа юлнă. Хресчен /фермер/ хуçалăхĕнче çак çулсенче техника паркне пуянлатассипе те нумай вăй хунă. Энергие перекетлекен хăватлă тракторсем анчах – 5 единица, икĕ комбайн. Пĕрне /«Агрос 585»/ иртнĕ çул туяннă.

– Ăна ăнса çитĕннĕ кĕр тыррисене сутнă укçа-тенкĕпе туянтăмăр, патшалăхран пĕр тенкĕ кивçен илмен, – терĕ Тамара Григорьевна. 90 гектар çинчи Марафон кĕрхи тулă 1 гектартан 65 центнер тухăç панă!

Комбайн анчах-и? Иртнĕ çул çавăн пекех КАМАЗ автомашина, хальхи йышши сеялка та туяннă – пурте вĕр çĕнĕ! Тĕш тырă упрамалли пысăк склад, техникăна лартма лупас-тăрă тунă. Ял хуçалăхне аталантарма патшалăх шайĕнче çирĕплетнĕ программăсемпе усă курма май пулни те хавхалантарать, паллах. Техника туяннă чухне пулакан тăкакăн 40 процентне саплаштарни, элита вăрлăхсем туяннăшăн, çĕр пулăхне пуянлатма усă куракан мероприятисене пурнăçланă чухне тата ытти тăкаксемшĕн субсиди уйăрни – курăмлă пулăшу-çке.

…Хресчен /фермер/ хуçалăхĕшĕн иртнĕ çулхи кĕркунне, чăннипех, мăнтăр килнĕ. 560 гектар йышăнакан лаптăкран пурĕ 22600 центнер тĕш тырă пухса кĕртнĕ. 1 гектартан тухакан вăтам тухăç 40,3 центнерпа танлашнă – районти фермерсем хушшинчи чи пысăк кăтарту çакă.

Хальхи вăхăтра пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче çĕр улми туса илессине «манăçа» кăларнă вăхăтра та Васильевсем «иккĕмĕш çăкăр» валли кашни çул 20 гектартан кая мар лаптăк уйăраççĕ. Ку чухне усă курма кирлĕ пĕтĕм техника та – хăйсен. Иртнĕ çул та 1 гектартан 220 центнер çĕр улми пухса кĕртнĕ. Ăна туянакансем ыйтнă таран сутнă, ытлашшине çуркуннеччен упранма хывнă. Килти хуçалăхри йышлă выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма та сахал мар апат кирлĕ, çак тĕллевпе кашни çул пĕр çул ÿсекен курăксене кирлĕ таран лаптăкра акса хăвараççĕ.

Сиссе те юлаймăпăр – черетлĕ çур акине тухма та вăхăт çитĕ. Ĕçе пуçласа пикенмеççĕ, çакăн валли малтанах тĕплĕн хатĕрленме тытăннă. Çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе минераллă удобрени, ÿсен-тăрана чир-чĕртен, хурт-кăпшанкăсенчен хÿтĕлесе усă куракан наркăмăшлă им-çамсене те кÿрсе килнĕ. Пулас тухăç никĕсĕ шанчăклă пулнăн туйăнать: 200 гектар çинчи кĕрхи тулла агротехника хушнă йĕркене пăхăнса акса хăварнă, пысăк пахалăхлă вăрлăхпа усă курнă. Кĕрхи çĕртме сухине вăхăтра пурнăçланă, йÿçек çĕрсене те /170 гектар/ извеçленĕ. Кăçал ÿсен-тăран культурисене 780 гектартан кая мар акса-лартса хăварма палăртнă – Васильевсем хăйсен вăй-хăватне пĕлеççех ĕнтĕ. Вырмана тухиччен тепĕр комбайн та туянас ĕмĕтлĕ.

Хĕрÿ вăхăтра хресчен /фермер/ хуçалăхĕ 4-5 механизатора ĕçпе тивĕçтерет. Ытти ĕçе çемье пĕтĕмпех хăй çине илет. Ывăлĕпе хĕрĕсем /Светлана, Марина/, кинĕпе кĕрÿшĕсем отпуск илсех яла куçса килеççĕ. Мăнукĕсем те хăйсемпе пĕрле ĕçе хăнăхаççĕ.

Ăçтан ĕлкĕреççĕ мĕн пур ĕçе тытса тума? Хĕлĕн-çăвĕн халăхран сĕт те пухаççĕ. Хĕллехи шартлама сивĕ çанталăкра çынран малтан ыйхăран вăранса Шуршу, Чăваш Тăрăм ялĕсене çитеççĕ. Ял çыннисеннипе пĕрле куллен 1100 литртан кая мар сĕт пухаççĕ, ăна Елчĕкри сĕт-çу заводне леçеççĕ.

…Ĕç – ĕçпе. Чун-чĕрери канăçлăх, ырăлăх пирки те манмаççĕ вĕсем. Турă хушнипе кил хуçин, Геннадий Михайловичăн ăс-тăнĕнче Аслă Таяпара Пукрав ячĕпе хисепленекен чиркĕвĕн çĕнĕ çуртне хăпартас шухăш тĕвĕленнĕ. Çакна халăх та ырласа йышăннă. 2005 çулта тума тытăннă чиркĕве хута ярассинче укçа-тенкĕпе çыхăннă нумай ыйтăва татса панă вăхăтра Васильевсем кăмăлтан хăйсен тивĕçлĕ тÿпине хывнă…



26 марта 2021
10:48
Поделиться